Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ объектсем

14 октября 2019 г.

Юхмапа Пăла тăрăхĕн экономикине тĕреклетĕç Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов Шăнкăртамри "Баракат" потребитель кооперати- вĕнче пулнă, унăн ертỹçипе Д. Земдихановпа малашлăх тĕллевĕсене сỹтсе явнă.

2018 çулта районти "Баракат" тата "Эко Продукт" ял хуçалăх кооперативĕсем пурлăхпа техника никĕсне аталантарма паракан гранта илессишĕн йĕркелекен конкурсра çĕнтернĕ. Иккĕшĕ те Шăнкăртамра вырнаçнă. Вĕсем 80 млн тенке яхăн патшалăх пулăшăвне илнĕ, вăл шутран "Баракат" кооператива 26 млн тенке яхăн тивĕçнĕ. Укçа-тенке сĕт тата аш-какай продукцийĕсене тирпейлекен цехсем тума янă.

"Баракат" кооператив проектпа килĕшỹллĕн аш-какая тирпейлесе çурма фабрикатсем, тĕтĕмленĕ тата ытти изделисем кăларма пуçлать.

Цех валли аш-какай кооператив членĕсенчен, республикăри ял хуçалăх предприятийĕсенчен туянма палăртнă. Вăл хута кайсан çĕнĕ 10 ĕç вырăнĕ те хушăнать.

Д. Земдиханов пĕлтернĕ тăрăх, цеха 2020 çулхи май уйăхĕнче уçмалла, анчах паянхи кунччен тунă ĕçсем кăçалхи декабрь уйăхĕнчех эксплуатацилеме май пуррине кăтартаççĕ.

"Баракат" пĕрлешỹре цех та хута кайсан аш-какая тирейлемелли пĕтĕм цикл вĕçленет, мĕншĕн тесен хуçалăхра выльăхсене пусса тирпейлемелли цех, туса хатĕрленĕ продукцие вырнаçтарма лавккасем те пур. Çавăн пекех малашне Ульяновск облаçĕпе, Тутар Республикипе тата ытти регионсемпе те çыхăну тытма тĕллев лартнă.

Районта хальхи вăхăтра 11 кооператив ĕçлет, вĕсенчен виççĕшĕ - "Али", "Баракат", "Эко Продукт" - патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă. Кăçал пахча çимĕçе тата аш-какая тирпейлекен икĕ кооператив йĕркеленнĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика