Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплеççĕ ăна ял-йышра

01 октября 2019 г.

Ял урамĕпе утнă чухне М. Федотовăна кашни хирĕç пулаканах сывлăх сунать. Мария Владимировна Упамса шкулĕнче пĕлỹ пама пуçланăранпа 57 çул çитрĕ. Учительница ĕçлеме пикеннĕренпе ялта пурăнакансенчен чи асли вĕренỹ çуртне çỹреме пуçланăранпа та 65 çул та ĕнтĕ. Вĕсен ачисен, мăнукĕсен пĕлỹ никĕсне хывма тăрăшнă педагог.

Шурă тутăр айĕнчен курăнакан çỹçне тахсанах кĕмĕл тĕс çапнă. Йăхран пыракан пулăм-ши çакă е ватăлăх палли - çирĕплетеймест Мария Владимировна. Паянхи савăк пурнăçпа киленсе пурăнмалла та пурăнмалла тесе çеç калать. Ачи-пăчи ỹссе çитĕннĕ. Пурте çемьеллĕ. Çуртлă-йĕрлĕ. Уйрăлса тухнă. Тĕпри çурт никĕсĕ çирĕп. Шыв кĕрет, тухать. Газпа хутса ăшăнаççĕ. Çу кунĕсенче пахчара кăштăртатма пулать. Выльăх-чĕрлĕхрен качака хĕл каçараççĕ. Мăнукĕсем тунсăхлаттарсах тăмаççĕ. Владимирпа Геннадий ывăлĕсем çемйисемпе ашшĕ-амăшĕнчен аякра пурăнмаççĕ. Мĕн кирлĕ тата. Анчах...

Ачалăхĕ пурнăçра тарăн йĕр хăварнă М. Федотовăнне. Каншел мăнукĕ вăл. Амăшĕ çак ялтан Турхана качча тухнă. Авланнă чухне мăшăрĕ салтака та кайса ĕлкĕрейменрен ăна 1939 çулта çар ретне илнĕ. 1941 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă.

- Атте чĕрки çинче сиксе ỹсеймен эпĕ. Вăл та мана куçпа та курман. Вăрçăра 1942 çулта хыпарсăр çухалнă. Гродно хулинчен юлашки çырăвĕсене янине çеç пĕлетĕп. Сăн ỹкерчĕкне паянхи кун та упратăп,- чуна çỹçентерекен сăмахсемпе калаçать Мария Владимировна. Асламăшĕ сывлăхсăр пулнă. Самана йывăрлăхне пула сарлака сак çинче саркаланса ларайман амăшĕ те. Çамрăк ача пуррине пăхмасăрах ăна вăрман касма янă. Вăл та сывлăхне унта нумай хавшатнă. Налукне тỹ- лемех тивнĕ. Амăшĕ хăйĕнпе хĕрне пăянамăшĕ патĕнче ытлашши çăвар пекех туйнă. Вара пĕчĕк хĕрĕпе çуралнă ялне кайнă. Пурăна киле тепĕр хут çемье çавăрма шут тытнă. Мария вара кукамăшĕпе кукашшĕ патĕнче юлнă.

Первомайскинчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан хĕрĕн малалла пĕлỹ пухас ĕмĕчĕ те пулнă.

- Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕччĕ. Çири тата сумккари пĕр кĕпепе, урари пушмакпа тĕп хулана çитрĕм. Анчах мĕнпе пурăнмалла? Укçа çук. Ăна камран ыйтмалла? Каялла пăрахса килтĕм. Упамса ялĕнче клуб заведующийĕнче ĕçлеме пуçларăм,- каласа парать Мария Владимировна.

5 çул культура сферинче ĕçленĕ хыççăн шкула куçать. Унччен маларах вăл вăхăтри шкул директорĕ Г. Васильев ăна хистесех вĕренме кайма сĕнет. Хирĕçлемест. Канаш педучилищин дипломне илет.

Качча тухса çемьеллĕ пулать. Тинех телей ытамне лекет. Пăянамăшĕпе 24 çул килĕшỹпе пурăннă. Асли вĕрентсе каланисем паян та асра.

Мăшăрĕпе иккĕшĕ те вара ачисемшĕн ырă тĕслĕх пулнă. Анатолий Егорович 40 çул ытла тракторпа ĕçленĕ. Техникăна çỹретме Первомайскинчи МТСра вĕреннĕ. "Ĕçре палăрнăшăн" медаль те пур унăн. 1974, 1975, 1976, 1978 çулсенче социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи пулнă. Пĕр хутчен çеç мар "Коммунизмла ĕç ударникĕ" ята тивĕçнĕ. Белоруссине, Украинăна, Брест хулине путевкăпа курма кайнă. Ирпе ачисем тăриччен ĕçе тухса утнă. Каç сывлăмĕ çапсан киле таврăннă. Тепĕр чухне çĕрĕ-çĕрĕпе çĕртме сухи туни те пулнă.

Халăх шанăçне те тивĕçнĕ Анатолий Егорович. 4 созыв ял тăрăхĕн депутатне суйланнă.

Улмисем йывăççисенчен аякка ỹкменнишĕн савăнаççĕ Федотовсем. Надя хĕрĕ амăшĕн çулĕпех кайнă. Канаш районне качча тухнăскер Янкăльч шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентет.

Пĕр ывăлĕ Чĕмпĕр облаçĕнче тĕпленнĕ. Ăрăва малалла тăсакансен выльăх-чĕрлĕхĕсем те, техникисем те нумай. Кирек хăш ĕçе те ашшĕ-амăшĕпе канашласа тăваççĕ.

Ачисем ĕçлĕхлĕ ỹссе çитĕннĕ. Çурчĕ-йĕрĕсене нимелле çĕкленĕ. Вите-мунча таранчченех пуран хăпартнă.

Хăй тăлăх ỹснĕрен Мария Владимировна ачисене анне-атте ăшши тивĕçтĕр тесе сахал мар тăрăшнă, тăрăшать те. Мăшăрĕпе пĕрлешни 6 теçетке çул тулса пырать вĕсен. Ăрăва малалла тăсакансем те хăйсем пек вăрăм ĕмĕрлĕ, телейлĕ пулччăр тет.

Мăнукĕсемпе кăмăлтан савăнать. Вĕсене воспитани парас ĕçе хутшăнать. Арина акă "Тантăш" хаçат йĕркелекен викторинăсене тăтăш хутшăнать. Пĕринче ял историйĕпе çыхăннине явăçнăччĕ. Хуравĕсене тупас тесен самаях тăрмашма тивет. Ватă çынсемпе калаçмалла. Кĕнеке-журнал вуламалла. Тăрăшни сая каймарĕ. Мăнукĕ "Çамрăк таврапĕлỹçĕ" диплома тивĕçрĕ. Асламăшне те тав хучĕпе чысларĕç.

Чăваш халăх поэчĕн Çемен Элкерĕн пурнăçĕпе кăсăкланни те килĕшрĕ Аринăна. Ун пек чухне мĕн чухлĕ çĕннине пĕлетĕн. Тепĕр чухне вуланă произведени шкул программине те кĕрет.

Мăнукĕсем те ашшĕ-амăшне, ватăсене хисеплеме хăнăхса ỹсеççĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика