Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПАТШАЛĂХ ВĔРЕНМЕ ПУЛĂШАТЬ

17 августа 2019 г.

Пенси çулне çитсе пыракансем регионти «Аслă ăрури çынсем» проектпа килĕшÿллĕн профессие вĕренме пултараççĕ. Çакă вĕсене çĕнĕ технологисемпе усă курма, çĕнĕ программăсемпе ĕçлеме, квалификаци разрядне е категори илме, малтанхи вырăнтах малалла ĕçлеме е çĕнĕ ĕçе пуçăнма май парать.

Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр «Аслă ăрури çынсем» федераллă проектпа тата «Демографи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пенси вăхăтне çитеймен çынсем валли ятарлă професси илме тата професси пĕлĕвне аталантарма май пуррине пĕлтерет.

Пенси çулне çитменнисен шутне пенсие кайма 5 çул юлнă çынсем кĕреççĕ.

Тивĕçлĕ канăва тухман çак çынсем пĕлÿ илме пултараççĕ:

– предприяти, организаци ĕçченĕсем;

– ĕçсĕр граждансем, ĕç шыраса ĕçпе тивĕçтерекен ятарлă службăсемпе çыхăнманнисем.

Хальхи вăхăтра ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă пенси çулне çитмен 2 çынна вĕренме янă.

Асăннă патшалăх пулăшăвĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлес тесен çак адреспа çитмелле: Елчĕк ялĕ, Октябрь урамĕ, 13-мĕш çурт. Телефонпа ыйтса пĕлес тесен 2-51-67, 2-58-43 номерсемпе шăнкăравламалла.

О.МИСЯКОВА,
районти ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕ.

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика