Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Александр Игнатьев ячĕпе – турнир

27 августа 2019 г.

Сител ялĕнче пурăнакансем спорта малти вырăна хураççĕ. Сывлăха çирĕплетес тесе тётёшах тĕрлĕ мероприяти ирттерме тăрăшаççĕ. Акă, августăн 24-мĕшĕнче республикăра Сывлăх кунĕ иртнĕ май Чечен вăрçинче пулнă Александр Игнатьев кубокне çĕнсе илессишĕн  волейболла вылярĕç. Ăна çитĕнсе пыракан ăру хамăр хушăмăрти паттăрсене асра тытччăр, вĕсенче патриотлăх туртăмĕ аталантăр тата çамрăксене сывă пурнăç йĕркине мала хума хăнăхтарас тесе йĕркелерĕç.    Çулран çул вăй илсе пыракан турнир кăçалхипе виççĕмĕш хут иртрĕ. Унта Сителти тата кÿршĕ ялти командăсем куçса çÿрекен кубока çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç.

 Ăмăртăва хутшăннисене, курма килнисене, Александр Игнатьевăн ашшĕ-амăшне, тăванĕсене, çавăн пекех волейбола юратакансене Первомайски ял тăрăхĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Юрий Степанов, тулли мар яваплă «Сидели» пĕрлешӱ ертÿçи Александр Иванов саламласа турнир шайне çулран-çул ÿстерсе, аталантарса пыма сунчĕç.

 Вăйăсем хĕрÿ тупăшура иртрĕç. Спортсменсем чăннипех маттур выляма пултарнине турнирăн кашни самантĕнчех çирĕплетсе пачĕç. Çапла иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Сител ялĕн «Сидели 1», «Сидели 2» командăсем пайларĕç. Нăрваш Шăхалĕнчен килнĕ спортсменсем вара кубока тивĕçрĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле техĕмлĕ те тутлă шÿрпепе сăйланчĕç.

И. Лякова

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика