Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача амăшĕ-геройĕн 11 ача, 43 мăнук!

16 августа 2019 г.

Çак кунсенче ырă йăла-йĕркене малалла тăсса район администрацийĕн тата Первомайски ял тăрăх администрацийĕн ушкăнĕ - район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай начальникĕ Виктор Львов, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи Наталия Никитина, Первомайски ял тăрăх администрацийĕн специалисчĕ Валентина Ильина - Сителти Наталия Петровна Соколова ача амăшĕ-геройне, тыл хастарне, ĕç ветеранне 90 çул тултарнă ятпа саламланă. Хисеплĕ хĕрарăмăн пурнăçĕ çăмăлах иртмен пулин те, паян унăн мухтанмалли, мăнаçланмалли нумай, сăлтавĕ те пысăк. Наталия Петровнăн 11 ача, 43 мăнук! Куç тулли савăнăç чунтанах хавхалантарать паян амăшне.

- Ватă çынсене патшалăх пысăк тимлĕх уйăрнăшăн, тĕрлĕрен çăмăллăх панăшăн тав тăватăп. Вăхăтĕнче ырми-канми тăрăшни, ачасене ура çине тăратса тĕрĕс çул çине кăларни харама каймарĕ. Ĕç çынна илем кỹрет çеç мар, пурнăçра тирпейленсе пурăнма та пулăшать. Çавăнпа та пурте хăйсен вырăнĕнче тăрăшса ĕçлемелле,- тет ĕç ветеранĕ кăмăлтан хăйне юбилей ячĕпе саламлама килнисене ырă сунса.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика