Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хура тинĕс флотĕнче ирттернĕ кунсем манăçми

26 июля 2019 г.

Хура тинĕс флотĕнче ирттернĕ кунсем манăçми

Çулленех эпир сирĕнпе утă уйăхĕн вĕçĕнче Раççейри Тинĕс-çар флочĕн кунне паллă тăватпăр. Тинĕс-çар флочĕпе манăн кун-çулăн пĕр пайĕ çыхăннă. Эпĕ 1951-1956 çулсенче Хура тинĕс флотĕнчи “Михаил Кутузов” крейсер çинче çар хĕсметĕнче тăтăм, çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе пурнăçларăм. Çав кунсем паян та асăмран тухмаççĕ. Раççей Тинĕс-çар флочĕн историйĕ I Петĕр патшапа çыхăннă. Вăл яш чухнех çар вăййисем йĕркелесе ирттерме пултарнă. Санкт-Петербургра Адмиралтейство уçнă. Кунта сенат ĕçленĕ. I Петĕр патша ытти çĕршывсене кайса курса вĕсенче чылай ыррине вĕреннĕ. Каярах ăна шаутбенахт (адмирал званийĕпе танлашать) звани панă. Вăл вăхăтсенелле шведсем Раççее пусмăрлама тытăннă. I Петĕр патша вĕсене Гангут ятлă вырăнта çĕмĕрсе тăкнă. Раççейре йывăçран ăсталанă карапсене тимĕрлеме материал кирлĕ пулнă. Çакăнта Липецк хулинче туса хатĕрленĕ тимĕрпе усă курнă. Халĕ кунта Новолипецкри металлурги комбиначĕ ĕçлет. Раççейре 1914 çулта 4 линкор туса пĕтернĕ: “Гангут”, “Полтава”, “Петропавловск” тата “Севастополь”. Манăн çарти пурнăç Севастополь хулипе çыхăнчĕ. Çавăнпа эпĕ ăна япăх мар пĕлетĕп. Вăл — çĕршывăн тинĕсри мухтавĕн хули. 1784 çултанпа паттăрлăх енĕпе палăрса тăрать. Çак мухтавлă хулан пĕтĕм историйĕ Хура тинĕс флотне туса хунипе тата унăн аталанăвĕпе çыхăннă. Севастопольти кăвак бухтăсенчен ĕнтĕ Раççейĕн çар карапĕсем вăл вăхăтри чапа тухнă флотоводец — Ф.Ф. Ушаков адмирал (1744-1817 ç.ç.) ертсе пынипе аякри тинĕс похочĕсене, вăрçа тухса кайнă. 1799 çулхи февраль уйăхĕнче Ф.Ф. Ушаков ертсе пынă Хура тинĕс флочĕн эскадри Эгей тинĕсĕнче французсен Корфу утравĕ çинчи крепоçне туртса илсе пысăк çитĕнỹ тунă. Анчах çак çапăçун хальхи вăхăтченех сыхланса юлнă паллисем çинчен ку таранччен никам та пĕлмен. Астăватăп: Раççей флочĕн 300 çулхи юбилейĕ умĕн ку утрав çине телевиденипе паракан “Çул çỹревçĕсен клубĕн” журналисчĕсем ятарласах кайса килнĕ. Унта чылай çỹренĕ хыççăн вĕсем вырăссен йĕтрепе перекен тинĕс туппине тупнă. Тупă çинче Раççей гербĕ _ икĕ пуçлă ăмăрткайăк та пур иккен. Ушаков адмирал утрав çине антарнă тинĕс десанчĕпе пĕрле юлнă ĕнтĕ. Сăмах май каласан, Корфу утравĕ çинче тупăннă çак тупă Севастопольти “Истори бульварĕнче”, тăваттăмĕш бастионра ларакан тупăсенчен “лафечĕ” кăшт урăхларах пулнипе çеç уйрăлса тăрать. Тупă лайăх сыхланса юлнă, вăл унта-кунта выртса çỹремен. Утрав çинче пурăнакансем типтерлĕ пăхса усраççĕ иккен ăна. Апла пулсан вĕсем 199 çул каялла хăйсене хỹтĕлесе хăварнă Раççей морякĕсене манмаççĕ, асра тытаççĕ. Кунта вырăссем хăйсен чаплă çĕнтерĕвĕ хыççăн палăк лартса хăварман. Анчах вырăнти халăх вырăссен тинĕс туппине паян та пăхса усрать пулсан, ку тупă палăк мар теме никамах та хăю çитереймĕ ĕнтĕ. Çак тупă çинчен эпĕ телевиденипе чылай çул каялла панă передачăра илтсе-курса юлтăм. Севастополь çавăн пекех революцилле йăла-йĕркепе те пуян. Çавăнтах революци морякĕсем “Князь Потемкин-Таврический” броненосец çинче революцин Хĕрлĕ ялавне çĕкленĕ. 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Севастополь паттăрлăхпа хăюлăх енчен татах пĕтĕм тĕнчене тĕлĕнтерчĕ. Ку хутĕнче те Севастополь хỹтĕлевçисем хулана 250 кун хушши тăшмана кĕртмерĕç. 1944 çулхи май уйăхĕнче вара пирĕн çарпа флот Севастополе виçĕ кун хушшинчех нимĕçсенчен тасатрĕç. Вăрçă хыççăн Севастополе “герой-хула” ятне пачĕç. 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи хỹтĕлевçĕсене асăнса лартнă палăксем Севастополь çывăхĕнче те пур. Акă, 1941 çулхи чỹк уйăхĕн 7-мĕшĕнче тинĕс пехотин уйрăм батальонĕн пилĕк морякĕ Н. Фильченков политрук ертсе пынипе фашистсен 22 танкне хирĕç хаяр çапăçăва кĕнĕ. Моряксем хăраса ỹкмен, çийĕнчех тăшманăн 10 танкне тĕп тунă. Анчах тăшманăн юлнă танкĕсем моряксене татах тапăннă. Моряксем чакма шутламан та. Тăшмана хула çывăхне ярас мар тесе вĕсем юлашки гранатисене пиçиххи хушшине хĕстерсе тăшман танкĕсен гусеницисен айне ыткăннă... СССР Аслă Канашĕн 1942 çулхи юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче тухнă Указĕпе Н. Фильченков политрука, унăн юлташĕсене — И. Красносельские, Д. Одинцова, Ю. Паршина, В. Цибулькона вилнĕ хыççăн Совет Союзĕн Паттăрĕ ятне панă. Тăван çĕршыв манман хăйĕн хỹтĕлевçисене. Вăрçă хыççăн çак хаяр çапăçу пулса иртнĕ вырăнта, Дуванкой сали çывăхĕнче, çак паттăр моряксен ячĕпе монумент-палăк туса лартнă. Севастополь çывăхĕнче нимĕç фашисчĕсене хирĕç хăюлăхпа паттăрлăх кăтартса çапăçса вилнĕ моряксен ячĕпе лартнă тепĕр палăк та пур. Ку палăк вара Камышлы айлăм çывăхĕнчи тỹпемре. Çичĕ моряк пулнă: 2 статьяри старшина Сергей Раенко тата Алексей Калюжный, Дмитрий Погорелов, Василий Мудрик, Иван Еременко, Иван Четвертаков, Григорий Доля матроссем. Икĕ талăк çапăçнă хыççăн вĕсем патне тата тăватă çын — Михаил Потапенко, Константин Король, Федор Глазырин, Петр Корж матроссем пулăшма çитнĕ. Виçĕ талăк хушшинче вĕсем тăшманăн татти-сыпписĕр атакисене сире-сире ярса пынă. Тăшман авиацийĕпе артиллерийĕ те кашни кунах тапăннă вĕсене, анчах моряксем парăнман. Анчах дзота хỹтĕлекенсен йышĕ те чаксах пынă. Юлашкинчен, тăшман авиацийĕ вăйлăн тапăнса бомбăсем пăрахнă хыççăн, дзот шăпланнă _ унта пурте вилсе пĕтнĕ. Çĕршер фашист вилли выртса юлнă дзот ишĕлчĕкĕсем тавра. Моряксем вилнĕ, анчах парăнман, мĕншĕн тесен вĕсем Тăван çĕршыва чĕререн юратнă, тăшманăн çулне пỹлсе лартнă, ăна малалла кайма паман. Тăван çĕршыв хăйĕн паттăр ывăлĕсене манман. Вăрçă хыççăн вĕсен ячĕпе 11 номерлĕ дзот пулнă вырăнта палăк туса лартнă. Севастополь хулине хула-палăк тесен те йăнăш пулмасть. Ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ ăна “вырăссен тинĕс мухтавĕн хули” тесе. Ытла та нумай кунта тинĕс палăкĕсем. Хула çырма-çатрара вырнаçнă. Çак çырмасенче ĕлĕкхи палăксем темĕн чухлех. Кунта эпĕ 1854-1855 çулсенчи вăрçă вăхăтĕнче вилнĕ Англи, Франци, Турци салтакĕсен вил тăприсене те курнă. Пысăк, вăрăм тимĕр плитасемпе витнĕччĕ, вĕсем çинче çырнисем те пурччĕ. Севастопольте чи малтанхи палăксенчен пĕри — “Памятник погибшим кораблям”. Палăка акă мĕншĕн туса лартнă? 1854 - 1855 çулсенче Севастополе Англи, Франци, Итали, Турци флочĕсемпе çарĕсем тапăннă вăхăтра, 1854 çулхи сентябрь уйăхĕнче, П.С. Нахимов адмирал хушнипе тăшман карапĕсем Севастополь (Ахтиар) бухтине десантпа ан кĕрейччĕр тесе, Хура тинĕс флочĕн кивĕ çар карапĕсене çак бухтăна кĕмелли вырăнта ятарласах тутарнă. Çак карапсен ячĕпе лартнă та çак палăка. Паян та мăнаçлăн ларать бухта хĕрринчи шывра. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче вăл “аманса” та курнă. Нимĕçсен авиацийĕ бухтăна минăсене парашютпа антарнă вăхăтра, вăрçăн пĕрремĕш кунĕнчех, “сусăрлатнă” ăна. 1944 çулта палăка юсаса çĕнетнĕ. Крым вăрçи вăхăтĕнче Севастополе хỹтĕлекен вырăс матросĕсемпе салтакĕсене пултаруллă та ăста адмиралсемпе генералсем ертсе пынă. Уйрăмах Корнилов (1804-1854 ç.ç.), Нахимов, Истомин, Бутаков адмиралсем тата çар инженерĕ Э.И. Тотлебен генералпа артиллери генералĕ С.А. Хрулев хăюлăхпа паттăрлăх тата пĕлỹлĕх кăтартнă. Ятарласа Севастополь оборони ячĕпе уçнă “Истори бульварĕнче” Тотлебен инженер-генерал ячĕпе палăк пур. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ку палăкăн çỹл пайне нимĕçсен снарячĕ татса ывăтнă пулнă. Пуçсăрах ларатчĕ-ха вăл 1951 çулта, эпĕ Хура тинĕс флотĕнче службăна пуçăннă вăхăтра. Каярахпа вара ăна çĕнетрĕç. Ĕлĕкхи палăксем те сыхланса юлнă Севастопольте. Маларах асăннă “Исторический бульвартах” Малахов Курган çинчи вăрçа сăнлакан “Панорама обороны Севастополя” ятлă пысăк, çаврака çурт та пур. Вăрçă хыççăн ку çурта çине тăрсах юсанă. 1951 çулта вăл ĕçлеме пуçларĕ. Эпĕ хам та унта ятарласах кĕрсе куртăм. Рубо ỹнерçĕ тунă кунти ỹкерчĕксене. Севастопольти чи чаплă пристань — “Графская пристань”. Çак пристаньте кĕтсе илнĕ те ĕнтĕ ĕлĕк Севастополь çыннисем çĕнтерỹпе таврăнакан моряксене. Сăмах май каласан, Севастопольти ватăсем каласа панă тăрăх, Кĕтерин патша та пулса курнă ку чаплă пристаньте. Хулара ĕлĕкхи моряксен паттăрлăхĕпе хăюлăхне кăтартакан тепĕр чаплă палăк та пур. Ăна Турципе вăрçă пынă вăхăтра чапа тухнă “Меркурий” ятлă çар карапĕ-”бриг” (2 мачтăллă парăслă карап) çинчи паттăр моряксен тата карап командирĕ Казорский капитан-лейтенант ячĕпе лартнă. Çак карап тинĕсри çапăçура турккăсен виçĕ карапне çĕнтернĕ. Палăк çине çапла çырса хунă — “Казарскому. Потомству в пример”. Крым çур утравне турккăсенчен тасатса Раççей çумне пĕрлештернĕ хыççăн çур утравăн кăнтăрти Ахтиар бухтин çыранĕсем хĕрринче, 1783 çулта, пулас тинĕс порчĕн тата хулан никĕсне хывнă. 1784 çулта ку хулана Севастополь ят панă. Севастополь çыннисемпе моряксем çав ятпа хулара палăк та лартнă. Музейсем те пур Севастопольте. Вĕсенчен пĕри — Çарпа истори музейĕ. Ку музея эпĕ икĕ хутчен кĕрсе курнă. Кунта Севастополь хулипе Хура тинĕс флочĕн историне пĕтĕмпех пĕлме пулать. Севастопольти тĕп урам — “Большая морская”. Асăннă урамра хулана нимĕçсенчен ирĕке кăларнă матроссемпе салтаксем ячĕпе лартнă палăк аякранах курăнса ларать. 1996 çулта Севастопольпе Раççей флочĕ 300 çул тултарнă ятпа çĕнĕ палăк лартнă. Палăк çине çапла çырса хунă: “Российскому флоту — быть!” Ĕмĕрлĕх чыс та мухтав çар морякĕсене — тинĕсри чикĕсен хуралçисене, тинĕс хумĕсем çинче Тăван çĕршыва сыхлакансене!

Д. Александров.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика