Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă пурнăç йĕркине мала хурса

19 июля 2019 г.

Авалтанпах юратаççĕ спорт вăййисене Треньел ялĕнче пурăнакансем. Футболла выляса ăмăртассине вĕсем 1963 çултах пуçласа янă.

Унтанпа çур ĕмĕр те иртрĕ. Вăййа кăмăллакансен йышĕ хушăнсах пырать. Кашнийĕ унăн пуçаруçисене- М. Зайцевпа Н. Иванова - ятран асăнать. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни ытларахăшне килĕшет. Ватти-вĕтти унта-кунта çапкаланса çỹресси çук. Çакна ку хутĕнче йĕркеленĕ мероприяти те уççăн çирĕплетет. Вăйăсене курма сăпкари ачапа 85 çул тултарни таранчченех тухнă. Инçетри хуласенчен çула кĕскетсе килнисем те йышлăн.

Паянхи стадиона (ĕлĕкхи кирпĕч завочĕ çумĕнче вырнаçнăскер) халăх йышлă пухăннă. Спорт вăййисене кăмăллакансене ялти футбол федерацийĕн председателĕ В. Макаров, М. Зайцев тата ял старости Н. Положин саламларĕç.

Вăйăсем пуçланчĕç. Вĕсем 4 тапхăр пычĕç. Ача садне çỹрекенсем, 1-4 классенче вĕренекенсем те мечĕк хыççăн ăмăртмалла чупма пултарни тĕлĕнтерчех. Хĕрарăмсем те кăмăллаççĕ вăййа. Çулленех командăсем тăратаççĕ. Пĕтĕмлетекенсем вара çамрăк футболистсемпе аслăрах çулхи арсем. Пĕрне-пĕри ăнланса выляни кăмăллă. Кашнийĕнчех туслăх çĕнтерме тăрăшрĕ.

Сăмах май çакна та палăртмалла. Вăйă сумĕ çулсем иртнĕçем те чакмасть. Ял ачисем Шупашкарта та команда йĕркеленĕ. Республика чемпионатне хутшăнаççĕ. Хальлĕхе 19 командăран тăваттăмĕш вырăнта пыраççĕ. Вĕсен капитанĕ -Р. Романов.

- Вăйăсене йĕркелекенĕсем, вылякансене хавхалантараканĕсем пуртан савăнмаллах. Акă, В. Зайцев çулленех Мускавранах çĕнтерỹçĕсен медалĕсене, ятлă футболкăсене тутарса килет. Вĕсене тивĕçессишĕн кам-ха тупăшмĕ. Çавăнпа ватти-вĕтти мечĕк хăвалать. Ку хутĕнче те В. Муськин, 60 çултан иртнĕ пулин те, Р. Романов чи кĕçĕнни пулсан та (садике çỹрет) командăна хутшăнса вылярĕçех,-тет ял старости Н. Положин.

Çуран чупакансем те старта тăчĕç çак кун. Садик ачисенчен Р. Романов çĕнтерчĕ. 1 класри Н. Кузьмин хăйĕнчен 2 çул аслăраххисемпе чупрĕ пулин те кая юлмарĕ. Аслăрах ỹсĕмрисенчен Е. Макарова палăрчĕ.

Улăх çийĕн ăста юрăçсен сасси таврана саланчĕ. Уçă сывлăшра йышпа вĕри шỹрпе çини те кăмăллă пулчĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика