Яншихово-Норвашское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăлăхсене - хăйсен хÿттине

16 августа 2019 г.

Тăлăхсене - хăйсен хÿттине

Иртнĕ çул РФ Президенчĕ В.Путин «2024 çулччен Раççей Федерацине аталантармалли наци тĕллевĕсемпе стратегиллĕ задачисем çинчен» Указа алă пуснă. Ăна пурнăçа кĕртме 13 наци проекчĕпе ĕçлеççĕ халь. Вĕсенчен пĕри - «Демографи» проект.

Чăваш Республикинче демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Федераципе регион шайĕнче ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕ парассипе тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ.

Пирĕн республика çемье йăли-йĕркин çирĕплĕхĕпе палăрса тăрать. Паян Чăваш Енре 12600 ытла нумай ачаллă çемье пурăнать.

Çемье ăшши - кашни ачашăн тĕп пуянлăх. Юратакан кил-йышра пурăнма та кăмăллă, кĕтекен çĕре таврăнас та килет. Ытларах çавнашкал ăш пиллĕ çемьесем пурăнаççĕ те пирĕн районти ялсенче.

Енĕш Нăрвашра, ак, тăлăх ачасене усрава илнĕ кил-йышсем пур. Светлана Николаевнапа Владимир Петрович Михайловсем умĕнче чи малтан пуç таясшăн ырă тĕслĕх кăтартнăшăн.

...Вăтăр çул ытла каялла çĕнĕ çемье çавăрнă пĕр-пĕрне ăнланакан, юратакан, пулăшакан каччăпа хĕр.

Каярахпа ывăл çутă тĕнчене килнĕ вĕсен, Леонид ят панă хăйсен тĕпренчĕкне Михайловсем. Çемьеленнĕ вăл халь, Мускавра ĕçлесе пурăнать, кĕçех 30 çулхи юбилейне паллă тăвать.

Енĕш Нăрвашра çирĕп кил хуçалăх йĕркеленĕ Светлана Николаевнапа Владимир Петрович, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахчинче тĕрлĕ çимĕç çитĕнет. Çемье пуçĕ водительте вăй хурать, кил хуçи арăмĕ шкулта газооператор тивĕçĕсене пурнăçлать хĕллехи вăхăтра.

-Пĕррехинче ывăлăмăр тăлăх ача усрава илме, ăна пăхса çитĕнтерме сĕнчĕ. Мăшăр унăн шухăшĕпе килĕшрĕ. Малтан хĕрачана хамăр хÿтте йышăнтăмăр,-калаçăва пуçăнчĕ ырă кăмăллă хĕрарăм.

Алевтина çирĕм çултан иртнĕ халь. Хусанта аслă пĕлÿ илнĕ. Ăслăлăх тĕнчине Санкт-Петербургри аслă шкулта малалла штурмлама пуçлать. Артур та пĕлÿ еннелле туртăнать аппăшĕ пек, Канашри транспортпа энергетика техникумĕ хыççăн Шупашкарти ял хуçалăх академийĕн алăкĕсене уçнă. Сергей вара пиччĕшĕ пĕлÿ илнĕ техникума çул тытнă, 1-мĕш курс пĕтернĕ. Анастасийăпа Мария - пĕр тăвансем. Малтанхи улттăмĕш класра вĕренме пуçлать кăçал, тепри - пиллĕкĕмĕшĕнче.

-Кĕçĕнни те Настя ятлă, иртнĕ вĕренÿ çулĕн-че пуçласа парта хушшине ларчĕ. Хăй лайăх вĕренекен пулассине кăтартса пачĕ. Амăшĕпе калаçтаратăп. «Ăна сирĕн патăрта лайăх»,-тесе хăварчĕ юлашкинчен вăл,-сăмах çăмхине малалла сÿтет С.Михайлова.

Ултă тăлăх ача çитĕнет çапла асăннă çемьере. Вĕсем пĕр-пĕрне пĕр тăван пекех йышăнаççĕ. Килĕнче тăванлăх туйăмĕ хуçаланать, картишĕнчи тата пахчари ĕçсене хаваспах пурнăçлаççĕ пĕрле.

-Пирĕн анне кăмăлĕпе уçă, ĕçре пултаруллă. Утса мар, вĕçсе çÿрет, пур çĕре те ĕлкĕ-рет. Ирех тăрса пире вĕри апат çитерет, унтан хăйĕн ватă амăшне пăхать. Пахча-çимĕç, кил хушшинче тĕрлĕ чечексем лартса ÿстерет. Ял, район пурнăçне хастар хутшăнать. Культура çуртне юрлама-ташлама, спектакльсенче выляма çÿрет. Пире те, ачисене, хăйпе пĕрле уявсене явăçтарать,-каласа кăтартаççĕ усрав илнĕ кĕçĕн хĕрĕсем.

Тĕрлĕ ашшĕ-амăшĕллĕ ачасене, пĕр çĕре пухса, çемье ăшши парнелеме çăмăл мар. Михайловсем сăваплă ĕç тăваççĕ. Ачисене воспитани панă чухне тĕпренчĕксене юрату парнелеççĕ, çынсене хисеплеме хăнăхтараççĕ. Тăлăхсене усрава илнĕ чухне пĕри те чăваш чĕлхине пĕлмен. Пурăна киле хăйсен юратнă ашшĕпе амăшĕ пулма пултарнă çынсен чĕлхине çывăх йышăннă, калаçма хăнăхнă. Улттăшĕ те лайăх паллăсемпе кăна вĕреннине палăртса хăвармалла тата.

-Ачасене мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратса ÿстерме майсем туса памалла. Пирĕ килте ку енĕпе условисем çителĕклĕ. Ĕçлекен çын ырри патне туртăнать. Вĕсем хăйсене йывăрлăхра алă тăсса паракансене манмаççĕ, ÿссе тухса кайсан та килсех çÿреççĕ, тав тăваççĕ. Пирĕн ачасем пурте Тăван çĕршыва юрăхлă çын пуласса шанатпăр мăшăрăмпа,-хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ Светлана Николаевна.

Ял-йыш вĕсене хисеплет. С.Михайлована виççĕмĕш хут ял тăрăхĕн депутатне суйланă, Енĕш Нăрвашри хĕрарăмсен канашĕн председателĕ те вăл. Культура ĕçченĕсемпе уявсем, ытти мероприятисем йĕркелеме хутшăнать. Пулăшу ыйтаканран пăрăнмасть тăлăх ачасен амăшĕ, тивĕçлĕ сĕнÿсем парать. Çемйипе республикăри конкурссене хутшăнса темиçе хут та мала тухнă вĕсем.

Хăйсен пархатарлă ĕçĕн лайăх пĕтĕмлетĕв-не кура тепĕр ача усрава илес тĕллевлĕ Михайловсем.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика