Яншихово-Норвашское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каçалсем - Енĕш Нăрвашри музейра

29 марта 2019 г.

Каçалсем - Енĕш Нăрвашри музейра

Иртнĕ кунсенче Каçал енри Йÿç-Шăхаль ялĕнчи ĕç ветеранĕсем (сăн ÿкерчĕкре) Енĕш Нăрвашра пулчĕç. Маларах Комсомольскинчи 1-мĕш тата 2-мĕш номерлĕ шкулсенче вĕренекенсем паллашнăччĕ пирĕн тăрăхпа.

Çулçÿреве Шурут ялĕнче шкул директорĕнче нумай çул ĕçленĕ Геннадий Краснов учитель-пенсионер йĕркеленĕ. Вăл пирĕн ял кĕрÿшĕ. Шăхальти Анатолий Архипов предприниматель хăйĕн çăмăл машинипе илсе килнĕ вĕсене.

Чи малтанах хăнасем музей историйĕпе паллашрĕç, тĕрлĕ пÿлĕмсенчи экспонатсемпе кăсăкланчĕç. Ялта пурăнакансем хальтерех парнеленĕ ĕç хатĕрĕсемпе, хĕрарăмсен капăрлăхĕсемпе, Алексей Майраслов скульптора тата ытти паллă искусство ĕçченĕсене халалланă куравсемпе, малашлăхри ĕç-хĕлпе интересленчĕç. Ĕлĕкхи пурнăçпа çыхăннă ырă йăласене упранин пархатарне пысăка хурса хакларĕç, ятарлă кĕнеке çине тав сăмахĕсем çырса хăварчĕç. «Чăннипех аваллăх управçи сирĕн музей. Наци культурине сыхласа хăварас, малалла аталантарас тĕлĕшпе пысăк ĕç тăватăр. Сирĕнтен вĕренмелли нумай. Пирĕн, аслă ăру çыннисен тивĕçĕ - халăх пуянлăхне çамрăксем валли хăварасси»,-терĕç вĕсем.

Ялти ытти паллă вырăнсене те çитсе курма кăмăл турĕç экскурсие тухнисем. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсене асăнса йĕркеленĕ мемориал комплексĕ - Çĕнтерÿ паркĕ, воин-интернационалистсене халалласа уçнă обелиск çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийĕ парас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика