Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăха чăтса ирттернĕ

09 августа 2019 г.

Йывăрлăха чăтса ирттернĕ

 Вăрçă çулĕсенче терт-нуша курнă салтак арăмĕсем ялсенче сахаллансах пыраççĕ. Алманч ялĕнче те пĕртен-пĕр Клавдия Ивановна Иванова кăна пурăнать. Тăван çĕршывшăн чунне, вăй-халне парса канма пĕлмесĕр, сывлăхне шеллемесĕр ĕçре вăй хунă ватă çак кунсенче 90 çулхи сумлă юбилейне паллă турĕ. Ăна юбилей ячĕпе саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов, Алманч ял тăрăхĕн ертỹçи В. Долгов тата çак статья авторĕ килчĕç. Вĕсем аслă ăрурисем чăннипех те чыс-хисепе тивĕçлине, Тăван çĕршыв ырлăх-пурлăхĕшĕн хăйсене шеллемесĕр тар кăларса ĕçленине палăртрĕç. “Ĕç ветеранне”, “вăрçă ачине” парнесем парса чысларĕç, ăшă сăмахсем каласа саламларĕç, тав турĕç. Хăнасем çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В. Путинăн саламне те ватă патне çитерчĕç. Унăн ячĕпе çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх, вăрăм кун-çул, телей сунчĕç. Клавдия Ивановна Алманч ялĕнче 1929 çулхи çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче çуралнă. Çĕр çине кашни çын телей курма килет. Катя (ялта ăна çапла чĕнеççĕ) хăйĕн ачалăхне аса илсен куççульленчĕ те. Çăмăлах пулман вăл. Пĕчĕклех, ултă çула çитсен, амăшĕсĕр тăрса юлнă. Тăван мар амăшĕ тупăннă-ха, хĕр пĕрчи пĕртте ĕçсĕр ларман, ачаллах пир тĕртме вĕреннĕ, алсиш-чăлха çыхма та пĕлнĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхассине те ун çине шаннă. Ялти пуçламăш шкулта 4 çул пĕлỹ илнĕ Катя малалла вĕренме каяйман — вăрçă пуçланнă. Шкула çỹрекен ачасем пĕлỹ илесси çинчен питех шутламан та. Вĕренỹрен малта ĕç тăнă. Выçă вилесрен çемьене тата нимĕçсене хирĕç çапăçакан салтаксене пулăшас тĕллевпе ырми-канми сĕм çĕрлечченех ĕçленĕ. Тин кăна пурнăç мĕн иккенне пĕлме пуçланă кĕçĕн класри ачасем аслисемпе уй-хирте, фермăра тăрăшнă. Ỹссе çитĕнеймен 13 çулхи Катя та фермăна пăрусем пăхма каять, ытти ĕçсене те активлă хутшăнать. 1951 çулхи çурла уйăхĕнче К. Иванова хăй килĕштернĕ, юратнă Петр Федоровича качча тухать. Савнă мăшăрпа 4 хĕр пăхса çитĕнтерет. Йывăрлăхсем умĕнче нихăçан та пуçа усман, канлĕ çулсем шыраман, ỹркенмен хастар хĕрарăм чылай çул хушши фермăра дояркăра ĕçлет. “Ĕç ветеранĕн”, “вăрçă ачин” наградăсем те чылай. Клавдия Ивановнăн пурнăçĕ тата çемйи çинчен 2015 çулхи чỹк уйăхĕнче “Ял пурнăçĕ” хаçатра “Туйра кĕрекере лармалла пултăр” статья пичетленĕччĕ. Юбиляра кĕçĕн хĕрĕ Венера пăхса пурăнать. Выльăх-чĕрлĕх чылай усраççĕ. Хур-кăвакал, чăх-чĕп пур, сурăхсем те 12 таранах. Сĕт-турăхсăр татăк тăмаççĕ, ĕне тытаççĕ.

А. Николаев

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика