Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăй пĕр ĕмĕр пурăнма пултарасси пирки Элĕк районĕнчи Мăн Шĕвĕш ялĕнче кун çути курнă Гликерия Романова нихăçан та шухăшламан

19 июля 2019 г.

Хăй пĕр ĕмĕр пурăнма пултарасси пирки Элĕк районĕнчи Мăн Шĕвĕш ялĕнче кун çути курнă Гликерия Романова нихăçан та шухăшламан. Ара, унран маларах çут тĕнчене килнĕ пĕртăванĕсем ят панă хыççăн нумаях пурăнайман — вĕсене сивĕ тăпрапа хуплама тивнĕ. Тăваттăшĕ — пĕчĕклех, пиллĕкмĕш пиччĕшĕ Михаил 15 çул тултарсан çĕре кĕнĕ. Çавăнпа малашнехи пирки ĕмĕтленме хăяйман Гликерия Степановна. Романовсен тăхăр пепкинчен тăваттăшĕ çеç — Алексей, Екатерина, Гликерия тата Варфоломей — тĕрĕс-тĕкел çитĕннĕ.

Гликерия Степановна çемьеленмен, ача-пăча çуратман. Çакăншăн ÿкĕнет вăл. «Сусăр атте мана качча пама хирĕçлерĕ. Евчĕсем пĕрре мар килчĕç, пурне те хăваласа ячĕ. «Килтен кăлармастăп, ку — хама пăхаканни», — тесе ăсатрĕ йĕкĕтсене», — ÿпкевлĕн калаçрĕ кинемей. Пиччĕшĕ авлансан сарăмсăр çĕре кĕнĕ, аппăшĕ çывăхри яла качча кайнă. Шăллĕ Варфоломей мăшăрланнă, кăштахран аякри тăрăхра тĕпленнĕ. Унăн мăшăрĕпе икĕ хĕрĕ Зойăпа Мария тĕп килте пурăннă. Халĕ Лукари аппана шăпах вĕсем пăхаççĕ. Хĕлле Шупашкара илсе каяççĕ, çулла — ялта.
Хăлхи япăхрах илтет унăн, куç çивĕчлĕхĕ аптăрамасть, куçлăх тăхăнса хаçат вулать Лукари аппа. Правурлăхĕ халĕ те палăрать. Пире хăех хапха уçса кĕртрĕ. Тирпейлĕ тумланнă, саппун çакнă. «Ура утнă чухне пурăнатăп-ха», — тет. Халь пурăнакан çурт-йĕре вăл тăрăшнипе лартнă. Платник пуртти те алла кĕнĕ. Сарай тунă чухне те тар тăкнă. Аслăк тăррине хăпарма пусма, крыльца умĕнчи карлăка хăй аллипе çапса ăсталанă. Тертлĕ пурнăç теме те вĕрентнĕ ăна. Халь килсе çÿрекен çурта вĕсем 1964 çулта куçнă.
Зоя Варфоломеевна каласа кăтартнă тăрăх, Лукари аппа ахаль ларма пĕлмест. «Халь апат çирĕмĕр. Мĕн ĕçлемелле?» — ыйтать сĕтел хушшинчен тухнă-тухман. Çĕр улми, сухан шуратать, шăллĕн хĕрне пулăшасшăн ăшталанать. Картише тухсан çитĕнсе кайнă курăка çулма та ÿркенмест пĕр ĕмĕре хыçа хăварнăскер. Хальхи пурнăçа çăтмахпа танлаштарать, унпа киленет. Пĕртăванĕн ачисене хăйне пăхнăшăн тав тăвать
(Вăрман каснă...çур кило çăкăршăн. Нина ЦАРЫГИНА)

Источник: "Çамрăксен хаçачĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика