Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр çулхи кинемей пуриншĕн те ырă тĕслĕхлĕ

01 октября 2019 г.

Пурнăç кустăрми самантлăха та чарăнмасть, çаврăнать те çаврăнать... Вăхăт пĕр сисĕнмесĕр иртет. Акă, кĕçех Именкассинче çуралса ỹснĕ Маюк аппа та 100 çул тултарать. Пĕр ĕмĕрти кинемей хура-шурне сахал мар черетленĕ темелле. Çапах та хыçа юлнă çулсене вăл нихăçан та начарпа аса илмест.

1938 çулта çамрăк хĕр Нăрваш Шăхаль каччипе çемье чăмăртанă. Микуль мăшăрĕ колхозра вăй хунă. Хуньамăшĕпе кинĕ пĕр кун та ĕçрен юлман. Тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă вĕсем. Çамрăк кин пур ĕçе тирпейлĕ те тĕплĕн, кăмăлтан пурнăçлани хуньамăшне çав тери килĕшнĕ. Шăкăл-шăкăл калаçса ĕçленĕ вĕсем пĕрмаях, килĕштерсе пурăннă çемье. Ял-йышра та хисеплĕ пулнă Ивановсем.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕсен çемйине те тĕкĕнмесĕр хăварман.Вăрçă пуçлансанах Микуле салтака кайма ят тухнă. Çамрăк кин Лена хĕрĕпе юлнă. Микуль тете вăрçăра иккĕмĕш Украина фронтне лекнĕ. Сайра пулин те çемйине хыпар-хăнар ярсах тăнă. Маюк аппа вара ял-йышпа пĕрле тырă та вырнă, кĕлте те çапнă, ака-сухине те тунă...Тĕрлĕ çĕрте тăрăшнă, ĕçе суйласа, тиркесе тăма май та пулман. Çĕнтерĕве çывхартас тесе кашнийĕ чун-чĕререн тăрăшса ĕçленĕ.

Вăрçă кĕрлеме чарăннă хыççăн тепĕр çулхине Николай Александрович Иванов тăван яла иккĕмĕш ушкăн инваличĕ пулса таврăннă, тỹрех хуçалăхра вăй хума пикеннĕ. Çав вăхăтрах çемьене те йыш хушăнсах пынă. Виçĕ ывăлпа пилĕк хĕр çуратса ỹстернĕ вĕсем. Пепкисене ура çине тăратма çăмăл пулман. Çавăнпа ашшĕпе амăшĕн ырми-канми тăрăшма тивнĕ. Ачисем те пĕр-пĕрне пулăшса, пĕр-пĕрне хỹтĕлесе, туслăн ỹс- нĕ. Анчах вăхăт иртнĕçемĕн ветерана вăрçă суранĕсем аптăратма пикеннĕ, сывлăхĕ хавшасах пынă. 1992 çулта Микуль тете пиртен ĕмĕрлĕх уйрăлса кайрĕ. Халĕ ĕнтĕ вĕсен ачисем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тымар янă, çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Шел, хуйхă пĕччен çỹремест тенĕ евĕр, темиçе çул каялла Маюк аппашăн тата пĕр тăванĕсемшĕн тепĕр пысăк инкек йăтăнса анчĕ, Володя ывăлĕ сарăмсăр çĕре кĕчĕ.

Хальхи вăхăтра ĕç ветеранĕ кĕçĕн хĕрĕпе Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать. Унăн 21 мăнук, 28 кĕçĕн мăнук! Ку тĕлĕшпе питĕ пуян 100 çулхи кинемей! Вĕсемшĕн чун-чĕререн савăнать ватă, пурне те кăмăлтан пил парать, пурнăçăн тĕрĕс çулĕпе пырса ăслă-тăнлă çынсем пулма ырă сунать. Ачисемпе мăнукĕсемшĕн Мария Ильинична юратнă анне, ытарайми кукамай-асанне, тăванĕсемпе ял-йышшăн вара хисеплĕ ентеш.

Р. ПАВЛОВА. Нăрваш Шăхаль ялĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика