Яншихово-Норвашское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕ-амăшĕ пекех хисеплĕ

15 марта 2019 г.

Ашшĕ-амăшĕ пекех хисеплĕ

Пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче РСФСР тата ЧАССР тава тивĕçлĕ учителĕ, халăх çут ĕçĕн отличникĕ, Енĕш Нăрваш шкулĕнче пуçламăш классене тата чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ Александра Васильевна Майраслова çуралнăранпа 100 çул çитет.

А.Майраслова 1919 çулта Çĕнçырма ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ялти шкулта, Енĕш Нăрвашри колхоз çамрăкĕсен шкулĕнче вĕреннĕ. Ун хыççăн Канашри педтехникумра пĕлĕвне ÿстернĕ. 1936 çулта çамрăк учителе Нăрвашри вăтам шкулта кĕçĕн классен ачисемпе ĕçлеме янă. Каярахпа ăсталăхне кура Александра Васильевнана историпе чăваш чĕлхи вĕрентме шаннă. Ĕçленĕ хушăрах 1951 çулта Шупашкарти учительсен институтĕнче истори уйрăмне пĕтерсе аслă пĕлÿ илнĕ. Ырă чĕреллĕ, ăшă кăмăл-туйăмлă вĕрентекенĕн чунĕ тин парта хушшине ларакан шăпăрлансемшĕнех тунсăхланă. Вĕсем те ăна тăван амăшĕ вырăнне хурсах юратнă. 1956 çулта А.Майраслована хăй ыйтнипе пуçламăш классенче вĕрентме куçарнă. 1969 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă вăл.

Александра Васильевнана вĕрентÿ ĕçĕнче пысăк çитĕнÿ-сем тунăшăн çÿлерех асăннă хисеплĕ ятсемсĕр пуçне «Ĕçри хастарлăхшăн», «Ĕçре палăрнăшăн» медальсемпе, ЧАССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе, «1941_1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн», «Ĕç ветеранĕ» медальсемпе наградăланă. «РСФСР шкулĕ-сен тава тивĕçлĕ учителĕ» (1967 çулта) хисеплĕ ята тивĕçнисем районта та шутлă кăна. Вăл вара _ вĕсенчен пĕри.

1967 çулта ăна Чăваш АССР Çут ĕç министерствипе вĕрентÿ работникĕсен профсоюзĕн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ. Вăл ăс-тăн панă ачасенчен нумайăшĕ паллă çынсем пулса тăнă.

Мăшăрĕн, вăрçă участникĕн Сергей Петровичăн та кун-çулĕ шкулпа çыхăннă. Физика, математика предмечĕ- сене вĕрентнисĕр пуçне черчени, ĕç урокĕсене ирттернĕ. Туслă мăшăр 40 çул ытла хăнăхнă сукмакпа шкула васканă. Сăмах майăн каласан, С.П.Майрасловăн вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнчи ÿсĕмĕсене хакласа, ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ» учителĕ ят панă. Çак пысăк хисепе ашшĕпе амăшĕн ĕç династине малалла тăсакан ывăлĕ-пе кинĕ, Михаил Сергеевичпа Надежда Петровна Майрасловсем те, тивĕçнĕ. Вĕсем те пурнăç çулне Енĕш Нăрваш шкулĕпе çыхăнтарнă. Тава тивĕçлĕ, хисеплĕ учительсем. Çемье династийĕн ĕç стажĕ ÿссех пырать.

Александра Васильевнан сăнарне ял-йыш, унăн вĕренекенĕ- семпе вĕсен ачисем ырăпа асра тытаççĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика