Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăллăха та, йывăрлăха та пĕрле пайлатпăр

06 сентября 2019 г.

Нумай пулмасть "Авангард" хаçатра республикăра "Шкула кайма пулăш" акци пыни пирки пĕлтернĕччĕ. Ăна йĕркелекенĕ - Чăваш Республикинчи çул çитмен ачасемпе тата вĕсен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен Правительство комиссийĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланиччен йывăр шăпаллă çемьесене пулăшас тĕллевпе пуçарнă ыр кăмăллăх акцине эпир те, Шăнкăртамри аксакалсен канашĕн членĕсем, ырласа йышăнтăмăр. Питĕ кирлĕ те сăваплă ĕç тесе шутлатăп çакна. Мĕншĕн тесен паян районти кашни шкултах йывăр шăпаллă, нумай ачаллă, çурма тăлăх е хăр тăлăх çемьерен шкула çỹрекенсем те сахал мар. Шел пулин те вĕренỹ учрежденийĕсенче пĕлỹ илекенсем хушшинче сывлăх тĕлĕшĕнчен сусăр ачасем те пур. Вĕсене çĕнĕ вĕренỹ çулне пĕчĕк парне туни пуриншĕн те пысăк савăнăç. Тĕрĕссипе эпир çак акцие Шăнкăртамри аксакалсен канашĕ пуçарнипе тăваттăмĕш çул йĕркелетпĕр. Çак кунсенче çеç уйрăм предпринимательсем, хастарсем пуçтарнă укçа-тенке ялти икĕ вăтам шкулта вĕренекен 21 ачана, унсăр пуçне Кзыл Камышра, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула вĕренме çỹрекенсене (3 ачана) кашнине 3500шер тенкĕ парса пулăшрăмăр. Чылайăшĕ унпа шкул тумне, канцеляри таварне туянаççĕ.

Ял халăхĕ кирек мĕнле ыйтăва татса панă çĕрте те пысăк вăй шутланать. Шăнкăртамсем чылай чухне йывăрлăха та, савăнăçа та пĕрле пайлаççĕ. Çакă чăн малтанах ял халăхĕн туслăхне, тăванлăхне çирĕплетет. Çавăн пекех пирĕн канаш ялта 80, 85, 90 çул тултаракан аксакалсене те уйрăммăн саламлать, вĕсене пурне те салам çырăвĕпе пĕрлех хитре тюбетейка, мечĕт ỹкерчĕкне парнелетпĕр. Ку вăл аслă ăру çыннисене хисеплени, сума суни те. Çамрăксемшĕн вара ырă та пархатарлă тĕслĕх.

Р. Хафизов, Шăнкăртамри аксакалсен канашĕн председателĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика