Яншихово-Норвашское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Енĕш Нăрвашра курав йĕркеленĕ

17 мая 2019 г.

Енĕш Нăрвашра курав йĕркеленĕ

Иртнĕ кунсенче Тĕмерте çуралса ÿснĕ, халĕ Тăвай ялĕнче пурăнакан Владимир Стифонов художник Афганистанран совет çарĕсене илсе тухнăранпа 30 çул çитнине халалласа хăй ÿкернĕ картинисенчен Енĕш Нăрвашри музейра выставка хатĕрленĕ.

Унпа пĕрле Тăвайри краеведени музейĕн заведующийĕ Владимир Федоров та хутшăннă курава. Ялти вăтам шкулти 7-10 классенче вĕренекенсем умĕнче воин-интернационалист хумхануллă калаçу ирттернĕ. Картинăсем ÿкерес ĕçри кăткăслăхсене уçса панă, Афганистанра çар тÿпине пурнăçланă чухнехи хăш-пĕр пулăмсене аса илнĕ. Шкул ачисем, калаçу теми кăсăклă пулнăран, тимлĕ итленĕ воин-интернационалиста. Пулас хÿтĕлевçĕсем унăн çемйи çинчен те ыйтса пĕлнĕ. Сăмах май, мăшăрĕ Роза Георгиевна - ача-пăча врачĕ, чылайранпа ĕнтĕ сывлăх хуралĕнче, сăпайлă та кăмăллă хĕрарăм. Икĕ ача пăхса ÿстернĕ.

Тĕлпулу вăхăтĕнче Енĕш Нăрвашри тата Тăвайĕнчи музей заведующийĕсем педагог-художник çинчен ырă сăмахсем каланă. Çавăн хыççăн шкул ачисем Владимир Николаевичăн «Защитник исламского мира», «Кандагар, долина Аргабада», «После боевой операции под Кандагаром» картинисемпе паллашнă.

Çамрăксене çарпа патриотла воспитани парас ĕçре активлăх кăтартнăшăн В.Н.Стифонова «Ассоциация ветеранов ГСОВГ-ГСВГ-ЗГВ и стран Варшавского договора» обществăлла организацин районти уйрăмĕн Хисеп грамотине парса чысланă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика