Питишевское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Театра чунтан парăннă вĕсем

19 июля 2019 г.

Театра чунтан парăннă вĕсем

Ача чухне камах пĕр-пĕр паллă артист пулма ĕмĕтленмен-ши? Ун пеккисем пирĕн хушăра сахалах мар. Çулсем иртнĕçемĕн тахăшĕн ĕмĕчĕ ачалăхрах юлнă, тепри вара ку енĕпе ятарлă професси пĕлĕвĕ илсе хулари пысăк сцена çинче мар пулин те, пултарулăхĕпе ял халăхне тĕлĕнтерет. «Кам пĕлет; Тен малашлăхра ялсенчи театрсене те хулари сцена çинчех хăйсен ăсталăхĕпе ыттисене паллаштарма май парĕç;» - шÿтлерех пĕлтерет Питĕшкассинчи драма кружокĕн режиссерĕ Г.Павлов. Эппин, вăл та ялти халăх театрĕсемпе драма кружокĕсене патшалăх шайĕнчех тимлĕх уйăрма пуçласса шанать.

- Эпĕ ас тунă тăрăх Питĕшкассинчи культура çурчĕ çумĕнче тахçанах театр кружокĕ пулнă. 1989 çулта камитпе сцена çине тухнăччĕ. Ун чухне спектакле сцена çине кăларассипе культура вучахĕн ĕçне йĕркелесе пынă Римма  Илларионова тимлерĕ. 1990 çулта вара Геннадий Терентьевăн «Икĕ мулкача хăваласа» камитне лартнине, паянхи пекех аванах ас тăватăп. Тĕрлĕ сăнара Алевтина Романова, Николай Михайлов, Юрий Артемьев, Римма Илларионова, Любовь Манеева, Раиса Филимонова вылярĕç. Арефий Иванов та, эпĕ те сцена çине тухнăччĕ. Асăннă ушкăнпа ун чухне Элĕк, Муркаш, Етĕрне районĕсенчи чылай ялта пулнăччĕ, - аса илет Георгий Петрович.

Çÿлерех асăннă йышран аслăрах ÿсĕмрисем хăшĕ-пĕри пурнăçран уйрăлнă. Культура çурчĕн директорĕн кун-çулĕ те кĕске пулнă. Ун хыççăн театр кружокĕ те ĕçлеме пăрахнă. Культура ĕçченĕсем тĕрлĕ мероприятире пĕчĕкшер сценкăсемпе çеç куракан патне тухнă.

2017 çулта  Питĕшкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Клементьева пĕрлехи пухура Георгий Павлова драма кружокне çĕнĕрен чĕртсе яма сĕннĕ. Ку ĕçре вырăнти культура ĕçченĕсем те пулăшма шантарнă. Çапла вара пĕрлехи вăйпа ĕлĕкхине «аса илсе» сцена çине Г.Терентьевăн «Икĕ мулкача хăваласа» камитне кăларнă. Çак яваплă ĕçрен ял тăрăхĕн пуçлăхне те хăварман. Çапла сцена çине Алина Гаврилова, Юрий Давыдов, Георгий Петров, Нина Андреева, Альбина Ивакова, Владимир Николаев тухнă. Георгий Павловпа Раиса Филимонова  малтан калăпланă сăнарсемпех сцена çине тухнă. Питĕшкассисем чĕрĕ кĕвĕ каласа та куракана тыткăнланă. Кун пек чухне вĕсене яланах культура тытăмĕнче ĕçленĕ Сергей Иванов баянист пулăшма хатĕр. Çакна республика шайĕнче Хĕрлĕ Чутайра халăх театрĕсен фестивалĕнче лауреат ята çĕнсе илни те çирĕплетет.

Пĕлтĕр Питĕшкассисем сцена валли Геннадий Терентьевăн «Çĕмĕрт шап-шурă çеçкере» музыкăлла камит хатĕрленĕ.

- Пирĕн ушкăнра ятарлă пĕлÿ илнисемпе пĕрлех юрра-ташша ăста çынсем нумай. Çавăнпа та çак пьесăна суйларăмăр. Çĕнĕ çынсене те явăçтартăмăр. Иннăпа Николай Ильинсем, Алина Юрьевна Гавриловăпа пĕрле Алексей мăшăрĕ те çÿреме пуçларĕ. Спектакль лартма хутшăнас шутлисем ялта татах та пур-ха. Хăшĕ-пĕри урамра курсан та тытса чарсах: «Пире каланă пулсан эпир те пыраттăмăр», - тет. Çакă вара савăнтарать. Тепĕр спектакле ха- тĕрленĕ чухне çынсене татах та ытларах илĕртесшĕн-ха. Анчах та..., - чарса лартать калаçăва  Георгий Петрович.

Темиçе уйăх хатĕрленнĕ ĕçе тăван ял çыннисене кăтартнипех çырлахма çук. Кÿршĕсем патне те каймаллах. Пысăк йышпа çула тухма транспорт çукран сахал çын вылямалли спектакльсене суйлама тивет те режиссерăн. «Çĕмĕрт шап-шурă çеçкере» спектакльпе Питĕш- кассисем Чăваш Сурăмĕнче, Шĕмшешре, Крымсарайккăра пулнă. Пур çĕрте те кăмăллă йышăннă куракансем артистсене.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429240, Аликовский район, д. Питишево, ул. Войкова, д. 58
Телефон: 8(83535) 62-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика