11 октября 2019 г.
ÇУТ ÇАНТАЛĂКРА этем кăна мар, кайăк-кĕшĕк те, чĕр чун та мăшăрпа, çемьепе пурăнать. Çакă ахальтен мар, ачасене те иккĕн ỹстерме, йывăрлăхсене те парăнтарма çăмăлрах, савăнăçпа хуйха та пайлама пулать. Çемье вăл хăйне майлă пĕчĕк патшалăх. Кашнийĕн хăйĕн шăпи, çитĕнĕвĕ...
Районта сентябрĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 5-мĕшĕччен "Çулталăк çемйи-2019" конкурсăн суйлав тапхăрĕ иртнĕ. Мероприятие хутшăнма кăмăл тунисем шăпах хăйсен çемйипе, кун-çулĕпе кĕскен паллаштаракан презентацисем хатĕрленĕ. Тỹресем кашни ĕçе тĕплĕн тишкерсе хакланă хыççăн республикăра декабрь уйăхĕнче иртекен "Çулталăк çемйи-2019" конкурса Шăнкăртамри Юнусовсем кайма тивĕçнине палăртнă.
Юнусовсем алла-аллăн тытăнса 19 çул пĕр сукмака такăрлатаççĕ. Мăшăр виçĕ ачана кун çути парнеленĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)