Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » М.Игнатьев вырма ĕçĕсемпе паллашнă

06 сентября 2019 г.

Кăçал «Урожай» колхоз 1535 гектар çинче пĕрчĕллĕ культурăсем çитĕнтернĕ. Хуçалăх председателĕ Алексей Ершов пĕлтернĕ тăрăх, вырма ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ, пуçтарса кĕртмелли нумай та юлман. Хальлĕхе пурĕ 4057 тонна тырă пÿлмесене кĕнĕ. Вăтам тухăç 28,4 центнерпа танлашать.
Вырма вĕçленсе пырать пулин те, колхозра тăрăшакансен ĕç нумай-ха. Халĕ шăпах хĕрсех кĕрхисене акаççĕ. Пуян тухăç илес тесен чылай тăрăшма тивет. Пусă çаврăнăшне тĕрĕс йĕркелени, агротехника условийĕсене пăхăнни, вырмана тĕплĕн хатĕрленни, пысăк квалификациллĕ кадрсемпе ĕçе тухни — ĕç ăнса пытăр тесен кашни япалана шута илес пулать.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов «Урожай» колхоз халăхран хаклă хакпа сĕт туянакансенчен пĕри пулнине палăртнă. Хуçалăх кашни литршăн 20 тенкĕрен каярах нихăçан та тÿлемест. Çакă вара килти хуçалăхсене аталантарма, ял çыннисене ĕнесем ытларах усрама хавхалантарать.
Михаил Игнатьев уйсенчи тирпейлĕхпе тасалăха палăртса Алексей Ершова хуçалăх ĕçне пĕлсе, çÿллĕ шайра йĕркелесе пынăшăн тав тунă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика