Шальтямское сельское поселение Канашского района ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Министр строительствăпа паллашнă.

18 сентября 2019 г.

 

Иртнĕ эрнере Чăваш Ен культура, национальноҫсен ĕҫĕсен тата архив ĕҫĕсен министрĕ Константин Яковлев пирĕн районта ĕҫлĕ  визитпа пулнă.  Вăл Шăхасанта тата Ҫĕнĕ Шелттемре  Культура ҫурчĕсем тăвассипе ĕҫ-пуҫ еплерех пынипе паллашнă. Хăнана район администрацийĕн пуҫлăхĕ Владимир Степанов, асăннă ял  тăрăхĕсен  ертӳҫисем, подрядчиксем кĕтсе илнĕ.

Аукционра  Шелттемри Культура ҫурчĕн  строительствине «Империя» ООО (Шупашкар хули) выляса илнĕ, 15 млн тенкĕлĕх контракт ҫырнă, унпа килĕшӳллĕн объектри ĕҫсем кăҫалхи июнĕн 1- мĕшĕнчех пуҫланмалла пулнă. Анчах та строительсем срокран виҫĕ уйăх кая юлса пуҫăннă.

«Империя» ООО подряд организацийĕн представителĕсен культура министрĕ умĕнче явап тытма тивнĕ: вăл ҫитменлĕхсене асăрхаттарса вĕсене пĕтерме ыйтнă, культура ҫурчĕ хăпартас ĕҫе хăвăртлатассипе мерăсем йышăнма е заказ параканпа килĕшĕве пăрахăҫлама хушнă.

Константин Геннадиевич республикăра культура объекчĕсен юсавне, строительствине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă.

Первоисточник: Канаш ен

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Охрана труда в Чувашской Республике   
Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии

Администрации городов и районов Чувашской Республики
Администрации сельских поселений Канашского района
Система управления контентом
429324, Чувашская Республика, Канашский район, д. Новые Шальтямы, ул. Спортивная, д. 2
Телефон: 8(83533) 62-5-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика