Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача сачĕ - ял управçи

27 сентября 2019 г.

Сентябрь уйăхĕ юлашки кунĕсенче сар хĕвелпе савăнтармарĕ пулин те çанталăк майĕпе усă курса Кивĕ Ахпỹртри ача садне çỹрекенсем урама уçăлма тухрĕç. Ирĕк-çке кунта. Тĕрлĕ вăйă выляма пулать. Ярăнчăксем те пур. Пĕр çуртра çитĕнекен аппăшĕ-йăмăкĕ, пиччĕшшĕ -шăллĕ е пĕр тăвансем пĕр ушкăна явăçса хутшăнма пултараççĕ. Килĕрен икшерĕн ача садне килекенсем те пур. Кирилловсен Дашăпа Ксюша, Белковсен Кирилпа Тимоша, Кошкинсен Богданпа Тимур, Журавлевсен Лизăпа София тата ыттисем те.

Икĕ ушкăна çỹреççĕ ачасем садике. Вĕсемпе пĕрремĕш категориллĕ специалистсем ĕçлеççĕ. Пурин те ĕç стажĕ самаях. В.Табаковăпа Е. Мулюкова воспитательницăсем садик уçăлнăранпах çакăнта вăй хураççĕ. И. Думилина та темиçе выпуск та кăларчĕ.

Ачасемпе тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ вĕсем. Халĕ кĕр уявне хатĕрленеççĕ. Аслă ушкăна çỹрекенсемпе "Çилтĕрккепе вĕлтĕркке" юмах лартасшăн. Ташăсем, юрăсем, сăвăсем вĕренеççĕ. Конкурссене ашшĕ- амăшне те явăçтарасшăн.

- Календарьпе çыхăннă чылай уява палăртмасăр иртместпĕр эпир. Кун хыççăн Аннесен кунне хатĕрленме пуçăнатпăр. Çĕнĕ çул, Сурхури, Çĕршыв хỹтĕлевçисен кунĕ, Мартăн 8-мĕшĕ, Çăварни... Хăш-пĕр йăла-йĕркене ăруран-ăрăва куçарса пыма тăрăшатпăр. Мероприятисене ашшĕ-амăшĕ те хутшăнать. И. Осипова, А. Иванова, И. Егорова, К. Мартышкина тата ыттисем те хастар. Ачисене тĕрлĕ алă ĕçĕсем тума та пулăшаççĕ. Пĕр-пĕр уяв валли тумсем хатĕрлесе параççĕ, - тет хăйсен ĕçĕпе паллаштарса Ирина Николаевна.

Кадрсен улшăнăвĕ çук садикре. Т. Рыбкинăпа В. Салмина воспитатель пулăшуçисем кунта учреждени хута кайнăранпах тăрăшаççĕ. Ачасен психологине пĕлни вĕсене те ĕçре нумай пулăшать.

Маларах садикре 3 ушкăн та пулнă. Демографи лару-тăрăвĕ улшăнни икĕ ушкăн çине куçма хистенĕ. Ялта ача сачĕ пурришĕн вара хĕпĕртемеллипех хĕпĕртеççĕ. Ăна ял управçипе танлаштараççĕ.

- Софья хĕрĕмĕр маларахах садике çỹреме тытăннăччĕ. Кăçал Матвей та унта кайрĕ. Воспитательсем кăмăллă пулни çитĕнекен ăрăва кунта часах хăнăхма май пачĕ. Ялта çакнашкал хăтлă садик пурришĕн савăнатпăр, - тет М. Малышкина.

Ачасене ирпе садике кĕнĕ чухне М. Табакова медицина сестри те пăхса илет. Çула май ашшĕ-амăшне çитĕнекен ăрăва сывă та тĕреклĕ пăхса ỹстерес ĕçри кирлĕ сĕнỹсене парать.

Садикре ачасене тĕрлĕ енлĕ çитĕнтерме тăрăшаççĕ. Музыка занятийĕсене С. Сурков ирттерет. Ушкăнпа район шайĕнчи "Ташăсен тĕнчинче" конкурса, гимнастика фестивальне, ытти мероприятисене хутшăнни те ачасем аталанса ỹснине çирĕплетет.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика