Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Комплекс çитĕнĕвĕсем халĕ те асрах

27 августа 2019 г.

КПирĕн тăрăхра çулсерен патшалăха çĕршер тонна аш-какай хатĕрлесе панă сысна самăртакан "Южное" предприяти пирки илтмен çын çук та пулĕ. Паян та унта ĕçленисем çав вăхăтсене ырăпа аса илеççĕ.

"Южное" комплекса 40 çул каялла районти "Гвардеец" колхозăн виççĕмĕш комплекслă бригадин (Кивĕ Ахпỹрт) çĕрĕ çинче хута яма палăртнă. 1973 çулхи ноябрьте пĕрремĕш шалчине çапнă. Çакна пурнăçлама Г. Хураськин, Р. Мыльникова, И. Яковлев, В. Плешков çамрăк строительсене шаннă. Темиçе кунтанах никĕсне янă. Объекта Г. Хураськин ертсе пынă.

Строительство ĕçĕсем пынă вăхăтрах çĕнĕ комплекс валли ертỹçĕ шырама пикеннĕ. Ял хуçалăхĕнче нумай çул тăрăшакан, ĕç колективĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлекен И. Арланова çак яваплă тивĕçе шаннă. Хушнине яланах тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлама хăнăхнă Иван Николаевич пысăк хастарлăхпа вăй хума пуçланă. Вăл кадрсем пуçтарассипе те тимленĕ.

Пĕр шухăшлăн пулса тăрăшнăран 1978 çул тĕлне "Южное" комплекса хута яма хатĕрлесе çитернĕ. Декабрĕн 20-мĕшĕнче 60-70 килограмлă 150 пуç сысна "Гвардеец" колхозăн виççĕмĕш комплекслă бригадăн ферминчен илсе килнĕ. Вĕсене С. Зайцев специалист йышăннă.

Малтанласа йыш сахалтарах пулнă, анчах технологие пăхăнса ĕçленĕрен тата вăй хуракансем тăрăшуллă пулнăран кĕске вăхăтрах 650 пуçа çитнĕ.

Комплексăн хăвачĕ пуррине шута илсе çура туса илекен цех уçма йышăннă. Аçасем кирлĕ пулнăран вĕсене 1979 çулхи март уйăхĕнче илсе килнĕ. Çав çулах амасене пĕтĕлентерме пуçланă. Чи малтанах 718 çура илнĕ. 1980 çул тĕлне- 3500.

Республикăри сысна самăртакан 12 комплекс хушшинче йĕркеленĕ социализмла ăмăртура "Южное" предприяти пĕрремĕш вырăн йышăнса куçса çỹрекен вымпела тивĕçнĕ.

Пĕр-пĕрин опычĕпе, çура нумайрах илмелли технологипе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе 1978 çулхи май уйăхĕнче çура илессипе ĕçлекен цех начальникĕпе А. Скворцовпа Г. Скворцова оператор Мускав облаçĕнчи "Кузнецовский" сысна комплексне, Пĕтĕм Союзри ăсталăха ỹстерекен шкула кайса килнĕ. Унтан таврăнсан вырăнта çĕнĕлĕхсемпе усă курма пикеннĕ. Выльăх апачĕн никĕсне туса хуни, ăратлăх çине тимлĕх уйăрни умри тĕллевсене туллин пурнăçлама пулăшнă.

Ĕçченсем те тăрăшулăхпа палăрнă. Уйрăмах Н. Юмановпа Е. Юманова зоотехниксене, А. Данилов тĕп инженера, В. Федоров тĕп энергетика, çамрăк сыснасемпе ĕçлекен цех начальникне С. Зайцева, Р. Ялалетдинов ветеринари врачне, И. Козловăпа З. Петрова ветеринарсене, сыснасене искусствăлла майпа йăхтаракан Г. Скворцовăпа Е. Салмина операторсене, В. Савдеров слесарь-наладчика, апатпа тивĕçтерекен цех ĕçченĕсене Б. Иоргачевпа Н. Торговцева, П. Рыбкин, П. Плешков операторсене, Н. Мазяковпа Г. Плешков водительсене, Г. Быков, А. Шайкин, А. Пыркин трактористсене те асăнса хăвармалла.

Предприяти 1986 çулта подряд меслечĕ çине куçнă, çавна май çитĕнỹсем те ытларах пулнă. Кашни çулах çурасем планпа пăхнинчен ытларах илнĕ: 1200-1400 сутнă. 1986-1987 çулсенчи кăтартупа Л. Салмина оператора "Ĕçри хастарлăхшăн" медальпе, В. Мазякова оператора "Хисеп Палли" орденпа чысланă.

1987 çулхине "Южное" предприятин çура илессипе ĕçлекен цехĕ СССР Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкин II степеньлĕ дипломне тивĕçнĕ. В. Мазякова, Л. Салмина - СССР Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкин ылтăн, А. Скворцов- кĕмĕл, Г. Скворцова, Ю. Рогин, В. Савдеров пăхăр медалĕсене илнĕ.

Комплекс аталанса, хăватланса пынă. Ĕçлеме условисем лайăх пулнăран, тивĕçлĕ тỹленĕрен çынсем хаваспах кунта çỹренĕ. Тĕрлĕ ялтан килекенсене Г. Рыбкинпа В. Салмин водительсем автобуспа турттарнă. Вăй хуракансен пурнăçне интереслĕ тăвас тесе концертсем, кружоксем йĕркеленĕ. Хуласене экскурсисене, театр курма çỹренĕ

"Южное" предприяти Кивĕ Ахпỹрти шкулпа та тачă çыхăну тытнă. Вĕренекенсем пĕр-пĕрин хушшинче ăмăртса выльăх апачĕ хатĕрленĕ, администраци çуртне тул енчен тирпейлеме пулăшнă. Аслисем вĕсене Ульяновск, Шупашкар тата ытти хуласене çитсе курма майсем туса панă.

А. Скворцов, ĕç ветеранĕ

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика