Яншихово-Норвашское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Енĕш Нăрвашра тепĕр стела уçнă

20 сентября 2019 г.

Енĕш Нăрвашра тепĕр стела уçнă

Çурла уйăхĕн юлашки кунĕ Енĕш Нăрваш ялĕн историйĕшĕн тепĕр пулăмпа асра юлĕ. Воин-десантниксен ячĕпе ятарлă стела уçнă. Унăн калăплă форми çинче уçăлнă парашют тата икĕ самолет силуэчĕ, çавăнтах хĕрлĕ çăлтăр курăнать. Мрамор плита çинче сывлăш десантникĕсен çарĕсен командующийĕн, СССР Геройĕн, çар генералĕн Василий Филиппович Маргеловăн сăн ÿкерчĕкĕ. Аяларах «Сбит с ног - сражайся на коленях, идти не можешь - лежа наступай!» - тесе çырнă çунатлă сăмахсем. Стелăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсене халалласа уçнă. Мухтав аллейипе юнашар вырнаçтарнă ăна. Çывăхрах воин-интернационалистсене асăнса лартнă обелиск. Çапла вара мемориаллă комплекс çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçре çав тери пĕлтерĕшлĕ.

Стелăна хальтерех десантниксен çарĕнче службăра тăнă çамрăксен пуçарăвĕпе тунă, пĕтĕм ĕçе йĕркелесе пыма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Роман Егоров чылай тимленĕ. Пархатарлă ĕç-хĕле пысăк тÿпе хывнă десантниксене ятранах асăнар - Валерий Никитин, Евгений Станюков, Сергей Мидюков, Артем Григорьев, Петр Васильев, Дмитрий Федоров, Николай Осколков, Дмитрий Алексеев, Алексей Федоров, вĕсене пулăшакансем - Алексей Васильевпа Андрей Владимиров.

Хĕрлĕ хăйăва касма ВДВра службăра тăнă В.Никитинпа Е.Станюкова, А.Григорьева шанчĕç. Çав вăхăтра Раç-çейпе Чăваш Енĕн гимнĕ-сем янăрарĕç. Шăплăх минучĕ пулчĕ. Хисеплĕ караулта шкул ачисем ятарлă формăпа тата вĕрентÿ автомачĕ-семпе тăчĕç.

«Çакăн пек асăну палăкĕсем çамрăксене Тăван çĕршыва сыхлама яланах хатĕр пулма хистеççĕ»,-терĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Р.Егоров. Митингра Чăваш Республикинчи десантниксен уйрăмĕн Канаш районĕнчи ушкăнĕн председателĕ Валерий Анисимов, Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, Валерий Никитин воин-десантник, воин-интернационалистсен ячĕпе Владимир Петров, ялти чиркÿ настоятелĕ Георгий Петров тата ыттисем те тухса калаçрĕç. Ун хыççăн уйрăм воин-десантниксене тав грамотисем парса чысларĕç. Юлашкинчен стела умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Стела уçнă çĕре Тăрмăшран, Тăвайĕнчен, Канашран тата ытти çĕртен воин-десантниксем йышлăн хутшăнчĕç. Мероприятие Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зоя Васильева ăнăçлă йĕркелесе ертсе пычĕ.

Митинг хыççăн пухăннисем Енĕш Нăрвашри историпе асăну музейне кĕрсе курчĕç. «Паттăрлăх», «Çĕршыва хÿтĕ-лекенсен» пÿлĕмĕсемпе, альбомсемпе тĕплĕн паллашрĕç. Воин-интернационалистсен стенчĕ те кăсăклантарчĕ. Енĕш Нăрвашри музей çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас ĕçе пысăк тÿпе хывнине палăртрĕç пĕр шухăшлăн.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика