Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çивĕч кĕрешỹре иртрĕ

21 июня 2019 г.

Республикăра пурăнакансен сывлăхне çирĕплетес тата пушă вăхăта усăллă ирттерес тĕлĕшпе ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев ЧР Канашне янă Çырура нумай ĕçсем тунине тата пурнăçламаллине палăртса хăварнăччĕ. Вăл физкультурăпа спорт валли вăхăт уйăрасси кашни çемьешĕн, çыншăн пурнăç йĕрки пулса тăмалла, — тенĕ. Хамăр район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Кузнецов та спорта аталантарас енĕпе ырă сĕнỹсем пани ăна юратакансене савăнтарать. Алманч ял тăрăхĕнче те спортпа туслашнă çамрăксем сахалах мар. Акă, июнĕн 15-мĕшĕнче, шăпах Çимĕк кунĕ, Алманч стадионĕнче Спорт уявне ирттерчĕç. Туçи Чуракасси ялĕнче ачалăх вăхăчĕсене ирттернĕ, халĕ Мускавра тĕпленсе пурăнакан Виталий Николаевич Голев пуçарăвĕпе Туçи Чуракасси ялĕн кубокне çĕнсе илессишĕн мини-футбол турнирĕ иртрĕ. Кунта юнашар ялсенчи 5 команда: Алманч, Туçи Чуракасси, Шывпуç Чуракасси, Вăрманкас Алманч тата Еншик Чуллă спортсменĕсем хутшăнчĕç. Стадион масарпа юнашар пулнăран Çимĕке пынă халăх та çивĕч кĕрешĕве курма йышлăн пухăнчĕ. Спорт уявне Алманч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Долгов уçрĕ, пухăннисене ăшшăн саламларĕ, спортсменсене çитĕнỹ, пĕр-пĕрне кỹрентермесĕр, амантмасăр выляма ăнăçусем сунчĕ, ку турнира йĕркелесе ярса спонсорла пысăк пулăшу панăшăн Мускав хăнине, хамăр ентеше Тав сăмахĕсем каларĕ. Виталий Николаевич вара çĕнтерỹçĕ-командăна — хаклă парне — шантарчĕ. Вăйăсем интереслĕ те çивĕч кĕрешỹре иртрĕç. Курма пынă спорта юратакансем вĕсене хавхалантарса тăчĕç. Еншик Чуллă команди пĕр вăйăра та выляса ямасăр 1-мĕш вырăна тухрĕ, тĕп приз — така, Туçи Чуракассин куçса çỹрекен Кубокне çĕнсе илчĕ, командăри футболистсене ылтăн медальсемпе наградăларĕç. Иккĕмĕш вырăнта Туçи Чуракассисем, вĕсен — кĕмĕл медаль. Виççĕмĕш вырăна Алманч команди йышăнчĕ, вĕсем пăхăр медальсене тивĕçрĕç. Хапхана хỹтĕлекенсенчен чи маттури Еншик Чуллă командинчи Алексей Тихонов, тапăнса вылякансенчен Туçи Чуракасси командинчи Артем Петров пулчĕç. Вĕсене хаклă сувенирсемпе чысларĕç. Виталий Николаевич турнира хутшăннă пур спортсмена та “Чувашия, турнир по мини-футболу на кубок деревни Тузи-Чурино” тесе çырнă футболкăсем парнелерĕ. Кунсăр пуçне вăл çывăх тусĕсене, пĕрле вĕреннĕ юлташĕсене, тăванĕсене те парнесемсĕр хăвармарĕ. Вĕсене те футболкăсем пачĕ. Ача-пăча валли пылак шывсем пулчĕç. Юлашкинчен кире пуканĕ йăтассипе тупăшрĕç. Пĕр пăт таякан кире пуканне хăрах алăпа хул пуççи çинчен тĕртес енĕпе чылайăн тупăшрĕç. Алексей Сергеев (Алманч) 81 хутчен тĕртсе ылтăн медаль тата сувенир çĕнсе илчĕ. Виталий Голев (спонсор) 80 хутчен тĕртрĕ, кĕмĕл медале тивĕçрĕ. Тимофей Петров (Туçи Чуракасси) 76 хутчен тĕртрĕ, пăхăр медаль илчĕ. Икĕ пăт пуканне йăтассипе Виталий Голева çитекенни пулмарĕ. Вăл хăрах алăпа хул пуççи çинчен 25 хутчен тĕртрĕ, ылтăн медальлĕ пулчĕ. 2-мĕш вырăнта — Александр Мефодьев (Туçи Чуракасси), 3-мĕшĕнче — Алексей Сергеев (Алманч). Вĕсене те кĕмĕл тата пăхăр медаль парса чысларĕç. Спорт уявне ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Долгов тата Алманч вăтам шкулĕнчи физкультура учителĕ Л. Петров йĕркелесе пычĕç. Хальлĕхе ку пуçласа 1-мĕш мероприяти пулса иртрĕ. Турнира хутшăннă спортсменсем те, курма пынисем те ырă пуçарушăн В.Н. Голева тав сăмахĕсем каларĕç, килĕсене савăнăçлă кăмăл-туйăмпа саланчĕç. Алманчсем çулсеренех мини-футбол турнирĕ ирттерме йышăнчĕç, вăл кăçалхи пекех Çимĕк кунĕ иртрĕ. Ку турнира Алманч ял тăрăхне кĕрекен ялсенчи командăсене çеç хутшăнтарасшăнччĕ. Еншик Чуллăсем уява килнĕ те вĕсене чару пулмарĕ. Кỹршĕсене кỹрентерес темерĕç пулмалла.

А. Николаев.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика