Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăри социаллă пĕлтерĕшлĕ проекта пурнăçласа. “Юратнă тăрăх Трак ен” проект: “Алманч тăрăхĕ”. Манăçмасть Алманч тăрăхĕ

02 июля 2019 г.

Республикăри социаллă пĕлтерĕшлĕ проекта пурнăçласа. “Юратнă тăрăх Трак ен” проект: “Алманч тăрăхĕ”. Манăçмасть Алманч тăрăхĕ

 Мĕнле пурăнать паян 9 яла — Алманча, Супара, Вăрманкаса, Нимĕчкассие, Туçи Чуракассие, Шывпуçа, Вăрманкаса, Çĕньяла — пĕрлештерекен Алманч ял тăрăхĕ? Апла пулсан вулаканпа пĕрле çула тухар. Алманч ялĕсен историйĕ Халĕ эпир пурăнакан вырăнсенче ĕлĕк-авал йĕри-тавраллах вăрман сарăлса выртнă. Пысăк вăрмансемех пулман-ха вĕсем. Хыр-чăрăш таврашĕ ỹсмен кунта, ытларах çулçăллă вăрмансем пулнă. Вăрман паллисем халĕ те пур кунти уйсенче. "Нимĕч çĕрĕ çинче, Уйкас Алманча каймалли çул хĕрринче, юман тункатасем чĕрĕк ĕмĕр каялла кăна çĕрсе пĕтрĕç, — тет мана РФ тата ЧР çырав-çисен канашĕсен, çапăçупа тинĕс çинчен çыракан писательсен Пĕтĕм тĕнчери ассоциацийĕн членĕ, паллă тавра пĕлỹçĕ, Ни-мĕчкассинче çуралса ỹснĕ, 87 çулпа пыракан Д. Александров. — Вунă юман пĕр йĕркепе ларса юлнă пулнă кунта. Нимĕч уйĕсенче — вун утăмра, Мачкара тăм пуссинче, Учукра, Мишер çырми, тăм пусси çырми леш енче, хăртнă пуссинче те пулнă вĕсем. Майĕпен хăрса, çĕрсе, ỹксе пычĕç. Хĕрлĕ çыр çырмин çỹлти пуçĕнче, эпĕ астăвасса, вăрман улмуççийĕ пурччĕ. Ун пек улмуççи Йỹçпуç çырмин вăрмана кĕмен çỹлти юппинче те ỹсетчĕ. Ял тавралли нумай çырмасенче хурăн çырли тĕмисем халĕ те сыхланса юлнă". Дмитрий Александровича итлеме питех те кăмăллă. "Чỹк çырми" тенĕрен çакă паллă — ку çырмара Нимĕч ялĕнче ĕлĕк пурăннă çынсен киремете чỹклемелли вырăнĕ пулнă. Чăваш çĕршывĕнчи нумай чăваш ялĕсем пекех Алманч тăрăхĕнчи ялсен те аталану çулĕ питĕ кăткăс пулнă. Уйрăмах "Алманч" сăмах мĕнле майпа, мĕнрен тухса кайни тарăн шухăшлаттарать. Ватă çынсем каланă тăрăх, "Алманч" _ çын ячĕ. Теприсем çапла каланине илтме пулать: монгол чĕлхинчи "алман", "албан" сăмахсем пур, "алманчă" сăмах çакăнтан тухнă-мĕн. "Алман" сăмах чăвашла "хырçă", "куланай" сăмахсене пĕлтерет иккен. Апла-и, капла-и, ман шутпа, "Алманч" чăваш ячĕллĕ çын пулнă. "Алманч" ячĕпе тăракан виçĕ ялĕ те — Уйкас, Нимĕч, Вăрманкас Алманч ятлă çын йăхĕнчи çынсем пуçарнипе, ытти йăхсенчи чăвашсене пĕрле пуçтарса, чăмăртаса, йĕркелесе янă ялсем. Алманч тăрăхĕпе юнашар Чуракасси тăрăхĕ вырнаçнă. 4 Чуракасси кунта: Шывпуç, Вăрманкас, Çĕньял тата Туçи. Ку ялсем те Алманч пекех, пĕчĕккĕн пуçтарăнса, пĕр-пĕринчен уйрăлса тухса чăмăртаннăскерсем. Туçи Чуракасси, чăнах та, ту çинче вырнаçнă. Ытти ялсенчен тинкерсен, вăл, чăнах та, ту çине хăпарса вырнаçса ларни куç кĕретех. Алманч тăрăхĕнчи ялсем ХIХ ĕмĕр вĕçĕнче Етĕрне уесĕнчи Упи вулăсне кĕнĕ. Алманч сали чи пысăкки шутланнă. Çавна май ăна 1875 çулхи архив-ри документсем тăрăх, пысăк ялсен шутне кĕртнĕ.

Чиркỹ шăпи

Чăваш çĕрĕсем вырăс патшалăхне куçнă хыççăнах вырăссем вырăс мар халăхсене ирĕксĕрлесех Христос тĕнне йышăнтарма пуçланă, мĕншĕн тесен нихăш халăх та ку ют тĕне йышăнасшăн пулман. Мĕн тума кирлĕ пулнă-ха вырăс мар халăхсене Христос тĕнне ĕнентерме? Кирлĕ пулнă ĕнтĕ, мĕншĕн тесен çакă вăл патша правительствине вăл вăхăтри халăха çылăхпа хăратса крепостла йĕркене çирĕплетме пулăшнă. Сахалтан та вунă çул тăрăшнă хыççăн патша правительстви вак халăхсене Христос тĕнне йышăнтарнă-йышăнтарнах. Чăваш çĕрĕ çинче çак тĕллевпех чиркỹсем лартассине те анлăн сарса янă. Историре çырнă тăрăх, 1760 çул тĕлнелле Чăваш çĕршывĕнче 100-е яхăн чиркỹ туса лартнă та ĕнтĕ, вĕсенче чăваш прихучĕсем туса хунă. ХIХ ĕмĕрĕн çурри тĕлне вара чиркỹсен хисепĕ 150-а çитнĕ. Вĕсене пачăшкăсем, тиякăнсемпе тиечуксем, пономарьсем килсе тулнă. Чиркỹсем чылай пулнă таврара: Упире, Именкассинче, Кĕçĕн Шетмĕре, Мăн Шетмĕре, Еншик Чуллăра, Карайра, Писĕп Енĕшре. Уйкас Алманчра та икĕ йỹплĕ (куполлă) пысăк чиркỹ купаласа лартнă. Ăна купалама кирпĕчне вырăнтах, Уйкас ялĕнчен инçех мар, мур карти пулнă вырăнта çапнă. Унтах кирпĕчне хĕртсе хытарнă. Кирпĕч чиркỹ лартиччен Уйкас Алманчра чиркỹ ĕçленĕ. Вăл вара йывăçран пураласа тунăскер кăна пулнă. Ялсенче чиркỹсем лартни хура халăхшăн усси пулман мар-ха ĕнтĕ. Уйрăмах çакна палăртмалла: чиркỹллĕ ялсенче прихут шкулĕсем уçни чăвашсемшĕн пăсăк япала пулман. Мĕншĕн тесен чиркỹсем лартиччен ялсенче нимĕнле шкулсем те пулман. Çавна пула халăх хутла пачах та пĕлмен. Алманч чиркĕвĕ çумĕнче те 1860 çулта прихут шкулĕ уçăлнă. Шкул çурчĕ чиркĕ-ве хирĕçех ларнă. Ăна 1935-1937 çулсенче пăснă. Уйкас Алманчра чиркỹ лартнă хыççăн чиркỹпе юнашар лаптăкра пасар йĕркеленсе кайнă. Вăл паянхи кунчченех "Алмач пуххи-ярмаркки" ятпа сыхланса юлнă. Паян Алманчра Святой Троица ячĕпе çĕнĕ чиркỹ çĕкленет.

Шывпуçсен мухтавĕ

(Шывпуçсем поэт-фронтовикăн В.Н. Васькинăн ятне, унăн паттăрлă-хĕпе пултарулăхне яланах чĕрере упраççĕ). Василий Никитич Никитин (Васькин) 1917 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче хамăр районти Шывпуç ялĕн-чи хресчен çемйинче çуралнă. 1931 çулта Эн-триелĕнчи (Канаш районĕ) колхоз çамрăкĕсен шку-лĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă. Çав çулах Улатăрти педагогика техникумне вĕренме кĕнĕ. Унтан 1934 çулта вĕренсе тухсан, пĕр çул Шывпуçĕнчи çичĕ çул вĕренмелли кĕçĕн вăтам шкулта учитель пулса ĕçленĕ. 1935_1941 çулсенче Ямашри вăтам шкулта (Канаш районĕ) чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. 1939-1941 çулсенче Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче чĕлхепе литература факультетĕнче куçăн майпа вĕреннĕ. Чĕрĕк ĕмĕр хушшинче вăл чăваш поэзийĕнче, метеор пек çуталса, паллă йĕр хăварма пултарнă. Ăна пиччĕшĕ — Мирон Никитич Никитин (вăл 1949 çулта Ленин орденне тивĕçнĕ) ачаран литературăна, тăван чĕлхене юратма вĕрентнĕ, сăвăсем çырма хăнăхтарнă. Çамрăк сăвăç районпа республика пичет хатĕрĕсемпе тачă çыхăну тытнă, хайлавĕсене "Çамрăк большевик", "Пионер сасси" хаçатсенче, "Хатĕр пул" журналта тата ытти кăларăмсенче те пичетленĕ. Вĕсем Чăваш радио передачисенче те янăранă. 1939 çулта В. Васькин чăваш совет поэзине ни-кĕсленĕ Çеçпĕл Мишшипе уйрăмах хытă интересленнĕ. Сăлтавĕ те пулман мар. Кăвар чĕреллĕ поэтăн амăшĕ Агафия Николаевна Кузьмина Шывпуçĕнче çуралса ỹснĕ-çке. Кайран вара Канаш районĕнчи Касакассине качча тухнă, кунта чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлне пурнăç парнеленĕ. В. Васькин çамрăклăх çулĕсенче хамăр тепĕр ентешпе, "Сунтал" журналăн яваплă секретарĕпе Н. Янкаспа тачă çыхăну тытнă. Вĕсем пĕр-пĕрне аван пĕлнĕ, палланă, çырусем çỹретнĕ. В. Васькинăн чи йышлă сăввисем — çарпа патрио-тизм темипе çырнисем. Сăвăç, пĕтĕм совет халăхĕ пекех, çар, çĕршыв сыхлăхĕ, хỹтлĕхĕ, унăн хăвачĕ пулнине лайăх пĕлнĕ, ăнланнă, çавăнпа пултарулăхне те ăна халалламасăр тăма пултарайман. Хăйсем тĕллĕнех, хăватлă çăл куç шывĕ евĕр, тапса, шăранса тухнă унăн чĕри витĕр манăçми хăватлă йĕрсем. Вĕсем "Тăван çĕр-шыва", "Физкультмарш", "Краснофлотец юрри", "Василий Баранов", "Партизан масарĕ", "Партизанла сăпка юрри", "Танкистсем", "Поход юрри", "Сывлăх юрри", "Политрук", ытти сăвăсенче аван палăраççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, кăвар чĕреллĕ сăвăç хăй ирĕкĕпе фронта тухса каять. 100-мĕш стрелковăй дивизири 355-мĕш полкри 1-мĕш батальонри 1-мĕш рота боецĕ пулса тăшманпа çапăçать, темиçе хут та хаяр çапăçусене хутшăнать. Çапăçура пысăк çи-тĕнỹсем тунăшăн оборона халăх комиссарĕн 1941 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнчи приказĕпе 100-мĕш стрелковăй дивизине 1-мĕш гвардейски дивизи ятне панă. Çакăн çинчен В. Васькин 1941 çулхи сентябрĕн 12-мĕшĕнче Ельня хули çывăхĕнчи çапăçу хыççăн çырнă çырăвĕнче асăннă. 1942 çулхи çулла Украинăри Конотоп çывăхĕнчи хаяр çапăçура В. Васькин паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă. Манмаççĕ пирĕн ентеше. Ăна 1962 çулхи май уйăхĕнче СССР Писательсен Союзĕн членне илнĕ. Унăн тĕрлĕ çулсенче çырнă сăввисене пухса 1961 çулта "Сăвăсем" ятпа пичетлесе кăларнă. 1980 çулта "Юлашки юн тумламĕччен" ятлă кĕнеке пичетрен тухнă. Унта В. Васькинăн 27 сăвви кĕнĕ. Çывăх тăванĕ В. Никитин тăрăшнипе 2002 çулта поэтăн хайлавĕсен "Çамрăклăх кĕвви" кĕнеки пичетленнĕ. 2006 çулта вара Валериан Мироновичăн "Наша родословная" кĕнеки çапăнса тухнă. Унта В. Васькинăн пултарулăхĕпе тăванĕсем çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă.

Вĕрентỹ

Алманч тăрăхĕ те çĕнĕ пурнăç тума кар! тăнă. Вырăнта йĕркеленĕ ял Совечĕ тăрăшнипе 1936 çулта ялсенче хут пĕлменлĕхе пĕтерме "ликбез" шкулĕсем уçнă. Унччен Алманч тăрăхĕнче чиркỹ прихучĕн тăватă çул вĕренмелли шкулĕ çеç пулнă. Çирĕммĕш çулсем иртнĕ хыççăн Нимĕч Алманчра тăватă çул вĕренмелли шкул уçăлнă. 1925 çулта Мăн Çавал çинчи шыв арманĕн хуçин — Макçăмăн пурăнмалли çуртне пăсса хăпарсан Нимĕч Алманчра шкул çурчĕ тунă. 1937-1938 çулсенче "Родина" колхоз пулăшнипе çĕнĕ шкул çурчĕ туса лартнă. 1971 çулта Нимĕчкассинчи пуçламăш шкула хупнă. Алманчри шкулта ку вăхăталла тăватă çул вĕренмелли шкул çеç пулнă. Халĕ унта ĕлĕкхи чиркỹ прихучĕн шкулĕнчи пек тĕн служащийĕсем мар, çĕнĕ, халăх учителĕсем вĕрентнĕ. 1952 çулта Алманчри тата Туçи Чуракассинчи шкулсене пĕрлештернĕ, 7 çул вĕренмелли шкул туса хунă. 1960 çулта вара 8 çул вĕренмелли шкул статусне панă. Тепĕр икĕ çултан, 1962 çулта, вăтам шкул уçнă, 11 çул вĕренмелле пулнă унта. Çапла вара 1965 çулта Алманчри вăтам шкулăн пĕрремĕш кăларăмĕ пулнă. Супарта тата Шывпу-çĕнче 8 çул вĕренмелли шкулсем ĕçленĕ.

Хуçалăхсен историйĕ

1950 çулччен Алманч ялĕсем уйрăм колхозпа ĕçлесе пынă. Малтанхи пекех Алманчра "12 лет Октября", Нимĕчкассинче "Родина" , Вăрманкасра "Сила" колхозсем пулнă. Вĕсене И. Краснов, Е. Яковлев, А. Павлов ерт-се пынă. Ун хыççăн колхозсене пысăклатнă. Алманчсемпе нимĕчкассисем çумне Шăхасан районне кĕнĕ туçичуракассисен "Правди" пĕрлешнĕ. Виçĕ хуçалăха "Гигант" ят панă. Председательне Г. Емельянова (Туçи Чуракасси) суйланă. Вăрманкассен "Сила" колхозĕ Супарсен "Партизанĕпе" пĕрлешнĕ. Пĕрлешỹллĕ "Партизанра" А. Павлов ĕçлеме пуçланă. 1960 çулта "Гигант" татах пысăкланнă. Вăл 9 яла _ Алманчпа Нимĕчкассине, Вăрманкаспа Туçи Чуракассине, Шывпуç, Вăрманкас, Халайпуç, Çĕньял, Чуракассипе Супара пĕрлештерсе тăнă. Ку вăхăтра колхоз председателĕнче Л.В. Васильев (Янмурçин) ĕçленĕ. 1964 çулта тăватă Чуракасси: Шывпуç, Вăрманкас Халайпуç, Çĕньял ялĕ-сем çĕнĕ колхоз йĕркеленĕ, ăна "Восток" ят панă. Председателĕ — Г. Яковлев. Паян "Восток" ятлă хуçалăх çук. Кунти çĕрсене В. Тимофеев хресченпе фермер хуçалăхĕ акса-лартса тăвать. 1965 çултан "Гиганта" К. Степанов Г. Аврамов, Д. Петров, С. Молотков, ыттисем ертсе пынă. Паян хуçалăх пуçĕнче Д. Жучковпа В. Харитонов тăраççĕ.

Алманч тăрăхĕнчи паллă çынсем

С.С. Спиридонов — философи наукисен докторĕ, профессор.

И.С. Семенов — техника наукисен докторĕ.

Р.О. Осипов ЧР çут ĕç комиссарĕ пулнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, майор, полк комиссарĕ.

А.В. Хрусталев — ЧР çут ĕç комиссарĕн çумĕ, И. Яковлев ячĕллĕ ЧППИн ректорĕ, полковник. А.Ф. Федоров Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче танк дивизийĕн командирĕ, полковник.

И.Д. Дмитриев — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, чукун çул çарĕсен полковникĕ.

И.П. Петров Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, полковник.

А.В. Емельянова СССР Аслă канашĕн депутачĕ пулнă.

В.Ю. Михайлов РСФСР Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă. К.В. Владимиров — ЧР тава тивĕçлĕ ỹнерçи.

И.Л. Лаврентьев — ЧР Шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕ, милици полковникĕ.

В.Д. Данилов — милици полковникĕ.

Г.А. Киров — ЧР шалти ĕçсен министрĕн çумĕ, милици полковникĕ.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика