Чутеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                       

                                                                     

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Шкулта ĕçлеме килĕшет"

04 октября 2019 г.

"Шкулта ĕçлеме килĕшет"

Людмила Ивановна Титова Чутей шкулĕнче социаллă педагогра тăрăшать. Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ăс пухса диплом илнĕ хыççăн пуçăннă вăл ачасемпе ĕçлеме. Ĕç биографийĕ Хусан хулинчи пĕр ача садĕнче педагогра тăрăшма пуçланинчен çырăннă.

Хăй вăл Ишпуç хĕрĕ, çемье телейне кÿршĕллĕ Чутей ялĕнче тупнă. Йĕппи хыççăн çиппи тенĕ евĕр, Иван Николаевич Титовпа пĕрлешнĕ хыççăн хуларан яла таврăннă. Çамрăк мăшăр çурт илсе майĕпен хуралтăсем çавăрнă. Икĕ хĕр ÿстереççĕ мăшăрĕпе, Таньăпа Аня 5 тата 11 классенче пĕлÿ илеççĕ. Лайăх вĕреннипе пĕрлех шкулти обществăлла ĕçре активлă. Амăшĕпе аслă хĕрĕ тăтăшах шкулти спортзала тренФировкăсене васкаççĕ. Волейбол вăййисене килĕштереççĕ иккĕшĕ те.

«Ачасем спортра пирĕнтен ирттереççĕ, вĕсен команди районта темиçе хутчен те малти вырăнсене йышăнчĕ»,- тет Людмила Ивановна. Л.Титова çавăн пекех шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ, музыка урокĕсене те ирттерет.

Социаллă педагог пулнă май, йывăр лару-тăрура çитĕнекен çемьесенчи ачасемпе уйрăмшарăн ĕçлессине йĕркелет. Вĕсен ашшĕ-амăшĕпе тăтăшах тĕл пулса калаçать. Вĕренекенсене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшассине тĕпе хурать.

«Шкул ĕçĕ питĕ килĕшет»,- кĕскен çеç кăмăллăн хуравларĕ вăл интересленекен ыйту çине. Ĕçтешĕсем Людмила Ивановна хăйĕн ĕçне чун хавалĕпе, тĕплĕ тунине палăртаççĕ.

Ахальтен мар пултаруллă педагога вĕрентÿ пайĕн тата райадминистрацин Хисеп грамотисемпе наградăланă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика