Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 60 çул пĕрле, алла-аллăн

28 июня 2019 г.

60 çул пĕрле, алла-аллăн

Иртнĕ канмалли кунсенче район администрацийĕн ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем Алманч ял тăрăхне кĕрекен Туçи Чуракассинчи Петр Николаевичпа Мария Даниловна Николаевсене бриллиант туйпа саламларĕç. Çак мăшăр ку тăрăхра ырă ят çĕнсе илнĕ, вĕсем 60 çул пĕр-пĕрне юратса хисеплесе, килĕштерсе, алла-аллăн тытăнса пурнăç çулĕпе утаççĕ. Çак уяв Çемье, юрату тата шанчăк кунĕ умĕн пулчĕ. Николаевсене сывлăхпа ăраскал сунатпăр. 60 çул пĕрле. Нумай-и вăл е сахал? Çакна мăшăрсем хăйсем аван пĕлеççĕ пулас. Петр Николаевичпа Мария Даниловна пирвайхи хут Алманч ярмăрккинче тĕл пулнă. Пĕрре курсах пĕр-пĕрне килĕштерсе пăрахнă пулас Туçи Чуракассинчи 24-ри яшпа Мамçа ялĕн-чи 18-ти хĕр. Çамрăксен чĕрисенче кăмăл туртăмĕ, килĕшỹлĕх палăрнă, каярах паллашу таса юратăва куçнă. Пĕр тапхăртан шавлă туй туса ирттернĕ, Туçи Чуракассинче çĕнĕ çемье çуралнă. Кĕçех кил-çурт çавăрнă. Çак мăшăр 4 ача çуратса, воспитани парса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă, пирĕн обществăна тивĕçлĕ, чăн-чăн граждансем парнеленĕ. Халĕ 5 мăнук, кĕçĕн 6 мăнук вĕсен. Николаевсем кун-çулĕн пысăк пайне тăван "Гигант" хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ. Петр Николаевич ĕç биографине кладовщикран пуçланă, каярах стро-ительство бригадин бригадирĕнче тимленĕ, вырăнти ферма заведующийĕнче тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă. Мария Даниловна вара ĕмĕрне Туçи Чуракассинчи сысна фермине панă, сыснасем пăхнă. Вăл чыслă ĕçшĕн Мускаври Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкине хутшăнма тивĕç пулнă, унтан призлă вырăн илсе таврăннă. Фермăра вăй хунă пулсан та, ял çыннисемпе пĕрле çĕр улмипе выльăх кăшманĕн анисем илмесĕр нихăш çул та юлман. Юратнă ĕçĕнче тупнă ăраскалшăнах вĕсем ватлăхра "Ĕç ветеранĕ" медале тивĕçнĕ. Паян та стройра ветерансем: хăйсен çулне пăхмасăр килти хуçалăха тытса пыраççĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхаççĕ, хурт-хăмăр тытаççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, ачисене пулăшаççĕ. Çавăнпа вĕсен сĕтелĕнчен ашĕ-пăшĕ те, пылĕ те татăлмасть. Юбилярсем çакна пытармаççĕ: мĕн пур ĕçе вĕсем пĕрле пурнăçлаççĕ. Кил хуçи арçынĕн кирек епле ĕç патне те алли ларать, тимĕр-тăмăрпа ĕçлеме юратать вăл. Çав паллă кун юбилярсене район администрацийĕн ЗАГС пайĕн заведующийĕ Е. Павлова, Алманч ял тăрăхĕн эксперт специалисчĕ А. Григорьева, ачисем, кỹршĕсем, тăванĕсем ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕç. Бриллиант туй ячĕпе Николаевсене район администрацийĕн Тав çырăвне, асăнмалăх хаклă парне, медаль пачĕç. Çак уявра чăн-чăн туйри евĕрех пулчĕ: бокалсем шампань эрехпе тулчĕç, хăнасем "йỹçĕ" тесе кăшкăрчĕç, праçник сĕтелĕ тĕрлĕ çимĕçпе авăнчĕ, хăнасен саламлă сăмахĕсем янăрарĕç. Çемье телейĕн вăрттăнлăхне юбилярсем çапларах уçса пачĕç: çемье пурнăçĕ — пĕрлехи çăмăл мар ĕç, вăл нихăçан та яка пулмасть, юратăва сыхласа хăварма пĕлмелле, пĕр-пĕрне хисеплемелле. Сиенлĕ йăласенчен ялан аякра тăмалла. Уявра Алманчри кану çурчĕ çумĕнчи "Мерчен" фольклор ансамблĕ савăк юрăсем парнелерĕ. Кĕçех пурте чăваш ташшине тухрĕç...

Е. Леонтьева.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика