Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Вĕренме май пур

02 августа 2019 г.

Пенси çулне çитмен граждансем вĕренме пултараççĕ.
Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр «Аслă ăрури çынсем»федераллă проектпа тата «Демографи» наци проекчĕсемпе килĕшÿллĕн пенси вăхăтне çитеймен çынсем валли ятарлă професси илме тата професси пĕлĕвне тарăнлатма май пуррине пĕлтерет.
Пенси çулне çитменнисен шутне пенсие кайма 5 çул юлнă çынсем кĕреççĕ.
Тивĕçлĕ канăва тухман çак çынсем пĕлÿ илме пултараççĕ:
— организацисен ĕçченĕсем;
— ĕçсĕр граждансем, ĕç шыраса ĕçпе тивĕçтерекен ятарлă службăсемпе çыхăннисем.
Паянхи куна ĕçпе тивĕçтерекен центртан 5 çын вĕренме кайнă.
Патшалăх пулăшăвĕ çинчен ыйтса пĕлме çак адреспа çитмелле: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 29-мĕш çурт, 2-мĕш пÿлĕм е çак телефонсемпе: 5-13-70, 8-960-311-93-14.
Е.ЖУКОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика