Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сире ăшшăн саламлатпăр, ăшă сăмахсем калатпăр

01 октября 2019 г.

ШĂНКĂРТАМРА пурăнакан ĕç ветеранĕн С. Азмукован пысăк савăнăç. Сагдетбану Минигалиевна сентябрĕн 24-мĕшĕнче 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Çак ятпа ăна тăванĕсемпе пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Р. Ямалетдинов, Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕ М. Валитов, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Н. Никитина саламланă. Вĕсем хисеплĕ ватта сывлăх суннă май РФ Президенчĕн В. Путинăн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн Р. Селивановăн ăшă саламĕсене илсе çитернĕ.

Ĕç ветеранĕ Шăнкăртамрах çуралса ỹснĕ, пĕр ялти Алимзян Шефигулловичпа мăшăрланнă. Тивĕçлĕ канăва кайичченех колхозра ĕçленĕ. Виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр çуратса ỹстернĕ. Паян Сагдетбану Минигалиевна Рефис ывăлĕн çемйипе пурăнать, 11 мăнукĕпе тата 11 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика