Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урмаелĕнче çĕнĕ ача сачĕ хута кайрĕ

06 сентября 2019 г.

Ял урамĕсенче ачасем хаваслăн чупса, выляса савăннине, çамрăк амăшĕсем ача кÿмисемпе уçăлса çÿренине курсан иккĕленмесĕрех калама пулать: ял пурăнать, унăн пуласлăхĕ пур. Урмаел ялне пырса кĕрсен те ялăн çутă пуласлăхĕ иккĕлентермест. Çамрăк çемьесем тăван тăрăхрах тĕпленсе кермен пек кил-çуртсем çавăраççĕ, ача йышлăн çуратаççĕ. Çавна май ялта ача сачĕ çителĕксĕр пулни çамрăк ашшĕ-амăшĕсене чылай пăшăрхантаратчĕ. Халĕ вара ку ыйтăва татса пама май килчĕ. Сентябрĕн 3-мĕшĕ Урмаелĕнче пурăнакансемшĕн пысăк уява çаврăнчĕ: çак кун çĕнĕ садикĕн алăкĕсем уçăлса хăнасене йышăнчĕç.
Савăнăçлă мероприятие районтан çеç мар, республикăн тĕп хулинчен те хаклă хăнасем килсе çитрĕç. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов çĕнĕ ача садне уçнă çĕре хутшăнса ял çыннисене çак савăнăçлă пулăмпа кăмăлтан саламларĕç. Çавăн пекех мероприятие ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Урмаел ял поселенийĕн пуçлăхĕ Минзаит Зайнуллин, «Булат» ОООн генеральнăй директорĕ Ринат Абдулвалеев тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Михаил Игнатьев хăйĕн саламлă сăмахĕнче çĕнĕ ача садне уçни ялти демографи лару-тăрăвĕ питĕ аваннине çирĕплетнине палăртрĕ. Çакăн çине вара муниципалитет ăнăçлăн аталанса пыни те витĕм кÿрет. «Республика бюджетĕнчен Комсомольски районне чылай укçа-тенкĕ уйăратпăр. 2012 çултанпа çак районта виççĕмĕш ача сачĕ уçрăмăр. Республикипе илес пулсан вара, çак хушăра пурĕ шкул çулне çитменнисен 44 учрежденийĕ хута кайнă. Урмаел ялĕнче авалхи йăласене халĕ те тытса пыраççĕ: çирĕп çемьесем çавăраççĕ, ача-пăча йышлă çуратаççĕ. Инициативлă, ĕçчен те тăрăшуллă çынсене пулăшас килсех тăрать», — терĕ вăл.
110 вырăнлăх ача садне «Демографи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн тунă. Строительство валли 93 миллион тенкĕ уйăрнă. Ачасене аталанма кунта пур услови те пур: хăтлă пÿлĕмсем, спорт тата музыка залĕсем, медицина блокĕ… Ачасемпе психолог тата логопед ĕçлеççĕ.
Михаил Игнатьев туса ирттернĕ строительство ĕçĕсен пахалăхне хакларĕ, воспитательсемпе, ачасемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе калаçрĕ. «Çак ача садне хута яни — мĕн тери пысăк савăнăç. Эпир хаваспах унта хамăрăн ачасене яратпăр. Пурне те питĕ пысăк тав, пирĕн савăнăçа сăмахпа каласа пама та çук», — уçрĕç шухăшне ял çыннисем.

Н.КАЛАШНИКОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика