Айбечский территориальный отдел Ибресинского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сцена çинче – юмах

30 сентября 2019 г.

Авăн уйăхĕ Эйпеçри «Аистенок» ача садĕнчи «Смешарики» аслă ушкăн ачисемшĕн питĕ хĕрÿллĕн пуçланчĕ. Мĕншĕн тесен вĕсен кĕске вăхăт хушшинче «Сказочный фейерверк» конкурса хутшăнма юмах хатĕрлемелле пулчĕ.

Тулли, хаваслă кăмăлпа тытăнчĕç юмаха калăплама ачасем. Ахаль ларма пĕр вăхăт та пулмарĕ. Çапах пĕчĕк артистсем пуçа усмарĕç, куллен кун хăйсен çитĕнĕвĕсемпе аслисене савăнтарчĕç. Ашшĕ – амăшĕсен хăйсен ачисем районти культура аталанăвĕн центрĕнче иртекен конкурс – фестиваль сцени çинче мĕнлерех вылянине курас ĕмĕчĕ те питĕ пысăк пулчĕ.

Сисмесĕрех авăн уйăхен 26–мĕшĕ те çитрĕ. Çак кун Йĕпреçри культура çуртне пухăннă куракансене Эйпеçпе Вăтаел шăпăрланĕсем «Пĕр михĕ панулми» юмах выляса кăтартрĕç. Тĕп роле, мулкач ашшĕне, Марат Константинов вылярĕ. Мулкачсен амăшĕ- Анастасия Ястребова, мулкач çурисем – Анна Федорова, Никита Магасев, Павел Журавлев, пакша çурисем – Анна Бабкина, Камилла Захарова, Даша Сярмина, Ирина Ершова, Карина Егорова, кашкăр – Герман Павлов, упа – Родион Михайлов, ула курак – Устиния Григорьева, чĕрĕп – Стеша Федорова хăйсен ролĕсене чăн-чăн артистсенчен пĕрре те кая мар вылярĕç, илемлĕ тумĕсемпе залра ларакансене тыткăнларĕç.

Источник: За победу

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

 

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, д.Айбечи, ул.Центральная, д.32
Телефон: 8(83538) 2-46-12
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика