БОЛЬШЕАТМЕНСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ КРАСНОЧЕТАЙСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фермерсем "Кĕр парни-2019" ярмăрккăна хутшăнаççĕ

25 сентября 2019 г.

 Сентябрĕн 7-мĕшĕнче республикăри хуласенче йăлана кĕнĕ "Кĕр парни" ярмăрккăсем уçăлнă. "Кĕр парни-2019" уйăхлăхăн тĕп тĕллевĕ - хулара пурăнакансене пахалăхлă ялхуçалăх продукцийĕпе тата вăрлăхпа тивĕçтересси, вырăнти тавар туса илекенсене хăйсен продукцине сутма условисем туса парасси.

Асăннă уйăхлăха пирĕн районти фермерсемпе пысăк хушма хуçалăх тытакансем те хутшăнаççĕ. Акă, Шупашкарта сентябрĕн 14-15-мĕшĕсенче иртнĕ ярмăрккăна "Красночетайский мед" ялхуçалăх кооперативĕ хутшăннă. Унăн ертỹçи Светлана Николаевна Ильина (сăнỹкерчĕкре) туянакансене пыл тата унтан туса илнĕ продукци сĕннĕ.

Теплицăра тĕрлĕ пахча çимĕç, ỹсен-тăран туса илес енĕпе тимлекен Виталий Юрьевич Соловьев фермер вара Çĕмĕрле хулинче иртнĕ "Кĕр парни-2019" ярмăрккăна хутшăннă.

Палăртмалла, ярмăрккăна хутшăнакансене шăматкун тата вырсарникун суту-илỹ вырăнĕсемпе тỹлевсĕр тивĕçтереççĕ. Çавăн пекех вĕсен хăйсен таварне машинăран сутма та ирĕк пур.

"Кĕр парни-2019" ярмăрккă республикăра октябрĕн 6-мĕшĕччен пырать. 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика