Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿнер çынсене çывăхлатать, туслаштарать

19 июля 2019 г.

     Пĕтĕм тĕнчери Кокель пленэрĕ кăçал Раççейпе Беларуç Республикин Художниксен союзĕсен членĕсене, Хусанти, Чулхулари, Кемеровăри, Абаканри, Шупашкарти ÿнерçĕсене пухнă.
      Кăçал пленэра Алексей Кокель çуралнăранпа — 140, Турхан шкулĕ уçăлнăранпа 180 çул çитнине халалланă. Владимир Васильев каланă тăрăх, пленэрăн тĕллевĕсенчен пĕри вăл — художниксен пултарулăхне аталантарасси тата тĕрлĕ наци çыннисене çывăхлатасси. Мероприяти вĕçленнĕ хыççăн хăнасем республикăри паллă вырăнсенче пулса курнă: Шуршăла, Улатăра, Шупашкара çитсе килнĕ, музейсемпе ÿнер галерейисемпе паллашнă.
       Пленэра хутшăннă художниксемпе çамрăк ÿнерçĕсем Правительство çуртĕнче пулчĕç, ЧР Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа курнăçрĕç. «Искусство — вăйлă хăват. Вăл туслă çыхăнусем йĕркелеме пулăшать. Ÿнер вăл – малашлăх. Пирĕн кун-çула çырать, çавăнпа историе лайăх пĕлмелле. Чун витĕр тухнă ĕçсем ыттисене тыткăнлаççĕ, илеме курма вĕрентеççĕ. Çак ĕçе çамрăксене явăçтарни пленэр сумне ÿстерет», — терĕ Михаил Васильевич.
      Чăн та, юлашки çулсенче ача-пăча пленэрĕ йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Унта хамăр тăрăхри çамрăк ÿнерçĕсем те хастар хутшăнаççĕ. Акă Птăрьел районĕнчи искусство шкулĕн маттурĕсем çулсерен хăйсен ăсталăхне аталантараççĕ. Валентин Сергеев вĕрентÿçĕ каланă тăрăх — кăçал пленэра 20 ача хутшăннă. «Вăл ачасен тавра курăмне ÿстерет, çут çанталăка сăнама вĕрентет. Хăйсем валли кăна мар, ыттисене тыткăнлакан ÿкерчĕксем тума тăрăшаççĕ вĕсем. Кунта ачасем паллă художниксемпе паллашаççĕ, вĕсенчен тĕслĕх илеççĕ», — терĕ Валентин Порфирьевич.
     11-ти Ольга Рыбкина пĕчĕк чухнех алла киçтĕк тытнă. Вăл республикăри конкурссенче пĕрре мар палăрнă, унăн ĕçĕсем тĕрлĕ курава хутшăнма тивĕç пулнă. «Пейзажсем, портретсем тума ытларах юрататăп. Атте утарĕнче нумай ларатăп. Унти ытармалла хитре тавралăха хут çине ÿкеретĕп. Хамăр районти илемлĕ вырăнсене тухса çÿретĕп», — терĕ хĕрача.
     Хакассирен килнĕ Надежда Кобыльцова Чăваш Енре иккĕмĕш хут. «Ман мăшăрăм, ÿнер шкулĕн директорĕ, темиçе хут пулнă кунта. Елабугăна кайнă чухне çула май Шупашкара кĕрсе тухрăмăр. Кунти тавралăх пире асамларĕ — эпир тÿрех алла киçтĕкпе сăрă тытрăмăр. Çавăн чухне Владимир Васильевпа паллашрăмăр, вăл пире пленэра чĕнчĕ. Унта эпир Кокель çуралнă тăрăхри тавралăха, унта пурăнакансене, çуртсене ÿкертĕмĕр. Кунти çынсем питĕ ăшă кăмăллă, тарават. Час-час тухса çÿретпĕр. Иркутскра та, Владивостокра та, Мускавра та пулнă эпĕ. Çулçÿревсем пире ĕçлеме хавхалантарать. Çĕнĕ картинăсем тăватпăр. «Путешествуя по России» курав та йĕркеленĕччĕ Абаканра», — терĕ Надежда Кобыльцова.
     Раççей халăх художникĕ Ревель Федоров йĕркелÿçĕсене ырă йăлана тытса пынишĕн тав турĕ, пленэр искусствăна упрама тата аталантарма пулăшнине палăртрĕ. Сăмах май, пленэра хутшăннисен ĕçĕсемпе çак кунсенчех Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче уçăлакан «Чăваш Ен — Раççейпе Беларуç художникĕсен куçĕпе» экспозицире паллашма пулать.

Источник: "Хыпар"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика