Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Енĕш Нăрвашсен энциклопеди пур

13 сентября 2019 г.

Енĕш Нăрвашсен энциклопеди пур

Энциклопедире 300 ытла çыннăн биографийĕпе паллашма пулать. Ялта çуралнă, вĕреннĕ, тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе палăрнă, Тăван çĕршывăн хăватне тĕреклетме вăй-халне шеллемесĕр тăрăшнă ентешсем вĕсем. Пĕр сăмахпа каласан, Енĕш Нăрваш ял историйĕн-че тарăн йĕр хăварнă çынсем. Çавах та асăннă энциклопедине кĕмесĕр юлнисем те пур ĕнтĕ, шырав-çырав ĕçĕсем малалла пыраççĕ.

Презентацине ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Роман Егоров уçнă.

«Кĕнеке ял историйĕшĕн, унăн çыннисемшĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ. Паянхи çамрăксемшĕн паттăрлăх тĕслĕхĕ пулса тăтăр»,-тенĕ вăл. Ун хыççăн энциклопеди авторĕ В.Петров тухса калаçнă. Вăл та хăйĕн сăмахĕнче ку кĕнеке çитĕнекен ăрушăн хаклă пулнине палăртнă. Ялăн сумлă çыннисемпе паттăрĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пурне те интереслентерет. Тăван тăрăх историйĕ, социаллă пурнăçпа культура объекчĕсем пирки те пĕлме пулать ку кĕнекепе паллашсан. Энциклопедире 1907 çулта Столыпин реформи хыççăн Çĕпĕре тухса кайнă çемьесемпе 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, вĕсем çинчен ниçта та çырса кăтартман çынсен ячĕ-хушамачĕсене кĕртсе хăварнă.

Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, унăн çумĕ В.Чайкин, районти таврапĕлÿçĕсен ертÿçи В.Александров, централизациленĕ библиотека системин пуçлăхĕ В.Павлов тата ытти тухса калаçакансем энциклопеди кăларни ялшăн çеç мар, районшăн, республикăшăн та пĕлтерĕшлĕ пулнине, музей заведующийĕ В.Петров чăннипех те пархатарлă ĕç туса ирттернине палăртса хăварнă. Çавăн пек энциклопеди республикăри районсен те сахал пулĕ. Кĕнеке кăларма хутшăннă çынсене пурне те тав тунă.

Энциклопедине «Канашри издательство çурчĕ» обществăра калăпланă. Тиражĕ - 500 экземпляр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика