Яншихово-Челлинский территориальный отдел Красноармейского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Трак енри педагогсен августри конференцийĕ

16 сентября 2019 г.

Трак енри педагогсен августри конференцийĕ

Çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче, юнкун, йăлана кĕнĕ йĕркепе Трак енри вĕрентекенсен августри конференцийĕ пулса иртнĕ. Унăн теми “Вĕрентỹ пахалăхĕ: “Вĕрентỹ” наци проекчĕн йыхравĕ тата малашлăхĕ”. Кăнтăрлаччен Трак вăтам шкулĕн никĕсĕ çинче 12 дискусси лапамĕ ĕçленĕ. Вĕсене 250 педагогпа вĕрентỹ организацийĕсен ертỹ-çисем хутшăннă. Шкулăн фойинче чечексен куравне йĕркеленĕ. Кăнтăрла иртсен район администрацийĕн акт залне Трак енри педагогсем, вĕрентỹ ĕçĕн ветеранĕсем пухăннă. Конференцин хисеплĕ хăнисем: ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕ С. Кудряшов, район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов, вĕрентỹ тытăмĕнче ĕçлекенсен районти профсоюз организацийĕн председателĕ С. Суховетрюк. Конференцие С. Кудряшов уçнă, сăмах каланă. “Наци проектне ĕçе кĕртме ултă çул хушшинче 800 млрд тенкĕне яхăн уйăрма пăхаççĕ, унăн 92 процентне — федераци бюджетĕнчен. Паян педагогпа ертỹçĕн тĕп тĕллев пулмалла — хальхи вăхăт ыйтнă пек, çирĕппĕн, çĕннине алла илсе ĕçлемелле. 2025 çул тĕлне, РФ Президенчĕ В. Путин палăртнă пек, çĕршывăн вĕрентỹ енĕпе тĕнчери малта пыракан 10 çĕршыв йышне кĕмелле”, — тенĕ Сергей Владимирович. А. Кузнецов Трак ен педагогĕсене вĕсен çăмăл мар ĕçĕшĕн тав тунă, çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче ăнăçусем суннă. Вăл вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнче палăрнисене район администрацийĕн Хисеп грамотисене, Тав хучĕсене панă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-вĕрентỹ пайĕн начальникĕ С. Григорьева “Вĕрентỹ пахалăхĕ: “Вĕрентỹ” наци проекчĕн йыхравĕ тата малашлăхĕ” темăпа доклад тунă. (Вăл паянхи хаçатăн 2-3-мĕш страницисенче пичетленет). Чи пултаруллă педагогсем район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Трак ен педагогĕсене С. Суховетрюк ăшшăн саламланă.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика