Караевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тỹрĕ чунлă, ырă кăмăллă…

01 октября 2019 г.

Тỹрĕ чунлă, ырă кăмăллă…

Этеме ĕç тăрăх хаклаççĕ. Хăй сăмахне тытма пĕлекен, ума лартнă тĕллевĕ патне тỹрĕ кăмăлпа, çирĕппĕн утакан, хăйĕн питне çухатман çынна çеç телейлĕ теме пулать. Çакăн пек çынсен шутне ахаль чăваш çыннине, ялти хисеплĕ ватăна — Геннадий Архипович Фомина кĕртме пулать. Вăл хамăр районти пĕчĕкех те мар чăваш ялĕнче — Сурăмхĕрринче 1940 çулхи августăн 22-мĕшĕнче çуралса ỹснĕ. Ачаранах хресчен ĕçĕнче пиçĕхнĕ. Кашни ача пекех ăс пухма тăрăшнă, шкула çỹренĕ. 1959 çулта совет çарĕнче хĕсметре тăнă. Вăл вăхăтра службăра виçĕ çул тăмалла пулнă. Анчах та сывлăх хавшанине пула, хырăмлăх суранĕ пулнипе 1961 çулта ăна киле яраççĕ. Геннадий Архипович — вăрçă ачи. Вăл нумай çул колхозра ĕçленĕ: скотник та, ферма заведующийĕ те, ревкомисси председателĕ те.Чылай çул халăх заседателĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Паллах, вăрçă ачисен пурнăçĕ выçăллă-тутăллă пулнă ĕнтĕ, тăраниччен çисе те курман. Ашшĕ, Архип Фомин, вăрçăччен колхозра уй-хир бригадин бригадирĕ пулса ĕçленĕ. Бригада пур ĕçре те малта пынă, бригадир колхозниксене хавхалантарса ертсе пынă, пĕр сăмахпа ăста пулнă. Виççĕн ỹснĕ вĕсем: Ольга, Гена, Рита. Анчах ашшĕ — кĕçĕн хĕрне, хĕрĕн вара — ашшĕне куçа-куçăн курма тỹр килмен. Нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕршыв çине вăрă-хурахла тапăнсан, вĕсен ашшĕ те, ытти миллионшар совет çынни пекех, алла хĕç-пăшал тытнă та Тăван çĕршыва хỹтĕлеме тухса кайнă. Фронтран вăл çырусем нумай ярайман, тан мар çапăçура пуçне хунă. — Аттене Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине илсе кайнине эпĕ ас тумастăп. Анне тата виçĕ пĕр тăван — Улька, эпĕ, Рита юлтăмăр. Анне чирпе асапланчĕ, усал чире пула вăл 58 çултах çĕре кĕчĕ. Нушаллă ỹсрĕмĕр, хăр тăлăх юлтăмăр. Эпир нихăçан та ỹркенсе тăман, тăрăшсах колхозра вăй хунă: уя тис-лĕк кăларнă, вăрлăх турттарнă, кĕлете кĕртнĕ тата ытти те. Йăмăкăн тулли михĕсене йăт-нă чухне куççуль те пăчăртатса тухнă пулĕ, анчах çакна çынна кăтартман, вăй çитнĕ таран пурпĕрех ĕçленĕ, — аса илет ĕç ветеранĕ Геннадий Архипович. Аслă аппăшĕ, Ольга Архиповна, хăйĕн телейне Сурăмхĕрринчех тупнă. Виçĕ ывăлпа пĕр хĕр çи-тĕнтернĕ. Мĕн ĕмĕр тăршшĕпе тăван колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Дояркăра, пăрусем пăхнă çĕрте тата ытти ĕçсенче тимленĕ. Шел те, мăшăрĕ чире пула вĕсенчен уйрăлса кайрĕ. Геннадие тăван ялĕнче аппăшĕ пурри хавхалантарать. Кĕçĕн йăмăкĕ Шупашкар районне качча тухнă. Унпа та тивĕçлипе мухтанмалла. Хĕр чухнех йывăр ĕçе кỹлĕннĕскер нимле ĕçрен те хăраса тăман, вĕсене хăюллăн çĕнтерсе пынă. Фермăра ĕçленĕ чух Рита чи ăста та пултаруллă дояркăсенчен пĕри пулса тăнă. Ĕçне кура — хисепĕ, теççĕ. Ĕçре лайăх тĕслĕхсем кăтартнăшăн Рита Архиповăна колхоз правленийĕ пĕр хут кăна мар хаклă парнесем парса савăнтарнă. Вăл Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ те пулнă. Çакăн пек çывăх тăвансем пурришĕн мĕнле савăнмăн. Геннадий Фомин хамăр район хĕрĕпе, Галина Алексеевна Тихоновăпа, çемье çавăрнă. Мăшăрĕ нумай çул выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕнче кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлерĕ. Ял çыннисене мĕн чухлĕ пулăшу кỹмен-тĕр вăл. — Мăшăрăм 2015 çулта çĕре кĕчĕ. Аслă аппан хĕрĕ, Светланăпа мăшăрĕ Андрей тата вĕсен ачисем килсех тăраççĕ. Тав сăмахĕ илтме тивĕç вĕсем. Час-час кĕсье телефонĕпе те сывлăхăм çинчен ыйтсах тăраççĕ. Халĕ пурнăç унчченхи пек мар, мĕн çиес килнĕ, çавна çиме пулать. Аш-какайĕ, кăлпассийĕ, çăмарти — укçу пулсан пур те пур! Халĕ ĕçлесен укçине те параççĕ. Пире нушаллăрах килчĕ, урăх ун пекки ан пултăрччĕ, — тет Геннадий пичче. 80 çул еннелле кайнă Геннадий Архипович пурнăçа хаклать, унăн кашни кунĕпе киленет. Лăпкă та тăрăшуллă чăваш çыннин, вăрçă ачин кăмăлне çав-çавах самана çирĕплетнине чунăмпа туйса унпа сывпуллашрăм.

М. Романова.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Караево ул.Центральная, д.7
Телефон: 8(83530) 35-2-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика