Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăнкăртамра çỹп-çап çуках-ши?

02 августа 2019 г.

Шăнкăртамра çỹп-çап çуках-ши?

Иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕнченпех, "МВК "Экоцентр" пĕрлешỹ çỹп-çапшăн квитанци пама пикеннĕренпех, районта ăпăр-тапăра пухнăшăн тỹлессипе тĕрлĕ ыйту сиксе тухать. Çĕнĕлĕхе тата хака уйрăмах Шăнкăртамсем хирĕçлерĕç, ялти урамсене вырнаçтарнă контейнерсене кутăн май çавăра-çавăра лартрĕç.

Халăх шухăш-кăмăлне шута илсе кунта ял тăрăхĕнчен илсе тухакан хытă каяш калăпăшне виçме йышăннăччĕ. Унтанпа çур çул ытла та иртрĕ, ятарлă комисси вăхăтран-вăхăта рейдсем йĕркелесех тăрать. Июлĕн 11-мĕшĕнче комисси членĕсем халăх илсе тухса хунă çỹп-çапа черетлĕ хут виçнĕ. Тĕлĕнмелле пек те, анчах та районти чи пысăк ялта вăл 740 килограмм çеç пулнă! Шăнкăртамра чăннипех те хытă каяш çук тейĕн, анчах кăшт каярах, июлĕн 25-мĕшĕнче, черетсĕр рейд йĕркеленĕ. Хальхинче вара ăпăр-тапăр виçи 2 тонна та 580 килограмах çитнĕ! Мĕнле-ха капла? Ăçтан тупăннă? Çỹп-çап кăна мар, контейнерсене пачах пăрахма юраман япаласене те кăларса хума вăтанман. Çакна Симбирская урама вырнаçтарнă пысăк савăтра выльăх-чĕрлĕх ăш-чикки çирĕплетнĕ. Çавăн пекех кутăн тỹнтернĕ ещчĕксем çумĕнче килтен тухакан тислĕк миххи-миххипе выртнă.

Хытă каяшсемшĕн тỹлессипе те районта лару-тăру чаплах марччĕ: республикăра кайрисенчен пĕриччĕ эпир. Юлашкисен ретĕнче тăма хăнăхман Патăрьел районне çакă, паллах, чыс кỹмест. Халь çỹп-çапшăн тỹлевпе татăлакансем нумайланса пыраççĕ: кăтарту 20 процентран 27е çитнĕ. Шăнкăртамра та улшăнусем пур: 2,41 процентран 5,32 процентпа танлашнă. Паллах, ку сахал, анчах пăр тапрăннă пек туйăнать-ха та...

- Ял çыннисемпе кашни канашлурах çỹп-çап ыйтăвĕпе калаçатпăр. "Полигон" пĕрлешỹ машинисем контейнерти ăпăр-тапăра çеç илсе кайнине ăнлантаратпăр. Халăх тинех шута иле пуçларĕ, тỹлеме пикенчĕ. Контейнерсем тулса кайсан тỹрех "Полигон" пĕрлешĕве шăнкăравлатăп, вĕсем пирĕн пата килме черет çитменнине пăхмасăрах çитеççĕ, хытă каяшсене илсе каяççĕ, - терĕ Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕ М. Валитов.

Хăть мĕнле çỹп-çап çук тесен те вăл кашни килтех тупăнать. Ялсенче уйăрнă вырăнсенчен "Полигон" пĕрлешĕвĕн автомашинисем палăртнă кун килсе кайнă хыççăн тепĕр 2-3 кунтанах михĕсем пухăнаççĕ. Шăнкăртамсем тем пек çирĕплетсен те вĕсем те пĕр хут çеç усă куракан чашăк-кашăк, тип çу, лимонад, савăт-сапа, япала çумалли тата ытти те туянаççех. Вĕсен савăчĕсене паян никам та кăмакара çунтармасть, çавна май кăларса пăрахатпăр. Контейнерсене кутăн май çавăрса лартни çỹп-çап ыйтăвне татса пама пулăшмасть, йывăрлатать кăна. "Полигон" пĕрлешĕвĕн машинисем вĕсен çумĕнчи михĕсене илсе хураймаççĕ. Ятарлă савăтсене тултарнисене вара палăртнă кун килсе турттарса каяççĕ. Хамăн шухăша та каласа хăварас килет. Контейнерсене кутăн май çавăрса хуни, пăрахма юраман япаласене пысăк савăта тултарни эпир çынсен ĕçне хисеплеменнине тата... хамăрăн культура çуккине, этем ретĕнчен тухса пынине кăтартнă пек туйăнать.

О. ПАВЛОВА

 

П.л.в.сене тарёнлатнё

Патёрьел.нчи искусство шкулне =\рекен ачасем М? Шакиров преподаватель ертсе пынипе июл.н 16-21-м.ш.сенче Тутар Республикинчи «Сэлэт» =амрёксен организаций.н проекч.пе й.ркелен. пленэра хутшённё? В.ренекенсем эрне хушшинче \керч.ксем тунис.р пу=не: Тутар: Пушкёрт Республикисенчен тата ытти =.ртен килн. профессионал-художниксен  урок.-

сенче пулнё? +авён пекех пленэрён темине _ Пёлхар патшалёх. тата П\лер хули вётам .м.рте _ у=са парассиш.н тёрёшса унён историне: халап.сене тишкерн.: Билярск территоринчи музейсене =итсе курнё?

Пушёрах чухне =амрёк \нер=.сем IT П\лер Форума  хутшённё: =.н. юлташсемпе паллашнё? +авён пекех А? Путякова форума килнисене чёваш юррипе савёнтарнё?

Кёшт кёна маларах М? Шакиров художник-преподаватель Тутар Республикинчи художниксен союз.н член.семпе п.рле (вёл хёй те унта тёрать) п.р-п.рин опыч.пе паллашма тата Тутар Республикинчи художниксен союз. й.ркелен. «Крым манён ч.рере» художествёлла курав проекч. 5 =ул =итн. май Крыма =итсе килн.?  +ак тапхёрта Бахчисарай тата Феодоси хулисенче: хан кермен.нче картинёсен куравне й.ркелен.? Искусство =ыннисем Крымра =\рен. май пушё вёхётра этюдсем те \керн.?  

+ул =\реве п.т.млетсе художниксем Мускавра октябр.н 25-м.ш.нче курав ирттерме  палёрта==.?

О? БЕЛЬДЕКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика