Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧУН ТУРТĂМĔ ПУЛСАН ĔМĔТСЕМ ПУРНĂÇЛАНАÇÇĔ

06 сентября 2019 г.

ЧУН ТУРТĂМĔ ПУЛСАН ĔМĔТСЕМ ПУРНĂÇЛАНАÇÇĔ

Чун туртăмĕ пулсан ĕмĕтсем пурнăçланаççĕ

Манран 5 çул каялла хăш чĕлхене вĕренес килни çинчен ыйтнă пулсан, эпĕ хăюллăнах франци чĕлхине тесе калăттăмччĕ. Вăл маншăн кĕвĕ пек янăракан чи илемлĕ чĕлхе шутланать. Францине - чи хитре çĕршыва кайса курасси вара манăн чи пысăк ĕмĕт пулса тăчĕ. Ун чухне çак ĕмĕт питех те инçе пек туйăнатчĕ.

Эпĕ мĕн пĕчĕкренех ют чĕлхесемпе кăсăкланатăп. Манăн тĕллев те хамăн пурнăçа вĕсемпе çыхăнтарасси. Хальхи вăхăтра эпĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи ют чĕлхесен факультетĕнче 4-мĕш курсра аслă пĕлÿ илетĕп. Акăлчан тата француз чĕлхисене тĕпчетĕп. Хамăн факультетри хĕрсем каласа кăтартнă тăрăх, ют çĕршыва кайса стажировка витĕр тухма пулать иккен. Çавăнпа та манăн ют çĕршыва кайса курас тĕллев те çывхарчĕ. Çавна пулах канăçа та çухатрăм ĕнтĕ. Унта кайма хатĕрленме пуçларăм: кирлĕ документсене пухрăм, сессие те палăртнă вăхăтран маларах тытрăм. Шупашкарта чухнех Прованс хулинчи пĕр отельпе ресторанта ĕçлеме килĕшÿ турăмăр. Виза та алăраччĕ манăн. Июнĕн 1-мĕшĕнче вара инçе çула тухрăм. Ĕненессĕм килмерĕ, Марсель хулине çитни те сисĕнмерĕ. Вăтаçĕр тинĕсĕн çыранĕ хĕрринчен инçех мар хулара, хăна çуртĕнче хăтлă пÿлĕмре тепĕр франци пикипе пурăнтăмăр. Эпĕ ĕçлекен ресторана арăмĕпе упăшки тытса тăратчĕç. Мана вĕсем хăйсен ачи пекех усрама тăрăшрĕç. Нумай тĕрлĕ апат-çимĕç тутанса куртăм. Ĕçрен пушаннă вăхăтсене интереслĕ ирттерме тăрăшрăм. Уйрăмах тĕрлĕ хулана кайса курни кăмăла хăпартрĕ. Вĕсенчен Лазурь çыранĕ çинчи Ницца, Фрежюс, Канны тата ытти те. Тус-юлташпа тĕл пулса Монако çĕршывне те çитсе куртăмăр. Океанографи музейĕн тĕрлĕ экспоначĕсемпе паллашрăм. Унсăр пуçне Авиньон, Арль, Ним хулисене çитрĕм. Унти паллă вырăнĕсенче пултăм. Музейсене, Вангог ÿнерçĕн галерейине кĕрсе куртăм. Пурнăçра пĕрремĕш хут кĕрен фламинго кайăксен ушкăнне пăхса килентĕм.

Пĕр канмалли куна та сая ямарăм. Прованс хă-йĕн лаванда уй-хирĕпе палăрса тăрать. Унта та пулса куртăм. Çак ÿсен-тăрана французсем нумай-нумай çул ÿстереççĕ. Медицина тĕлĕшĕнчен те, парфюмери енчен те асăннă чечеке лăплантаракан  тата усăллă чечек тесе усă кураççĕ. Манашкал туристсем вара ăна илемлĕ чечеккисемпе ешернĕшĕн кăмăллаççĕ.

Ачаран ĕмĕтленнĕ Франци çĕрĕ çинче пурăннă май çĕнĕ юлташсем те хушăнчĕç. Нумайăшĕпе туслашрăм. Ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ, французсем ырă та ăшă кăмăллă, вашават халăх тесе. Пĕр-пĕринпе хутшăнма пĕлнипе уйрăлса тăраççĕ. Вĕсене уйăрмалли тĕп енĕ - пĕр-пĕрне яланах йăл кулăпа кĕтсе илни.

Вăтаçĕр тинĕсĕн çыранĕ хĕрне пĕрре мар хĕвел айĕнче хĕртĕнме тухрăмăр. Çу кунĕсем питĕ шăрăх тăчĕç: сывлăш температури 30 градусран пĕчĕкрех пулни  сайра-хутра çеç пулчĕ. Чи пысăк температура 46 градуса çитрĕ, çумăр та çумарĕ. Маларах палăртрăм ĕнтĕ, апат-çимĕç тĕлĕшĕнчен темĕн те тутанса пăхнине. Çапла, çавăн пекех Франци çыннисем питĕ тутлă сыр туса кăлараççĕ. Вĕсенчен нумайăшне эпĕ çисе куртăм.

Французсем чуп тума юратаççĕ тени миф пулманнине хам куçпа хам курса ĕнентĕм. Кунта тĕплĕн пĕлмен çынна та сывлăх сунса кĕтсе илнĕ чухне тата сыв пуллашнă май пит çăмартинчен 3 хутчен чуп тăваççĕ. Унсăр пуçне французсем пирус нумай туртассипе те палăраççĕ. Тĕлĕнмелле, анчах та ку тăрăхри çыннăн пурнăç тăршшĕ çав-çавах вăрăм. Çавăн пекех французсем питĕ ĕçчен халăх пулнине те пĕлтерес килет. 

Мана ют çĕршыва хăнăхма йывăр пулмарĕ. Часах кунти лару-тăрăва хăнăхса йышăнтăм. Анчах та çав хушăрах хамăн тĕп задачăсенчен пĕрне пăрахăçламарăм-ха. Чи малтанах манпа пĕрле ĕçлекен кунти çынсем эпĕ урăх çĕршывран пулнине пĕр минут та аса ан илччĕр терĕм. Çавăнпа эпĕ француз чĕлхине лайăхрах, тарăнрах вĕренме, вĕсен менталитетне те ăнланма тăрăшрăм. Калаçу чĕлхине якатас тесе çăварпа тĕрлĕ хăнăху тума тиврĕ.

Мана кунта питĕ килĕшрĕ. Франци çĕршывĕ хăйне евĕрлĕхĕпе тыткăнларĕ. Пĕрре пулса курсах юратса пăрахрăм темелле. Унти ĕçтешсемпе çыхăну йĕркелесе ятăмăр, халĕ час-часах хутшăнатпăр.

Франци юратнă çĕршывсен шутне кĕчĕ пулин те Парижа кайса курасси чи пысăк тĕллевсенчен пĕриччĕ. Парижпа çыхăннă япаласем манăн йĕри-таврахчĕ: тет- радьсем, плакатсем, брелоксем, телефон çинчи сăн ÿкерчĕксем... Питĕ хытă чун туртатчĕ унта кайса курма. Тен, çавăнпах эпĕ хамăн ĕмĕте çывхартрăм. Парижа кайса курасси те ăнсăртран пулчĕ. Тăван çĕр çине таврăниччен виçĕ кун кăна юлнăччĕ. Çавăнпа та Париж хулине эпĕ десерт вырăнне хăвартăм. Çав илемлĕ хулана çитмелле тесе хама сăмах патăм. Шухăшлани пурнăçланчĕ. Çывăхах вырнаçманччĕ пулин те унта çитме май тупăнчĕ. Тĕлĕкри пек, анчах та эпĕ Эйфель башнине хирĕç пăхса ларатăп, Сена юхан шывĕн çыранĕпе утатăп, пурнăç çинчен шутлатăп. Уйрăмах эпĕ 20 çул хушшинче мĕн тума пултарни тата малашнехи ĕмĕт- тĕллевсем пирки шухăша каятăп. Телей куççулĕ те тумламсемпех юхать. Эпĕ хамăн ĕмĕте пурнăçа кĕртрĕм- çке. Çакăнта мана атте-анне, пичче питĕ пулăшрĕç.

Халĕ ĕнтĕ тăван ялта, юратнă Чăваш Енре чухне Францири самантсем, çыннисем аса килеççĕ. Çав вăхăтрах, сăмах май, 5 çул каялла «Пурнăç çулĕпе» хаçатра пичетленсе тухнă ман çинчен çырнă статьяна аса илетĕп. Вăл «Ют çĕршыва кайса курма ĕмĕтленетĕп» ятлăччĕ. Халĕ вара манăн ĕмĕт пурнăçланчĕ. Малашнехи çула уçрăм темелле. Суймасăр каласан, испан чĕлхине те вĕренес тăртăм пур. Çавăнпа та ĕмĕтленĕр тата ĕмĕтсем патне ăнтăлни ăна пурнăçлама пулăшать. Пĕр-пĕр май пулсан тÿрех çав самантпа усă курса ĕмĕт-тĕллеве пурнăçлама тăрăшмалла.

Анна Удиванова, Прашкушкăнь ялĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика