Новочурашевское сельское поселение Ибресинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пучинке çийĕн чан сасси инçене саланать

14 августа 2019 г.

Эрнекун, çурла уйă­хĕн 9-мĕшĕнче, православи тĕнĕн уявĕсен календарĕпе сăваплă великомученик тата сиплевçĕ Пантелеймон кунне паллă тунă май, Улатăр тата Пăрачкав епископĕ Феодор атте Кĕлĕмкассинчи Таса Турă Амăшĕн Пукрав чиркĕвĕнче литурги ирттерчĕ. Ку чина йĕркелеме ăна çÿлерех асăннă чирку настоятелĕ Пан­телеймон протоиерей пулăшса пычĕ.

Унтан вĕсем Пучинкери Çветтуй Троица тата Богоявлени часовнине килсе çитрĕç. Часовньăна нумай пулмасть вырнаçтарса лартнă чансене Турă шывĕпе пĕрĕхсе сăвапларĕç.

Тĕн йăли-йĕркипе туса ирттернĕ чина район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Горбунов, район администрацийĕн информатизаципе социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Людмила Константа, Пучинке ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Фе­доров тата ыт. те хутшăнчĕç.

Улатăр тата Пăрачкав епископĕ Феодор чансене сăвапланă хыççăн Çветтуй Вла­дыка прихут çыннисен умĕнче сăмах тухса каларĕ, çветтуй великомученик Пантелей­мон вуланă кĕлĕсем ырăĕçсем тума хавхалантарса пыни çинчен аса илтерчĕ. Ун­тан кунта пуçтарăннăçынсене пурне те ырлăх-сывлăх сунса пиллерĕ.

Ун хыççăн сăвапланă чансене пуçласа пĕрремĕш хут çапма Улатăр тата Пăрачкав епископне, Çветтуй атте Феодора, район администрацийĕн пуçлăхне Сергей Горбунова, Пучинке ял тăрăхĕн пуçлăхне Николай Фе­дорова, «Красный партизан» колхоз председательне Николай Иванова, попечительсен канашĕн хастар члене Анатолий Петрова, Пу­чинкери сĕт завочĕн генеральнăй директорне Андрей Кондрашина - чыс тухрĕ.

Часовньăна пысăклатса чансем вырнаçтарас ĕçе ха­стар хутшăннăшăн, укçа-тенкĕпе тĕрев панăшăн, нимелле тунă пысăк ĕçе хăйсен тÿпине хывнăшăн нумай-нумай çын адресĕпе тав сăма- хĕсем янăрарĕççав кун. Ча­совня çумне тĕртсе тепĕр çурт хăпартма, чансем хатĕрлеттерсе турттарса килме, вырнаçтарса лартма пулăшнăшăн Владыка аллинчен архиерей грамотисене сĕт завочĕн генеральнăй директорĕ Андрей Кондрашин, Андрей Рузаев уйрăм предпринима­тель, «Мебель» ООО ертÿçи Сергей Губанов, попечительсен канашĕн ертÿçи Вера Егорова тивĕçрĕç. Çавăн пекех часовньăри мĕнпур ĕçсене пĕлсе тата пахалăхлăн пурнăçлассине йĕркеле­се пынă Анатолий Петров, районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Людмила Кон­станта, «Красный партизан» колхоз председателĕ Нико­лай Иванов, ялти вăтам шкулпа ача сачĕн коллективĕсем, хамăр тата куршĕллĕ ялсенче пурăнакан, часов­ньăна тума, чансем туянма укçа-тенкĕ пухса панă ырă кăмăлла мĕнпур çынсем ăшă сăмаха тивĕçеççĕ.

     Кĕлĕмкассинчи Таса Турă Амăшĕн Пукрав чиркĕвĕннастоятелĕ Панте­леймон протоиерей, сăмах илсе, вăхăт иртнĕ май тата халăх тăрăшнипе ку часовньăран чирку те пулса тăрасса шаннине палăртрĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Горбунов Пу­чинкери часовньăн чанĕсене Турă шывĕпе сăваплас чина пурнăçлама хутшăннисене пурне те ăшпиллĕн тав турĕ.

Хамăр тăрăхри тата таврари ялсенче пурăнакансен ĕмĕчĕ тулчĕ, малашне ча­совньăн чанĕсен сасси Пу­чинке çийĕн аякка юхса саланĕ, эпир кĕлтунисене çулти Турă патне çитерĕ.

 

 

Источник: За победу

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика