БОЛЬШЕАТМЕНСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ КРАСНОЧЕТАЙСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район аталанăвне тишкерчĕç

26 июля 2019 г.

Июлĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Борисович Моторин районăн кăçалхи пĕрремĕш çурçулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тишкернĕ çĕре хутшăнчĕ. Райадминистрацин ларусем ирттермелли Пысăк залĕнче иртнĕ канашлăва район ертỹлĕхĕпе пĕрле район Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, организацисемпе предприятисен ертỹçисем, район активĕ хутшăнчĕç. Çавăн пекех ун ĕçне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов тата Чăваш Республикин çын прависен уполномоченнăйĕ Надежда Прокопьева хутшăнчĕç.

Канашлу чыславпа пуçланчĕ. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн райадминистрацин культурăпа туризм тата архив ĕçĕн пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Алина Михуткина Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне (тĕплĕнрех - çитес номерсенче) тивĕçрĕ. Иван Борисович Çĕн Ирчемесри Зоя Дмитриевнăпа Виталий Федорович Медведевсене çемье йăли-йĕркисене çирĕп тытса пынăшăн, юратупа шанчăклăхра пурăнса ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕшĕн "Юратупа шанчăклăхшăн" медальпе (тĕплĕнрех - çитес номерсенче) чысларĕ. Çак уйăхра пĕр çемьене чăмăртаннă Пухтанкассинчи Филипповсем вара Чăваш Ен Пуçлăхĕн указĕпе çирĕплетнĕ "Çамрăк мăшăрсен сертификатне" илме тивĕç пулчĕç.

Унтан пухăннисем умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров сăмах илчĕ. Вăл демографи кăтартăвĕсем, бюджет политикин тĕп параметрĕсем, инвестици илĕртỹлĕхĕ, ĕç рынокĕнчи лару-тăру, социаллă сфера, çул-йĕр тата ялхуçалăхĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Александр Викторович пĕрлештернĕ бюджета пĕрремĕш çурçулта 152 миллион тенкĕлĕх (пĕлтĕрхипе танлаштарсан -  115 процент) пурнăçланине палăртрĕ.

Районта пурĕ 5 наци тата 11 федераллă проектсем пурнăçланаççĕ. Пурте вĕсем халăха социаллă хỹтлĕх парас, вĕрентĕве, культурăна, сывлăх сыхлавне аталантарас тата районта пурăнакансен пурнăç пахалăхне ỹстерес тĕллевлĕ.

Регион проекчĕсене пурнăçланă май "Вĕрентỹ" наци проектне пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пирĕн район ку енĕпе пилĕк проекта - "Хальхи йышши шкул", "Кашни ачан ăнăçăвĕ", "Социаллă активлăх", "Ачаллă çемьесене пулăшасси", "Пуласлăх учителĕ" - пурнăçлас ĕçе хутшăнать. "Хальхи йышши шкул" проектпа килĕшỹллĕн, Атнарти, Хĕрлĕ Чутайри тата Мăн Этменти вăтам шкулсенче цифра тата гуманитари профилĕн "Точка роста" центрĕсене йĕркелĕç. Çакна валли 5 миллион тенкĕне яхăн уйăрнă. Çакă асăннă шкулсен материаллă техника никĕсне çĕнетме пулăшĕ. Кашни центра компьютерсем, 3D-принтерсем, виртуаллă чăнлăх шлемĕсем тата ыттине те вырнаçтарĕç.

Чăваш автономийĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявлама хатĕрленнĕ май районти "Çын тата çутçанталăк" халăх музейне юсаса çĕнетĕç. Çакна валли 7 миллион ытла тенкĕ уйăрнă.

"Демографи" проект та пĕлтерĕшлисенчен пĕри шутланать. Кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче социаллă пулăшу мерисемпе 4940 çынна (мĕнпур халăхăн 36 ытла проценчĕ) тивĕçтернĕ. Çулталăк пуçланнăранпа социаллă пулăшупа тивĕçтерме 34 миллион тенке яхăн янă. Пĕрремĕш ача çуралнăшăн уйăхсерен тивĕçекен тỹлеве 54 çемье илсе тăрать, ку тĕллевпе республика бюджетĕнчен виçĕ миллиона яхăн тенкĕпе усă курнă.

Федераллă проектсем те пурнăçланаççĕ. "Кил-çурт" проектпа 5 çамрăк çемьепе специалиста 3,3 миллион тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ панă.

Кăçал Хĕрлĕ Чутай салин Çĕнĕ урамĕнчи 53-мĕш тата Завод урамĕнчи 60, 61, 63, 67-мĕш нумай хваттерлĕ çуртсен урам территорийĕсенче хăтлăх кỹреççĕ. Çакă "Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси" федераллă проектпа килĕшỹллĕн пурнăçланать. Проекта пурнăçлама 3,7 миллион тенкĕ уйăрнă. Çитес çулта Çĕнĕ урамри 15, 17, 19, 47-мĕш нумай хваттерлĕ çуртсен урам территорийĕсем улшăнмалла. Пĕтĕмпе çак проектпа 2024 çул вĕçĕччен районта тăватă обществăлла хутлăха хăтлăх кỹме пăхса хунă. 2020 çулта вара районти Культура çурчĕ умĕнчи площаде çĕнетме тата хăтлăх кỹме планлаççĕ.

2019 çулхи пĕрремĕш çурçулта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн 294 субъектне, çав шутра: 54 пĕчĕк предприяти, 20 хресченпе фермер хуçалăхĕ тата 220 уйрăм предприниматель - регистрациленĕ. Пĕчĕк бизнес сферинче 785 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ.

Кăçал пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсем 49 миллион тенкĕлĕх тăватă инвестици проекчĕ пурнăçласшăн, 21 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелесшĕн.

Палăртма кăмăллă, пирĕн район конкурса тăратнă пуçаруллă бюджет проекчĕсен хисепĕпе ытти районсем хушшинче малти вырăн йышăнать. Кăçал район территорийĕнче пĕтĕмпе кун йышши 47 проект пурнăçламалла. Района килекен инвестици калăпăшĕ 31 миллион ытла тенкĕпе (25,3 миллион тенкĕ республика бюджетĕнчен, 3,1 миллион - вырăнти бюджетран, 3,2 миллион - халăх укçи) танлашать. 20 проектпа çул-йĕр юсама, 8-шпе ачасен вăйă тата спорт площадкисене вырнаçтарма, 11-шпе хытă каяшсене пухмалли контейнер площадкисем йĕркелеме, 2-шпе водопроводпа, масарпа тата урамри çутăпа çыхăннă ĕçсене пурнăçлама тата пĕринпе палăкпа кану паркне йĕркелеме пăхса хунă. Паянхи куна ял тăрăхĕсенче 22 проекта пурнăçа кĕртнĕ.

Районăн çул-йĕр фончĕ 45 миллион тенкĕпе танлашать. Вĕсенчен 15 миллион тенкине ял тăрăхĕсенчи, 30 миллион тенкине вара район çулĕсене юсама тата пăхса тăма ярĕç.

Ялхуçалăхĕ район экономикин тĕп отраслĕ шутланать. Малтанхи кăтартусемпе, ялхуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче ялхуçалăх продукцине сутса кăçалхи ултă уйăх хушшинче 133 миллион та 77 пин тенкĕ илнĕ, тупăш 19 миллион та 769 пин тенкĕпе танлашнă.

Пĕрремĕш çурçулта районти хуçалăхсенче пилĕк инвестици проектне пурнăçланă. Патшалăх пулăшăвне икĕ проект 18 миллион та 400 пин тенкĕлĕх тивĕçнĕ.

Районта шкулсен инфратытăмĕ çĕнелсе пырать. Çĕнĕлĕхсене Мăн Этменти тата Хĕрлĕ Чутайри шкулсенче курма пулать. 2018 çулта Чăваш Республикин "Вĕрентỹ аталанăвĕ" патшалăх программин çумпрограммипе Мăн Этменти шкулта капиталлă юсав тума 14 миллион ытла тенкĕ уйăрнăччĕ. Кăçал вара ку шкула çĕнетес ĕçсем малалла пыраççĕ. Кунта ăшăтмалли тата электроснабжени тытăмĕсене пĕтĕмпех çĕнетĕç. Юсав ĕçĕсем валли 9 миллион тенкĕ уйăрнă. Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче те кăçалхи çулла пысăк калăпăшлă ĕçсем пурнăçланаççĕ. Кунти юсав ĕçĕсем валли 19 миллион тенкĕ уйăрнă.

Малалла Валерий Павлов депутат сăмах илчĕ, вăл района малашне аталантармалли сĕнỹсем çинче чарăнса тăчĕ. Валерий Михайлович умри задачăсемпе тĕллевсем паллă пулнине, малалла вара çанă тавăрса кăна ĕçлемеллине палăртрĕ. Надежда Прокопьева вара лайăххине асăннипе пĕрлех тумалли ĕçсем пирки чарăнса тăчĕ: усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртмелле, сăрă ĕç рынокĕпе кĕрешмелле, çурт-йĕр хута ямалла, çулсене юсамалла (районти чылай çул япăх!), нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтермелле (ку кăтарту пĕчĕк).

Канашлăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин пĕтĕмлетрĕ. Вăл кăçал район ăнăçу çулĕпе утнине палăртрĕ, çулталăка та лайăх кăтартусемпе вĕçлессе шаннине пĕлтерчĕ, районти çулсене юсас ыйтупа пулăшма шантарчĕ.

А.ОРИНОВА. 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика