Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун ăшши нихçан ан сÿнтĕр сан хĕрÿллĕ чĕрÿнте

06 сентября 2019 г.

Чун ăшши нихçан ан сÿнтĕр сан хĕрÿллĕ чĕрÿнте

«Вĕренÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин патшалăх политикин приоритечĕ тата унăн тĕллевĕсенчен пĕри инновациллĕ вĕренÿ условийĕсене йĕркелени тата аталантарни пулса тăрать. Чăваш чĕлхипе тата литературипе, тăван ен культурипе ачасене интереслентерес енĕпе ак, республикăра тĕрлĕ олимпиада йĕркелеççĕ. Тутар, мордва, чăваш чĕлхисемпе тата литературисемпе халăхсем хушшинчи олимпиадăсен призерĕсене хатĕрленĕшĕн кăçал та педагогсене ЧР Пуçлăхĕн укçан премине пачĕç. Списокра пирĕн районти Тăрмăшри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине 43 çул вĕрентнĕ Зинаида Николевна Григорьева та пуррине пĕлтĕмĕр нумаях пулмасть.

Çак йĕркесен авторне те питĕ савăнтарчĕ ку çĕнĕ хыпар. Вăтăр тăватă çул лайăх пĕлекен юлташăмпа тÿрех телефонпа çыхăнтăм.

-Саламлатăп, çутă ĕмĕтлĕ чăваш,-калаçăва пуçăнтăм вĕрентекенпе.

-Тавах, Светлана Владиславовна пĕлтерсе ĕлкĕрчĕ-ха,-пулчĕ хурав.- Тăрăшни харама каймарĕ эппин. Çапла вăл чăваш чĕлхи, тыткăна илет те, ытамĕнчен вĕçертмест, тĕрлĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарсах тăрать.

Хыçа юлнă кунсем, малашлăх, çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсем пирки сăмах пычĕ малалла.

... Элпуçĕнче çуралнă Зинаида Николаевна. Историре юлнă кÿлĕ илемĕпе киленсе ÿснĕ хĕрача. Унăн ачалăхĕ хаваслă иртнĕ, шкулта лайăх паллăсемпе кăна вĕреннĕ. «Христина Харитоновнана пурте питĕ юрататтăмăр. Класс ертÿçи хăйĕн тивĕçĕсене тĕплĕ пурнăçлатчĕ, пирĕнтен çирĕп ыйтатчĕ. Унăн ырă тĕслĕхĕ пуласлăхăма витĕм кÿчĕ те ĕнтĕ. Аттестат илнĕ хыççăн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен пулма тĕллев тытрăм çавăнпа»,-аса илÿ çăмхине сÿтме пуçларĕ умри хĕрарăм.

Чăваш патшалăх университетĕнчен 1976 çулта вĕренсе тухнă вăл. Аслă пĕлÿллĕ специалиста Тăрмăшри вăтам шкула ĕçлеме янă. Унтанпа ĕç вырăнне улăштарман учительница. Пĕр çĕрте нумай çул тÿсĕмлĕ, хăйĕн тивĕçĕсене юратса пурнăçлакансем кăна ĕçлеме пултараççĕ. Çак сахал мар вăхăт хушшинче З.Григорьева учительница çĕр-çĕр ачана аслисене хисеплеме, чăваш чĕлхине юратма, тăван яла асрах тытма хăнăхтарнă. Вĕренекенсемпе ĕçлекенсем пирки чылайччен каласа пама хатĕр вăл. Хăйне шанса панă чи малтанхи класс ачисене халĕ те лайăх астăвать. Вĕренсе тухса кайнисем манманнишĕн хĕпĕртет, уявсенче шкула пырса е çырупа ?открыткăпа% саламлаççĕ иккен ăна. ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕн С.Ивановăн пултарулăхĕ чăвашлăхшăн чунне паракан учительницăн ĕçĕ чăнах та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕп-летет. Вăл вĕрентнĕ А.Кузнецов Шупашкарти гуманитари институтĕнче ырă тĕслĕх кăтартать, филологи наукисем кандидачĕ. Списока малалла тăсмасăрах паллă Зинаида Николаевна тĕллевĕсене тăрăшса туни.

Унăн урокĕсенче пĕрре кăна мар пулма тÿр килнĕшĕн эпĕ те хĕпĕртетĕп. Тĕрлĕ корреспонденцисемпе статьясем çырнă чухне усă курмалли правилăсемпе çĕнĕлĕхсене чылай вĕреннĕ унран.

Вĕренекенсене урокра интереслĕ пултăр, çĕнĕ тема асра нумайлăха юлтăр тесе методикăн тĕрлĕ мелĕсемпе усă курма пĕлет педагог. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен районти методика пĕрлешĕвĕ вĕрентÿ ĕçне çĕнĕлĕхсем кĕртнине, опытне ÿстерсех пыма пулăшнине палăртать вăл.

Шкулти драма кружокне чылайранпа ертсе пырать ырă чĕреллĕ чăваш, обществăлла ĕçре те маттур.

Вĕренÿри пысăк çитĕнÿсемшĕн ăна тĕрлĕ наградăсемпе чысланă. Вăл аслă категориллĕ педагог. «Çутĕç отличникĕ» паллă та пур унăн.

Кивĕ Пуянкасси каччипе, Лев Ивановичпа 1976 çулта пĕр çулпа утма пуçланă. Икĕ ывăлĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Александр çемйипе Йошкар-Ола хулинче пурăнать, çар çынни. Сергей Мускавра тĕпленнĕ, юрист. Икĕ мăнук çитĕнет халь Григорьевсен.

Тăрмăш ялĕнче çирĕп кил хуçалăх йĕркеленĕ вĕсем. Выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп картиш тулли, пахчинче – тĕрлĕ çимĕç, чечек, улмуççи.

Зинаида Николаевна тăтăшах курссенче пулать, кĕнекесемпе хаçат-журнал нумай вулать, компьютерпа ĕçлеме те вăхăт тупать.

Чăваш çĕршывĕнче пурăнакансем тăван чĕлхене тата ытларах хисеплеме пуçласса шанать вăл, кăçалхи 44-мĕш вĕренÿ çулне пысăк хавхаланупа вĕрентме тытăнчĕ Пĕлÿ кунĕнче 65 çула çитнĕ учительница.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика