Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ

06 сентября 2019 г.

Иртнĕ тунтикун Алманч вăтам шкулĕнче те çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ. Çак кун çанталăкĕ те хĕвеллĕ, уяр пулчĕ. Тен, çавăнпах шкул умĕнчи лапама капăр тумланнă, илемлĕ чечексем йăтнă ачасем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ праçнике чылай малтан пухăнчĕç. Хавас юрă-кĕвĕ сасси аякранах хăй патне йыхравлать. РФ тата ЧР ялавĕсем вĕлкĕшеççĕ. Уява 8-мĕш класри Эвелина Григорьевăпа 7-мĕшĕнчи Сергей Кабакаев уçса йĕркелесе пычĕç. Раççей Гимнĕ мăнаçлăн янăрать. Кĕçех параппанçă-сен сассипе чи лайăх вĕренекенсем — Андрей Порфирьев (9 кл.), Ирина Романовăпа Юлия Егорова (8 кл.) "Яковлев хунавĕсем" обществăлла организацин ялавне йăтса кĕреççĕ. Шкул директорĕ О. Димитриев сăмах илет. Олег Васильевич пухăннисене Пĕлỹ кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлать, вĕрентĕвĕн çăмăл мар ĕçĕнче кашниех ăнăçусем сунать. Алманч ял тăрăхĕн пуçлăхĕн В. Долговăн та уява килнисем валли ăшă сăмахсем тупăнчĕç. Вăл шкула çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрлес ĕçре пысăк тỹпе хывнăшăн Наталия Филиппова, Надежда Емельянова техслужащисене Хисеп грамотисемпе чысларĕ. Çавăн пекех праçнике килнисене район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Л. Владимирова, вĕрентỹ пайĕн представителĕ Т. Яковлева салам сăмахĕсем çитерчĕç, вĕренекенсене ăнăçлă старт илсе çулталăка лайăх кăтартусемпе вĕçлеме сунчĕç. Людмила Георгиевна чи лайăх вĕренекенсене, район, республика тата Раççей шайĕнчи конкурссемпе олимпиадăсенче палăрнă Руфина Сергеевăпа Дарья Ивановăна тата Татьяна Федоровăна Хисеп грамотисемпе наградăларĕ. Ваттисен вырăнти канашĕн председателĕ А. Николаев та пухăннисене савăнăçлă уяв ячĕпе ырă-ырă сăмахсем çитерчĕ, каччăсемпе хĕрсене вĕренỹ çулталăкне ăнăçлă ирттерме сунчĕ. Пухăннисене ашшĕ-амăшĕ енчен Наталья Артемьева саламларĕ. Савăнăçлă уявра сценкăсем те пулчĕç. Буратино рольне Инна Андреева (5 кл.) ăнăçлă вылярĕ, пуçласа шкул сукмакне хывакан шăпăрлансене вĕренỹ çулне уçма символла çăраççи пачĕ. Баба-яга рольĕнче 9-мĕшĕнчи Дарья Иванова хăйĕн ăсталăхĕпе савăнтарчĕ, пĕрремĕш классене "Букварьсем" валеçсе тухрĕ. Кăçал Алманч вăтам шкулĕнче 75 ача пĕлỹ илĕ. Вĕсенчен 9-мĕш класра вĕренекенсем 12-ĕн, пĕрремĕшне 8-ăн килнĕ. Кĕçĕннисене пĕрремĕш категориллĕ, пуян опыт пухнă А. Григорьева вĕрентет. Алина Владимировна чылай çул хушши ĕнтĕ кĕçĕн классенчен уйрăлмасть. Шкул çумĕнчи садике 20 ача çỹрет. Пепкесемпе Л. Владимирова воспитатель ĕçлет, ăна пулăшса пыраканĕ — Н. Филиппова. Вĕренекенсем çуллахи каникула усăллă ирттернĕ. 25 ача çирĕм пĕр кун хушши шкул çумĕнчи лагерьте каннă. Дарья Иванова (9 кл.) сывлăха çирĕплетмелли "Белые камни" кану çуртĕнче пулнă, унта вăл "Лучший танцор" Диплом илме пултарнă. 9-мĕш класри Юрий Николаев тăван "Гигант" хуçалăхри ĕне ферминче тĕрлĕрен ĕçсене хутшăннă. Александр Филиппов (9 кл.) Вăрнар районĕнчи Вăрман Кипекри çăм тапакан цехра тăрăшнă. Вĕренекенсенчен чылайăшĕ килти хушма хуçалăхра ашшĕ-амăшне пулăшу кỹнĕ. Пĕрремĕш шăнкăрава Андрей Порфирьев (9 кл.) тата тин çеç парта хушшине ларакан Злата Артемьева янраттарчĕç.

А. Николаев.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика