Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăха йышпа çĕнме çăмăлрах

23 августа 2019 г.

Паянхи пурнăçа çынсем тĕрлĕрен хак параççĕ пулин те, вăл начар еннелле мар, çулсеренех лайăх улшăнусем хушăнса пыни куç умĕнче. Районта ялсем çĕнелни, капăрланни, хăтлăланни, çынсем çĕнĕрен те çĕнĕ, хула условийĕсенчен кая мар çуртсенче пурăнни, чаплă та хăватлă автомашинăсемпе çỹрени тата ытти те çакнах çирĕплетсе параççĕ.

Çĕр çинче общество аталанăвĕн кирек хăш тапхăрĕнче те йывăрлăхсăр пулман, паллах. Анчах кирек мĕнле чăрмава та, пăтăрмаха та ушкăнпа пĕр чĕлхе тупса çĕнтерни пулăшнă. Паян та çавах.

Хальхи вăхăтра та ял тăрăхĕсенче татса памалли ыйтусем сахал мар тĕл пулаççĕ. Çынсем ку тĕлĕшпе ахаль те хастар пулнине те пытараймăн. Кулленхи пурнăçпа çыхăннă кирек мĕнле ыйтупа та тỹрех ял тăрăхне утаççĕ. Çапла вара вырăнти хăй тытăмлăх органĕн çемьери шăкăр-макăртан пуçласа инфратытăма çĕнетес, çĕрпе тухăçлă усă курас, урамсенче тирпей-илеме тытса тăрас, çав вăхăтрах пысăк стройкăсем тăвас ыйтусене те татса пама тивет. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕпе халăх хушшинчи çыхăнăва тата ытларах çирĕплетес, ял çыннипе хутшăнса нумайрах усăллă та кирлĕ ĕç пурнăçлас тĕллевпе халăх суйланă депутатсемпе пĕрлех ял старостисем те пысăк вăй пулса тăраççĕ.

Кивĕ Ахпỹртри Алексей Алексеевич Логунова çак тăрăхра пурăнакансем чылайăшĕ ялти шкул директорĕпе кăна мар, общество хастарĕ, ыр кăмăллăх управçи, хисеплĕ староста пулнипе пĕлеççĕ. Вăл ял халăхĕшĕн вырăнта ĕçлекен ертỹçĕ çеç мар, вĕсене тĕрлĕ ыйтăва пурнăçа кĕртме "васкавлă пулăшу" паракан та, çынсене ырă сĕнỹпе пулăшакан та, пархатарлă ĕçсен авторĕ те. Çавăнпа та халăхшăн пурнăçлакан ĕçсем пирки сăмах пуçарсан вăл пĕрин хыççăн теприне çăмăллăнах аса илсе каласа пачĕ.

- Сăмахăма чи сăваплă ĕçрен - пĕрлехи вăйпа тăванăмăрсем канлĕх тупнă масара тирпейлесе тăнинчен пикенем. Кăçал кунта халăх вăйĕпе çĕнĕ пỹрт турăмăр, чылай ялти пекех картисене улăштартăмăр. Çуркуннепе кĕркунне ял çыннисемпе субботник ирттересси те ырă йăлара,-пуçларĕ хăйĕн калаçăвне "халăх тарçи".

Туçа ял тăрăхне кĕрекен Кивĕ Ахпỹрт юлашки çулсенче самай çĕнелчĕ, капăрланчĕ. Кунта тĕпрен юсанă шкул çурчĕ, "культура вучахĕ", республикăри ятарлă программăпа тунă фельдшерпа акушер пункчĕ паян ял халăхне тивĕçтерекен социаллă культура объекчĕсем шутланаççĕ. Пысăк программăсене район, ял тăрăх шайĕнче татса панисĕр пуçне вырăнта вак ыйтусемпе те сахал мар ĕçлеме тивет. Вĕсене Алексей Логунов хăйĕн обществăлла тивĕçĕпе, ыр кăмăллăхĕпе, çав вăхăтрах халăх хисепĕпе усă курса пурнăçлама тăрăшать.

Акă, темиçе çул каялла ял вĕçĕнче çỹп-çап купи "Улăп тăпри" пекех пулса кайнăччĕ. Ỹркенмен тата намăс-симĕсрен хĕрелменнисем пурте хуçалăхра пуçтарăнакан ăпăр-тапăра çав вырăна пырса пăрахнă. Унта халĕ çỹп-çап йĕрĕ те юлман. Староста лаптăка хăй вăйĕпех пăхса, çулса, тирпейлесе тăрать. Луговая урамри пилеш йывăççисем те çак хастар тăрăшнипех йăл илнĕ. Паян вĕсем ырă çынна пуç тайнăн, кашниех хĕп-хĕрлĕ çырлисемпе савăнтараççĕ.

Ял çыннисем хăйсен пăшăрханăвне ун патне çитернине çиелтен çеç итлесе тăма хăнăхман общественник. Аялти касра пурăнакансем каçса çỹрекен кĕпер ыйтăвне хускатсан та вăл çийĕнчех ĕçе пикеннĕ. Паян вара унтан çуран çỹрекенсем те, автомашинăпа çула тухнисем те кăмăлтан каçса çỹреççĕ. Е тата тепĕр тĕслĕх. Кивĕ Ахпỹртсен ял уявне ирттермелли ятарлă вырăн, хăш-пĕр ялсенчи пек уйрăм стадион çук темелле. Вĕсем шкул территорийĕ шутланакан лапамрах пĕрлехи савăнăçа пайлаççĕ, ял уявĕсене, хĕле ăсатнине, спорт мероприятийĕсене ирттереççĕ. Ку таранччен кунта сцена та пулман. Нумай пулмасть вара вăл хăйĕн вăйĕпе сценăна тирпейлеттернĕ, поликарбонатпа витсе хăтлăлатнă. Ырă çыннăн сăваплă ĕçне курса Туçа чиркĕвĕн настоятелĕ Николай Марков протоиерей те уçланкăра туалет туса панă. Халăх йышлă пуçтарăнакан вырăнта вăл кирлех. Çывăх вăхăтра кунта автомашинăсем кĕрсе тухмалли тата вĕсене лартмалли ятарлă вырăнне тăвасшăн. Луговая тата Наречная урамсен пĕр пайне кĕрекен çула вак чул сарса тирпейлеттернинче те ял старостин тивлечĕ пысăк.

- Кирек мĕнле пуçарура та эпĕ чăн малтан хам ырă тĕслĕх пулма тăрăшатăп. Кирлĕ пулсан вĕсемпе юнашар тăрса ĕçлетĕп, укçа-тенкĕ пуçтармалли чухне те чăн малтан хам "çăмăл алăллă" пулма тăрăшатăп.Ял халăхĕ пурте пĕр çын пек кар тăма пултарайманни паллă ĕнтĕ. Çапах та йывăрлăха йышпа çĕнтерме пулнине ăнланакансем сахал мар. Акă, Алексейпе Игорь Мальцевсем, Анатолий Кошкин, Николай Марков протоиерей, хамăн Дмитрий ывăлăм, "Люсия" магазин тăтăшах ялта иртекен спорт, культура мероприятийĕсен спонсорĕсем пулаççĕ, ăмăртăва хутшăнакансене кăмăлтан хавхалантараççĕ. Хальхи вăхăтра предпринимательсен, уйрăм хастарсен пулăшăвĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. Сăмах май каласан, маларах вунă çул ытла предприниматель пулнă чухне те (халĕ те çавах) эпĕ тăтăшах сăваплă ĕçсемшĕн кар тăнă. Çынна, халăха ырă туни ырăпах таврăнать,- хăйĕн шухăшне малалла тăсрĕ староста.

Ял вĕçĕнчи тỹремре ларакан капăр шкулпа юнашарах хоккей площадки те пур. Ăна шкул директорĕ тата общественник тăрăшнипе вĕрентỹ учрежденине юсанă хыççăн юлнă строительство материалĕсенчен ăсталаса хунă, çутă та илсе пынă. Хĕл каçа кунта ача-пăча çеç мар, аслисем те хоккейла выляса савăнаççĕ. Урăхла каласан, ним çукран нимĕр тенĕ евĕр, ялта сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансемшĕн кăмăлланă вырăн пулма та ĕлкĕрнĕ хоккей площадки.

Тепĕр çĕнĕлĕх пирки те асăнса хăварас килет. А. Логунов хăйне халăх обществăлла тивĕçе пурнăçлама шаннă хыççăнах ял çыннин шухăш-кăмăлне пĕлме, вĕсен сĕнĕвĕсене власть патне çитерме ятарлă ещĕк уçнă. Вăл центрти магазинта çакăнса тăрать. Унта вара кирек кам та хăйĕн сĕнĕвне, ырă шухăшне е критикине ятне палăртмасăрах çырса яма пултарать. Икĕ-виçĕ эрнере пĕрре уçакан "почта çырăвĕсем" староста ĕçĕнче çеç мар, ял тăрăх ĕçĕнче те пысăк витĕм кỹреççĕ.

А. Егорова

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика