Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Комсомольском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ачапа ларакансен вĕренме май пур

30 августа 2019 г.

Ачапа килте ларнă вăхăтра чылайăшĕ хăйĕн ĕçĕ çине урăх куçпа пăхма пултарать. Ĕç килĕшет е çук, тен, урăх профессие алла илсен аванрах, тен, хушма пĕлÿ кирлĕ?
Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ача виçĕ çул тултариччен килте ларакан хĕрарăмсене профессие вĕрентес тата хушма пĕлÿ парас енĕпе ятарлă программа пурнăçа кĕртет. Кăçал 4 хĕрарăм унпа усă курса «1С: Предприятие 8», «1С: Бухгалтерия» тата «Оператор ЭВ и ВМ со знанием 1С: Торговый учет» специальноçсемпе хушма пĕлÿ илнĕ. Вĕсенчен 3-шĕн ĕç вырăнĕ пур.
Вĕреннĕ вăхăтра хĕрарăмсене уйăхсерен 1500 тенкĕ стипенди тÿлеççĕ. Хушма пĕлÿ илнине ятарлă документ парса çирĕплетеççĕ.
Тĕплĕнрех пĕлес тесен çак адреспа пыма: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 29-мĕш çурт, 2-мĕш кабинет е 5-13-79, 8-960-311-93-14 телефонсемпе шăнкăравлама пулать.
Т.ВОЛКОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика