Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Пан улми сăпасĕ” уявра

23 августа 2019 г.

“Пан улми сăпасĕ” уявра

Çурла уйăхĕнче эпир сирĕнпе православи чиркĕвĕн виçĕ уявне паллă тăватпăр: пыл сăпасĕ, пан улми сăпасĕ тата мăйăр сăпасĕ. Пан улми сăпасĕнче турра ĕненекен кашни çынна сахалтан та пĕрер çимĕç çиме хушнă. Кунпа пĕрлех кăштах пыл та тутанмалла. Çавăн хыççăн çулталăк хушши сывă, чирлемесĕр пурăнăн. Ваттисем çапла каланă: пан улми сăпасĕнче çимĕçĕн юлашки татăкне çисе ярсан, тĕлĕнмелле вăйлă пулăн. Паян улми сăпасĕн кунĕнче Алманчри кану центрĕнче савăк мероприяти иртрĕ. Пан улмирен хатĕрленĕ апат-çимĕçпе сĕтеле пуянлатнă, вĕсен рецепчĕсемпе паллаштарнă. О. Долгова пан улми сăпасĕн историйĕпе паллаштарнă, халăхăн йăли-йĕрки çинчен каласа кăтартнă. Вырăнти “Мерчен” коллектив çепĕç те кăмăла каякан юрăсем шăрантарнă. Уява килнисем хушшинче викторина йĕркеленĕ. Вĕсем “Блюда из яблок”, “Собери урожай”, “Сильный богатырь”, “Собери пословицу”, “А знаете ли вы?” шỹтлĕ эстафетăра тупăшнă. Уява пухăннисем кашниех хăйсем хатĕрлесе килнĕ апат-çимĕçпе хăналанă. Уяв питех те кăмăллă, ăшă лару-тăрура иртнĕ.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика