Турмышский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур çулхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ

09 августа 2019 г.

Çур çулхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ

Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче пирĕн районта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пулнă. Вăл «Аниш»-Енĕш Нăрваш автомобиль çулĕ çинче тата Енĕш Нăрвашри вăтам шкулта юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе, Тăрмăш ялĕнче сквер тунипе паллашнă сăн ÿкерчĕкре, Тăвай районĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2019 çулхи I çур çулĕн итогĕсене сÿтсе явнă канашлăва хутшăннă. Итогсем тата II çурçулхи задачăсем çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке доклад туса панă. Вăл бюджет политикин тĕп параметрĕсем, ял хуçалăхĕ, вак тата вăтам предпринимательлĕх епле вăй илсе пыни, строительствăпа çул-йĕр хуçалăхĕ, ĕç рынокĕнчи лару-тăру, сывлăх сыхлавĕ, вĕренÿ, культура, физкультурăпа спорт сферисенчи программăсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. 2019 çулта наци проекчĕсене пурнăçланă никĕс çинче районăн социаллă сферин, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕн, ял инфраструктурин чылай объектне çĕнетсе лайăхлатмашкăн майсем пулса тăнă. Муниципаллă 17 программăпа укçа-тенкĕ уйăрнă. Унăн пĕтĕмĕшле сумми 162 млн. та 906 пин тенкĕпе танлашнă.

2019 çулхи ултă уйăхра тĕп капитала хывнă инвестицисен калăпăшĕ 68,9 млн. тенкĕ-не çитнĕ, иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен ÿснĕ.

Ял хуçалăхĕнче пĕтĕмĕшле хакĕпе 133 млн. та 800 пин тенкĕлĕх 6 инвестици проектне пурнăçа кĕртессипе малалла ĕçлеççĕ.

Районта бюджет пуçарулăхĕн программипе те кăçал ĕçсем умĕнхи çулхинчен чылай ăнăçлăрах пыраççĕ, пĕтĕмĕшле 18 млн. та 124 пин тенкĕлĕх 29 проекта пурнăçа кĕртеççĕ.

Вĕренÿ организацийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме 36 млн. та 936 пин тенкĕ янă.

Вырăнти автоçулсене тĕп юсав тăваççĕ. Çак тĕллевпе 2019 çулта 55 млн. та 175 пин тенкĕпе усă курма пăхнă, çав шутран 6 млн. та 217 пин тенки - вырăнти бюджетăн.

Хăш-хăш сферăра тата ытларах вăй хурса ĕçлемеллине кăтартса панă докладчик, районшăн, çынсемшĕн пархатарлă ĕçсем малашне те вăй илсе аталансах пырасса шанса тăнине палăртнă.

Канашлура çавăн пекех «Шупашкарти элеватор» филиал директорĕ Александр Дмитриев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин, Тăвай районĕн пуçлăхĕ Александр Шакин сăмах каланă.

Муниципалитетăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене ытти районсеннипе танлаштарса ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов районта демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси, инвестици илĕртÿлĕхне ÿстересси, экономикăна аталантарма, харпăр хăй ĕçне йĕркелеме тата çĕнĕ ĕç вырĕнĕсем туса хума пур енлĕ пулăшусем парасси чи пĕлтерĕшлĕ задачăсем пулса тăнине кăтартса панă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429281, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Турмыши, ул.Советская, д.14
Телефон: 8(83548) 2-53-02
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика