Татарско-Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем старта тăчĕç

24 сентября 2019 г.

Сентябрĕн 21-мĕшĕнче Раççейре, Чăваш Енре, çав шутра пирĕн районта та "Наци кросĕ-2019" чупу иртрĕ. Кĕрхи спорт уявĕн географийĕ те анлă, унта хутшăнакансен йышĕ те пысăк. 16-мĕш хут иртекен мероприятие кăçал та пур ял тăрăхĕнче те кăмăлтан явăçрĕç.

Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта иртекен чупăва уçма район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Лидия Борисова, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК директорĕ Алексей Краснов хутшăнчĕç.

Спорта юратакансем 7 ỹсĕм çулĕнчи 3 дистанцире- 1-2, 3-4, 5-7 классенче вĕренекен хĕр ачасемпе арçын ачасем, 40 çултан иртнĕ хĕрарăмсемпе 45-рен аслăрах арçынсем 400 метрлă, 8-9 классене çỹрекенсем -800, 10-11 классенчи каччăсемпе хĕрсем тата 1996 çулсенче çуралнисемпе вĕсенчен аслăраххисем 1000 метрлă- ăмăртрĕç. Старта чи малтан VIР чупăва хутшăнакансем тăчĕç.

Кашни ỹсĕм çулĕнчи çĕнтерỹçĕ диплома тата медале тивĕçрĕ.

Çак кунах стадионта Чăваш Енри Пенси фончĕн ĕçченĕсен ХIII физкультурăпа спорт спартакиади иртрĕ.

Çавăн пекех Чăваш Ен Пуçлăхĕн 2014 çулхи хушăвĕпе кашни уйăхра сывлăхпа спорт кунĕ йĕркелеççĕ. Шăпах "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн икĕ бассейнĕнче, тренажер залĕнче тỹлевсĕр сывлăха çирĕплетме те май пулчĕ.

х х х Нăрваш Шăхаль.

"Наци кросĕ" чупăва шкулта вĕренекенсем, педагогсем, администраци, культура, библиотека ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Старта тăракансене ăмăртусен тĕп судйи Владислав Бородкин, шкул директорĕ Татьяна Калашникова, ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ Надежда Михайлова саламларĕç.

Ачасем те, аслисем те пухăннă стадиона. Пĕрисем чупрĕç, теприсем вĕсене хавхалантарчĕç. Пуçласа старта кĕçĕн классенче вĕренекенсем тăчĕç. Унтан ыттисем.

Тутар Сăкăт.

Вăтам шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем те "Наци кросĕнчен" айккинче юлмарĕç. Чупăва тĕрлĕ ỹсĕмри 200 ытла çын явăçрĕ.

Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене ял тăрăх администрацийĕн специалисчĕ Р. Сабитова, шкул директорĕ Г. Сабитова саламларĕç. Кашнийĕ ỹсĕм çулне кура старта тăчĕ. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем ял тăрăх администрацийĕн грамотисемпе парнисене тивĕçрĕç.

Пăлапуç Пашьел.

"Наци кроссĕ-2019" чупăва хутшăнакансене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Никитин, шкул директорĕ С. Ма- тюшкин, физкультура учителĕ А. Клементьев ăнăçусем сунчĕç.

Кĕçĕн, вăтам тата аслă классенче вĕренекенсем дистанцие вĕçленĕ хыççăн VIР чупу пулчĕ. Чи интересли вара аслисен теме пулать. Унта пурте хутшăнчĕç: вĕрентекенсем, тренерсем... Хавхалантаракансем пĕр самантлăха та шăп тăмарĕç.

Ачасем хушшинче Д. Выросов, Е. Шайманов, А. Герасимов, А. Шайманов, Н. Васильев çĕнтерчĕç.

Ăмăртăва хутшăнакансем кайран пурте вĕри чейпе сăйланчĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429357 Чувашская Республика Батыревский район д.Татарские Сугуты, ул.Школьная,д.21
Телефон: 8(83532) 69-3-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика