Сигачинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк фермерсем пуç усмаççĕ, малаллах талпăнаççĕ

13 сентября 2019 г.

Районта лашасен шучĕ çуллен чакса пырать. Кун пек ỹкерчĕк, тĕрĕссипе, пирĕн тăрăхра кăна мар, республикипех çапла. Çын алла хăнăхтарнă малтанхи чĕр чунсенчен пĕрин вырăнне халь мотоблоксем, тракторсем ытларах тытаççĕ. Пĕр енчен аван: вĕсене хăвна кирлĕ чухне çеç хускататăн та ĕçлетĕн. Ирхине тăрса пăхмалли, шăвармалли, тислĕкне тасатмалли шухăш çук. Тепĕр енчен пăшăрхантарать те. Ялта çĕр улми йăранне хăпартмалла е çăварни катаччине чупмалла чухне урхамахсене кăнтăрла хунарпа шырасан та тупаймастăн. Ялсенче шутлă çеç тăрса юлнă. Çавăнпах пуль хальхи ачасем утсемпе ярăннине самолетпа вĕçнипе е теплоходпа ишнипе пĕр танах хураççĕ.

Шăхачра лашасем тытакан çамрăк фермерсем пуррине пĕлсенех вĕсем патне çитсе килес шухăш çуралчĕ. Черетлĕ командировкăра Сулагаевсемпе тĕл пултăм. Вулакансене маларахах çакна калас килет: чĕлхесĕр янаварĕсем пĕринчен тепри маттуртарах та хитререх. Йăм хури те, кăвакки те, хăмăртараххи те, тăрантаспа чупаканни те, йывăр тиевлĕ урапана туртаканни те пур. Вĕсене курма кайсан хуçисене асăрхасанах алăк патнелле васкарĕç. Калаçма пĕлнĕ пулсан мĕн каласа кĕтсе илнĕ пулĕччĕç-ши? Кашнийĕн куçĕнче ăшăлăх палăрать. Усраканĕсем юратса пăхни сисĕнет _ ачашланма пĕлеççĕ. Сисместĕн те, çумна пырса тăраççĕ те хăйсене лăпкама ыйтнăн пуçĕпе сан çумна сĕртĕнеççĕ...

Сергейпе Алексей Сулагаевсем иккĕмĕш çул кăна-ха фермер хуçалăхĕ йĕркелени. Йĕкĕрешсем маларах республикăн тĕп хулинче пурăннă. Вĕсен çынсене турттарма хăйсен автомашина тата ятарлă маршрут пулнă. Хула халăхне кирлĕ вырăна вăхăтра илсе çитерессишĕн сахал мар тăрăшнă. Çапла хăйсен вăйĕпе хваттер, техника туяннă. Пĕр е ик çулта мар, паллах. 1985 çулта çуралнăскерсен кĕтеслĕ пулассишĕн сахал мар тар тăкма тивнĕ. Инçе хуласене çула тухма е туй-çăнăхта халăхне турттарма ыйтсан та хирĕçлесе тăман. Яланах руль умне пĕр хирĕçлемесĕр ларнă. Анчах юлашки вăхăтра Шупашкарта ГАЗельсене автобуссемпе улăштарма пуçларĕç, çавна май "маршрутчиксен" те лару-тăру йывăрланчĕ. Пĕр варта тĕвĕленнĕ тăвансем нумай шухăшламан, çуралнă яла - Шăхача - килме, çĕрпе ĕçлеме шухăш тытнă. Уйсенче хыт-хура ашкăрни çамрăксен чĕрине унчченех ыраттарнă.

Çĕр сум пуличчен çĕр тус пултăр

Сулагаевсемпе сĕлĕ çитĕннĕ хирте тĕл пултăмăр. Сергейпе Алексей тата вĕсене пулăшма Первомайскинчен килнĕ Анатолий Степанов фермер улăм тюклатчĕç.

- Ачисем чăннипех те маттур ĕçлеççĕ. Вĕсем пек çамрăксем тата ытларах пулсан акăнман çĕрсем те пулмĕччĕç, -терĕ А. Степанов кăмăллăн эпĕ мĕн сăлтавпа килнине пĕлнĕ хыççăн. Пĕр самантлăха трактор шавĕ те шăпланчĕ. Сергейпе Алексей хăйсем халĕччен тунă ĕçсемпе, малашлăхри тĕллевĕсемпе паллаштарчĕç.

"Çерем пăсса вир акрăм, вир акрăм", - тесе юрлаттăмăр шкулта кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне. Сулагаевсем вара хыт-хурана пăсса сĕлĕ акнă. Çакна юнашар уйра çитĕнекен çум курăк тăрăхĕ те çирĕплетет.

- Пĕрремĕш çул çеç усă куратпăр-ха ку хирпе. Тăпра пиçсе çитейменнипе йывăçсем çывăхĕнчи лаптăка çуркунне сухалаймарăмăр. Кăçал кĕркуннех тирпейлесе хăваратпăр, пиçенпе мăян урăх ашкăраймĕç. Сĕлĕ тухăçĕ вара питĕ лайăх пулчĕ, пĕр гектартан вăтамран 50 центнер тухрĕ. Минераллă удобрени сапнин те, пахалăхлă вăрлăх акнин те витĕмĕ пысăк. Хамăрăн техника çукран А. Денисовăн икĕ "уй-хир карапне" тара тытрăмăр. Комбайнерсем те тухăçран тĕлĕнчĕç,- терĕ Алексей. Сăмах май, урпа та Сулагаевсен ăнса пулнă, пĕр гектартан 30 центнер пухса илнĕ. Фермерсем хăйсем те кĕркунне кĕлетсем тулли пулччăр тесе çуркунне кашни сехетпе туллин усă курма тăрăшнă.

- Тырра вăхăтра акса хăварас тесе çĕрле киле каймасăр ĕçлерĕмĕр. Трактор çинче 2-3 сехет çывăрса илнипех çырлахнă. Каçпа сухалаттăмăр, ирхине акаттăмăр. Апат та çакăнтах çинĕ. Çурхи кун çулталăк тăрантарать тесе ахальтен каламан çав ваттисем.Тырра арендăна илнĕ управа хутăмăр, унта кĕрсен халь чун савăнать. Сĕлле те, урпана та сутмастпăр, лашасем валли тата вăрлăха кирлĕ. Хамăрăн трактор çукки çеç пăшăрхантарать, кăçал мĕнле те пулин май тупса туянатпăрах. Кăкарса çỹремелли хатĕрсенчен сеялка, дискатор, çава, пресс пур, _ терĕ Сергей пĕр тăванĕн сăмахĕсене малалла тăсса.

Юлашки вăхăтра фермерсемпе час-часах тĕл пулатăп, вĕсем калаçăвĕнче тусĕсем, тăванĕсем, кумĕсем нумай пулăшнине палăртаççĕ. Сулагаевсем те çакнах пĕлтерчĕç. Хăйсен трактор çук пулсан та техникăсăр халĕччен нушаланман. Çамрăксене Анат Чакăри Сергей Елисеев, Именкассинчи Владимир Кириллов, Первомайскинчи Александр Никитин, Анатолий Степанов, Алексей Емельянов, Çĕньялти Андрей Сергеев, Вячеславпа Татьяна Сулагаевсем хăть хăçан та алă тăсса параççĕ. "Пире пуринпе те нуша паллаштарчĕ, вĕсем пулăшу ыйтсан çур çĕр варринче те килеççĕ. Усăллă канашсем параççĕ. Эпир те май пур таран вĕсене ырăпа тавăрма тăрăшатпăр", - терĕç йĕкĕрешсем.

Пĕр фермер пур тĕрлĕ техникăна та туянаймасть. Кун пек чухне пĕрле килĕштерсе ĕçленинчен ырри нимĕн те çук. Çакна Анатолий Степанов тĕслĕхпех çирĕплетсе пачĕ. Акă, Сулагаевсем патнех утă хатĕрленĕ чухне кăвак шуçăмлах пурте пухăнса килнĕ те каçченех курăка тюкласа турттарнă. Ял халăхĕ те тĕлĕнсе тăнă. Е тата тепĕр фермер патĕнче йышпа сенаж хывнă. Ешĕл апата хатĕрленĕ чухне таптакан трактор та, турттараканни те кирлĕ, тăварне те сапса пымалла. Пĕччен ăçтан ĕлкĕрен? Ушкăнпа кĕске вăхăтрах пурнăçланă. "Пĕччен суран - типсе пырать, халăх сурать - кỹлĕ пулать", теççĕ вĕт ваттисем те.

Урхамахĕсем тăраççĕ тăпăртатса

Паян ялта ытларах ĕне усрама тăрăшаççĕ. Çакă сĕтрен куллен укçа кĕнипе те çыхăннă. Сергейпе Алексей Сулагаевсен фермер хуçалăхне йĕркеличченех лашасем тытас шухăш çуралнă. Ĕмĕчĕсене пурнăçлама чĕлхесĕр янаварсене Саратовран, Ульяновск облаçĕнчен, Тутар Республикинчен, хамăр республикăран тата ытти çĕртен те туяннă. Тутарстанран илсе килни "Тутар Республикин чи лайăх тихи" номининацие те тивĕçнĕ пулнă.

- Атте бригадирта ĕçленĕ чухне лашапа çỹретчĕ, çавăнпа та мĕн пĕчĕкренех урхамахсемпе юнашар ỹснĕрен питĕ юрататпăр. Вĕсене килĕштернĕренех усрас шухăш çуралчĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн 46 лаша. Кĕтĕве 150 пуçа çитерес тĕллев лартнăран тихасене сутмастпăр, ăйăрсене кĕсресемпе улăштарма пултаратпăр. Хăшĕ-пĕри утсем çыртни, тапни пирки калать, пирĕн ун пеккисем çук. Пĕчĕк ачасем пекех туйăнаççĕ: ачашланаççĕ, куçран пăхса темĕскер калас пек тăраççĕ. Тата вĕсем питĕ ăслă. Кĕтĕве кăларсан лашасем сапаланса кайма пăхаççĕ. Виçĕ ăйăр пур, вĕсем сăнасах тăраççĕ. Пăртак инçерех кайнисене тỹрех каялла çавăрса килеççĕ.

Рысаксемпе ăмăртусене те хутшăнас килет, паллах. Кăçал Сергей пĕр хутчен старта тăчĕ, анчах вăхăт сахалтарах. Малашне мĕнле те пулсан майне-шывне тупмалла, - тет Алексей.

Пĕр тăвансем лашасене юратса пăхни кашни утăмра сисĕнет. Çулла уçăлтарма ирхи 2-3 сехетрех кăларса яраççĕ, уйрăмах шăна-пăван вăхăтĕнче апат çисе ĕлкĕрччĕр тесе çапла тăваççĕ. Кунĕпех хăйсем кĕтỹ кĕтеççĕ. Ĕççи вăхăтĕнче кăна утсем картара тăраççĕ. Ун пек чухне апатне çителĕклĕ хурса параççĕ. Ятарласа рациона пуянлатма кишĕр, чĕкĕнтĕр çитĕнтереççĕ. Кĕркунне жом кайса илеççĕ. Сĕлĕ, утă, улăм умĕсенчен татăлса курман. Хĕлле кил-хуçалăхра ятарласа тунă картара усраççĕ. Хăмланисем валли те хуралтă пур. Кашнийĕ уйрăм станокра тăрать. Чирлесрен профилактика мероприятийĕсене те тутарттараççĕ.

Ялтах тĕпленес ĕмĕт тытнă Сергейпе Алексей халĕччен 100 гектара яхăн çĕрпе кăна усă курнă, выльăх ытларах усрас тенĕрен малашне лаптăка тата пысăклатасшăн. Кĕркунне сурăхсем туянса ĕрчетсе ярас тĕллев лартнă. Ĕнесене картана кĕртес шухăш та тĕвĕленнĕ.

Сулагаевсем тахçантанпах никам та усă курман вăрман çывăхĕнчи çĕре те арендăна илнĕ, унăн территорине Улпут çырми те кĕрет. Шел пулин те, шывĕ типнĕпе пĕрех. Ялта пушар тухсан (Тур сыхлатăр инкекрен, анчах темле те пулать пурнăçра. - Авт.) ниçтан та шыв ăсмалли вырăн çуккине шута илсе шăпах çавăнта кỹлĕ тăвас теççĕ. Ĕçлесе ывăннă хыççăн ял çыннисем кайса канма пултарччăр тесе пулă та ярас ĕмĕтлĕ. Çамрăксем сăмаха çилпе вĕçтерме юратманнине, палăртнă тĕллеве пурнăçлама тăрăшнине шута илсен тăваççех.

Хастар фермерсен алли-ури те ылтăн. Техника çĕмĕрĕлсен те хăйсемех юсаççĕ, пуртă-пăчкăпа та пĕлсе вăй хураççĕ. Тимĕр-тăмăра сыпăнтармалла чухне те ют çынна чĕнмеççĕ.

- Те йĕкĕрешсем пулнăран, эпир яланах пĕрле. Хăть хăш ĕçе пикенсен те иксĕмĕр канашласа пурнăçлатпăр. Мана - Сергейсăр, Сергея мансăр йывăр. Мĕн ачаран эпир çапла ỹснĕ, - терĕ Алексей. Сăмах май, иккĕшĕ те эрех-сăрапа иртĕхмеççĕ.

Фермерсем хушшинче çамрăксем пурри, вĕсем малашлăха шанса пăхни питĕ савăнтарать. Сергейпе Алексее ĕçлесе кайма ăнăçу сунас килет.

О. Павлова

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район д.Сигачи ул Победы 2
Телефон: 8(83532) 69-6-36
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика