18 сентября 2019 г.
Шăматкун Ҫĕнĕ Шелттемре СССР спорт маҫтăрне , Раҫҫей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин физкультурăн тава тивĕҫлĕ ĕҫченне Вячеслав Краснова асăнса хăвăрт утакансен ăмăртăвĕсем иртрĕҫ. Кăҫалхипе вĕсене 20-мĕш хут йĕркелерĕҫ.
Ăмăртусене савăнăҫлă лару-тăрура уҫнă ҫĕре Чăваш Ен физкультурăпа спорт министрĕ Михаил Богаратов, район администрацийĕн пуҫлăхĕ Владимир Стеанов, Шелттем ял тăрăхĕн пуҫлăхĕн тивĕҫĕсен вăхăтлăх туса пыракан Елена Мардаррьева, ăмăртусен генеральнăй партнерĕ – «Пионер» ООО генеральнăй директорĕ Николай Николаев, СССР спорт маҫтăрĕ, тĕнче тата Европа чемпионĕсем Алина Ивановăпа Олимпиада Иванова, Владимир Андреев, Вячеслав Максимовичăн мăшăрĕ Любовь Николаевна, ывăлĕ Алексей тата мăнукĕ Егор, йăмăкĕсем Фаинăпа Наталья хутшăнчĕҫ.
Раҫҫей тата Чăваш Ен Гимнĕсем янăранă хыҫҫăн ҫамрăкспортсменсем хăйсен ӳсĕмĕнчи ушкăнсенче старта тухрĕҫ.
Ҫакна палăртмалла: атлетсене 1-5 – мĕш вырăн таран наградăларĕҫ. «Пионер» ООО пурне те сиплĕ пылпа, тутлă чейпе, будербродпа хăналарĕ.
Первоисточник: Канаш ен