Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шывпуçсем — ял уявĕнче

05 июля 2019 г.

Шывпуçсем — ял уявĕнче

Йăлана кĕнĕ йĕркепе, çулталăкра пĕр хутчен (çĕртме уйăхĕн юлашки шăматкунĕнче), Алманч ял тăрăхне кĕрекен Шывпуç ялĕнче пурăнакансем ял кунне пухăнаççĕ. Тĕп уяв ял-йыша, хăнасене, кунта çуралса ỹснĕ, халĕ аякра тĕпленнисене, уявăн хисеплĕ çыннисене хапăл тăвать. Праçник çулленех хаваслă та савăнăçлă, сулмаклă иртет. Вăл кăçал та çаплах пулчĕ. Çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнчи уявăн программи тулли те пуян пулчĕ. Праçнике килнисене, хăнасене Шывпуçĕнчи кану çурчĕн артисчĕсем, чăваш эстрада çăлтăрĕсем — Андрей Думилинпа Николай Ключников, “Хавас” эстрада ушкăнĕ ырă, çĕкленỹллĕ кăмăл парнелерĕç. Асăннă ушкăнти Светлана Карсакова, Ирина Степанова тата Людмила Казакова чăваш тата вырăс юррисене питех те çепĕç шăрантарчĕç. Куракансем вĕсене питех те ăшшăн йышăнчĕç, артистсемпе пĕрле юрларĕç. Николай Ключников хут купăсне тăсса ярсан мĕн пур халăх ташша тухрĕ. Шывпуç ялĕн уявне килнисене тутлă шỹрпепе сăйларĕç. Ăна ял активисчĕсем пĕçерсе хатĕрленĕ. Уявра ача-пăча чылай пулни ăна татах та илемлетрĕ. Спорта юратакансем тĕрлĕ ăмăртусенче вăй виçрĕç, футболла вылярĕç. Каç кỹлĕм яш-кĕрĕм дискотекăра ташласа савăнчĕ. Юлашкинчен уяв салючĕ пулчĕ.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика