Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырма куллен çывхарать, яваплăха ỹстерме ыйтать

23 июля 2019 г.

Вырмана тухмалли вăхăт та çывхарса пырать, унччен вара çĕнĕ тухăçа кĕтсе илме тĕплĕ хатĕрленмелле. Хĕвел ăшшипе, тăпра нỹрĕпе тулнă тыр-пула вăхăтра пухса кĕртес тесен комбайнсене юсаса хатĕррисен ретне лартма вăхăт, çавăн пекех кĕлетсемпе йĕтемсене те тасатса дезинфекцилемелли пирки манмалла мар. Унсăрăн тĕрлĕ чир-чĕр, шăши-йĕкехỹре ĕрчесси те часах. Яваплă тапхăра пуçăниччен район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ В. Львов, Патшалăх техника надзорĕн районти аслă инспекторĕ И. Васильев, республикăри "Россельхозцентр" управленийĕн районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи филиалĕн начальникĕ О. Глухов, районти пушар службин ĕçченĕсем ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене çитсе курчĕç, техника тата пушар хăрушсăрлăхне пăхăннине тĕрĕслерĕç.

Районĕпе кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 17271 гектартан пуçтарса илмелле. Лаптăк пĕчĕкех мар, çавна май паян-ыран яваплă тапхăра хатĕрленессине вĕçлемелле. Ку енчен "Исток", "Батыревский", "Красное знамя", "Труд" хуçалăхсенче халь тесен халь комбайнсене хире кăларма та, çĕнĕ тыр-пула кĕтсе илме те пултараççĕ. Уй "карапĕсем" мăнаçлăн çеç паркра хăйсене хускатасса кĕтсе лараççĕ. Вĕсене юсанă, çунтармалли-сĕрмелли материал турттарса килнĕ. Кадрсем те тĕш тырă пиçсе çитессе кĕтеççĕ. Йĕтемсенче таса та тирпейлĕ.

Турханти "Хастар" ял хуçалăх прозводство кооперативĕнче комисси членĕсене В. Косойкин ертỹçĕ кĕтсе илчĕ. Вăл кĕскен кăна хуçалăх пирки каласа пачĕ. Кунта пĕрчĕллĕ культурăсем 400 гектара яхăн йышăнаççĕ. Вĕсене пухса кĕртме "Енисей" маркăллă икĕ комбайн хутшăнать. Йĕтемме илсе килнĕ тырра кĕлете кĕртиччен тасатма, çитес çула валли вăрлăх хатĕрлеме 3ОВС-25, "Петкус", СМ-4 агрегатсене юсаса хунă. Автомашинăсем çине тиеме ятарлă хатĕр те пур. Сăмах май, унччен вăл чылай хуçалăхра пулнă. Шел пулин те, нумайăшĕ ăна упраса хăварайман.

- Кĕлетсене шăлса тасатнă, çывăх кунсенчех дезинфекцилесшĕн, хими препаратне туяннă. Вырма вăхăтĕнче ĕçлекенсене столовăйĕнче тỹлевсĕр çитеретпĕр. Шалу укçан та, тырăпа та паратпăр. Комбайнсемпе те, йĕтемре те ĕçлекенсем пур, - терĕ В. Косойкин.

Районти хуçалăхсем вырмана ăнăçлă тата кĕске вăхăтра ирттерсе ярассишĕн тăрăшни сисĕнет. Шăхачри "Мир" хуçалăхра вăй хуракансем комбайна юсама пикеннĕ. Кĕлетре те хĕрарăмсен ушкăнĕ ĕçлет. Çакна та асăнса хăварас килет: хуçалăхра техника лартакан управăн тăррине _ виçĕм çул, йĕтемрен турттарса килекен тырра виçекен автовиçене пĕлтĕр çĕнетнĕ. Ĕçлемелли тата çителĕклех-ха, анчах пурне те пĕр кунта та, пĕр çулта та пурнăçлаймастăн. Улшăнусем пурри вара Шăхачсем малашлăхпа пурăннине кăтартрĕ.

Кăçал чылай хуçалăхра кĕрхи культурăсем йĕркеллĕ хĕл каçаймарĕç, çавна май çуркунне вĕсене пăсса тепĕр хут акма тиврĕ. Аслă Чементи С. Фролов фермер хуçалăхĕнче те çаплах пулнă.

- Кăçал кĕрхисем çуккипе вырмана кăшт каярах тухатпăр, çавна май комбайнсене те тин çеç юсама пикентĕмĕр, - терĕ Сергей Николаевич. Кунта та çĕнĕ тухăçа кĕтсе илме хатĕрленсе пыраççĕ. Кĕлетсене шăлса тасатнă, дезинфекцилеме ĕлкĕреймен-ха. Айккипе ỹснĕ курăка çулнă. Комбайнсене юсани, йĕтемсемпе кĕлетсене тирпейлени питĕ аван, çав вăхăтрах техника тата пушар хăрушсăрлăхĕсене пăхăнмалли пирки те манмалла мар. Вырмана тухиччен комбайнерсемпе, механизаторсемпе, водительсемпе тата ыттисемпе те ĕçре инкек курас мар тесен инструктаж ирттермелле, ятарлă кĕнеке çине алă пустармалла.

Комбайнсем çинче икĕ огнетушительтен кая пулмалла мар. Аçа çапасран заземлени те кирлĕ. Йĕтемре, кĕлет çумĕнче хăйăр, шыв тултарнă пичке, кĕреçе тăмалла. Медаптечкăпа та тивĕçтермелле. Столовăйĕнче ĕçлекенсен медицина тĕрĕслевĕ тухнине çирĕплетекен документ юнашар пулмалла.

Сыхланакана Турă та сыхлать, теççĕ. Комисси членĕсем районти пур ял хуçалăх предприятийĕпе пысăк фермер хуçалăхĕсене те çитсе тĕрĕсленĕ май çакăн пирки тепĕр хут аса илтерчĕç, вырмана ăнăçлă тата инкексĕр ирттерсе яма, çĕнĕ тухăçа кĕске вăхăтра пухса кĕртме сунчĕç.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика